Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химпромра» пушар пулнӑ. Кун пирки ҫӑлавҫӑсем патне 9 сехет те 10 минутра пӗлтернӗ.

Кабель эстакадине юсанӑ чухне пластик оросительсем тата градирни обшивки ҫунма пуҫланӑ. Юрать-ха, ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ.

«Химпром» пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар вӑхӑтӗнче никам та шар курман. Ҫынсен сывлӑхӗшӗн те хӑрушлӑх ҫук. «Сывлӑша сиенлӗ япаласем тухас хӑрушлӑх ҫук», - тенӗ пресс-служба.

 

Культура

Паян Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Национальная красавица – 2024» (чӑв. Наци чиперкии — 2024) конкурс финалӗ иртӗ. Унта аслӑ шкулӑн тӗрлӗ факультетӗнче ӑс пухакан пикесем хутшӑнӗҫ.

Илем конкурсӗ ЧППУн тӗп корпусӗн акт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ. Унта тӗрлӗ наци пикисен пултарулӑхӗпе киленме май килӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://afisha.cheb.ru/go/294679
 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян Шупашкарта каллех автобус ҫуннӑ. Ку 12 сехетре «Наци вулавӑшӗ» чарӑну патӗнче, Ленин проспектӗнче, пулнӑ.

«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пассажирсем тӗтӗмленме пуҫланӑ автобусран хӑвӑрт тухнӑ, аяккарах кайса тӑнӑ.

Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, тӗтӗм астобусӑн малти пайӗнчен тата мотор отсекӗнчен тухнӑ. Халӗ общество транспорчӗ мӗншӗн ҫунма тытӑннине уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/96262
 

Республикӑра
news.allelets.ru сайтри сӑн
news.allelets.ru сайтри сӑн

Комсомольски округӗнчи хӗрарӑм 13 ҫулти хӗрачана пӑвма пуҫланӑ. Куншӑн вӑл судра явап тытнӑ.

Ку пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм, ӳсӗрскер, культурӑпа кану паркӗнче 13-ри хӗрачапа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна майӗнчен ярса тытса пӑвма пуҫланӑ, «Вӗлеретӗп!» тесе кӑшкӑрнӑ. Унтан вӑл ӑна пуҫӗ патӗнчен тапнӑ.

Суд пулнӑ. Судья хӗрарӑма 200 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура хӗрачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд пӗр пайне тивӗҫтернӗ, хӗрарӑмран 35 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.

Палӑртмалла: унччен ҫак хӗрарӑм судпа икӗ хутчен айӑпланнӑ.

 

Хулара
Галина Григорьева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Галина Григорьева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер Шупашкарти Юханшыв порчӗ умӗнчи лапамра хӑйӑр кӳлепесем тума пуҫланӑ. Кун пирки Галина Григорьева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Асамлӑ хӑйӑр» фестивале Екатеринбургри Андрей Кокорин, Красноярскри Сергей Асеев, Тӗменти Александр Скареднов, Ижевскри Лев Брюханов тата Мария Соловатова, Красноярскри

Дмитрий Бакламенко, Екатеринбургри Максим Беспалов, Питӗрти Ирина Алимурзаева, Шупашкарти Светлана Карцева, Анна Мартынова, Андрей Молоков, Елена Карнаева хутшӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall619374432_1848
 

Политика
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ.

Республикӑн экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумне Надежда Столяровӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑн пек йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Улатӑр округӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, инкексӗр иртмен – ҫулӑма сӳнтерсен кил хуҫин виллине тупнӑ. Вӑл – 60 ҫулти арҫын.

Пушар алхасма пуҫлани пирки 19 сехет те 20 минутра пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем киличчен ҫулӑма пушар команди сӳнтерме тытӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «хӗрлӗ автан» пирус асӑрханмасӑр туртнӑран ташлама пуҫланӑ.

Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 461 пушар пулнӑ. Вӗсенче 27 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере пире мӗнле ҫанталӑк кӗтет? Паян ҫил ҫурҫӗр енчен пулнӑран ҫӗрле шӑнтас хӑрушлӑх пур. Ыран та паянхи пек пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑрӗ, ӑшӑ фрончӗ ҫитӗ.

Юнкунпа кӗҫнерникун ҫанталӑк 13-18 градус таран ӑшӑтӗ, хӗвеллӗ пулӗ, ҫил лӑпланӗ.

Ӑшӑ таврӑнать пек. Анчах… Эрнекун каллех сивӗ фрончӗ ҫитӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, сивӗтӗ. Вырсарникун кӑна 16-18 градус таран ӑшӑтӗ, ҫумӑр ҫумӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр эрнерен каллех сивӗтӗ, ҫӗрлесерен шӑнтӗ.

 

Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра иртекен «Раҫҫей» куравра Пӗтӗм Раҫҫейри туй фестивалӗ пуҫланнӑ. Ҫав кун унта 151 мӑшӑр хут уйӑрттарнӑ.

Чӑваш Енрен Александр тата Анна Кривовсем пулнӑ. Вӗсем – Елчӗк округӗнчен. Ҫамрӑксем чӑваш наци тумне тӑхӑнса пӗрлешнӗ. Хут уйӑрттарсан вӗсене «Раҫҫей чӗри» ҫулӑма панӑ, туй торчӗ парнеленӗ.

Палӑртмалла: ҫу уйӑхӗн 13-19-мӗшӗсенче туй фестивалӗпе килӗшӳллӗн федераци округӗсен кунӗсем иртӗҫ. Атӑлҫи федераци округӗн кунӗ ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулӗ. Унта Шупашкарти «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ хутшӑнма палӑртнӑ.

 

Спорт
t.me/mintrud_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/mintrud_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи ватӑ ҫын Хусанти марафона хутшӑннӑ.

Кӳкеҫри Роза Алексеева ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Спорт марафонне Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 13 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫӗнӗ маршрут йӗркеленӗ май трасса ҫӳлленсе пынине 96 метр таран чакарма май килнӗ.

Кӳкеҫри Роза Алексеева ветерансем хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе 21 хутчен Раҫҫей чемпионки ята тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrud_21/5819
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 3634
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 21

1963
61
Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2007
17
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...