Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

2007 ҫулхи Республика кунне халалланӑ мероприятисем

Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗ

  • Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗсемпе патшалӑх награ­дисене пани. Шупашкар хули, Правительство Ҫурчӗн Ларусен пӗчӗк залӗ, 14.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • Калинино-Шӗнер-Аҫӑмҫырми автомобиль ҫулне уҫни. Вӑрнар районӗ, 9:25 сехетре пуҫланнӑ.
  • Вӑрнар станцийӗн чукун ҫул вокзалне уҫни. Вӑрнар районӗ, 11:00 сехетре пуҫланнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗ

  • Чӑваш Республикин велоспорт енӗпе ирттерекен чемпионачӗ тата ӑмӑртӑвӗ. (ҫӗртме 21-23). Вӑрмар районӗ, хула евӗр Вӑрмар поселокӗ, 16:00 вӑхӑтра пуҫланнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗ

  • «Раҫҫейри паха технологисем» регионсем хушшинчи форум (ҫӗртме 22-23). Шупашкар хули, «Экспо-Контур» курав комплексӗ. 11:00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн саккун кӑларас ӗҫ никӗсӗсем. Пӗтӗм тӗнчери семинар. Шупашкар районӗ, «Волжанка» санатори-курорт комплексӗ, АУО. 16:00 сехетре уҫӑлнӑ.
  • «Чӑваш Ене йыхравлани» халӑх ӳнер промыслин ӗҫӗсен тема­тикӑлла курав-ярмӑркки. Шупашкар хули, «Экспо-Контур» курав комплексӗ. 11:00 сехетре уҫӑлнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗ

  • «Регионсем – пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси» регионсем хушшинчи курав (ҫӗртме 22-25). Шупашкар хули, «Экспо-Контур» курав комплексӗ. 11:00 сехетре уҫӑлнӑ.
  • «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн XV фестивальне хутшӑнакан коллективсем театрализацилесе утни. Шупашкар хули, Чӑваш Республикин Наци библиотеки тӗлӗн­чен тытӑнса Хӗрлӗ лапама ҫитиччен. 17:00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн XV фестивальне уҫни (ҫӗртме 23-24). Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам. 18.30 сехетре пуҫланнӑ.
  • Халӑх тата наци спорчӗн фестивалӗ. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 13:00 сехетре пуҫланнӑ.
  • Чӑваш Республикин Президенчӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн профессильлӗ бокс енӗпе Пӗтӗм тӗнчери I турнир. Шупашкар хули, «Олимпийский» стадион, 19:00 сехетре пуҫланнӑ.
  • Республикӑри ҫамрӑк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» финалти XXXIX вӑййисем (ҫӗртме 22-26). Етӗрне районӗ, 10.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • "Россельхозбанк" АУОн Чӑваш Енри филиалӗн ҫӗнӗ ҫуртне уҫни. Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 31-мӗш ҫурт. 10.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • Пӗтӗмӗшле практика "ҫемье" врачӗн уйрӑмне уҫни. Шупашкар хули, «Хулари пӗрремӗш больница» МСУ, 11:00 сехетре пуҫланнӑ.
  • "Пӗрремӗш площадка" суту-илӳпе кану центрне уҫни. Шупашкар хули, "ШЭАЗ – 1 Площадка" ТМЯО, К.Маркс урамӗ, 52-мӗш ҫурт. 12.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • Чӑваш Республикин Президенчӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн "Раҫҫей ӑстисем" декораци-прикладлӑ ӳнер ӑстисен Пӗтӗм Раҫҫейри V конкурсӗ (ҫӗртме 23-24). Шупашкар хули, Чӑваш наци музейӗ, 11:00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Вӗҫех, Атӑл ҫийӗн поэтӑн асамлӑ сӑмахӗ» - литературӑпа поэзи уявӗ, кӗнеке ярмӑркки, декораци-прикладлӑ пултарулӑх ӑстисен ӗҫӗсен куравӗ. Шупашкар хули, В.И. Чапаев ячӗллӗ сквер, 12.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Чӑваш тӗнчин илемӗ» - "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн фестивальне хутшӑнакансен тата респуб­ликӑри фольклор ушкӑнӗсен концерчӗ. Шупашкар хули, Шупашкар 500 ҫул тултарнӑ ятпа хисепленекен культурӑпа кану паркӗ, Суту-илӳ ҫурчӗ, «Мега Молл» суту-илӳ комплексӗ, Чӑваш Республикин Наци библиотеки умӗнчи вырӑнсем. 12:00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Ҫав­рӑнатӑп, пӗтӗрӗ­нетӗп, ташлама тухас тетӗп!" – Шупаш­кар­ти ташӑ коллективӗсен кӑтартуллӑ концерчӗ. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 14:00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Чӑваш Енӗм, ҫакӑ санӑн ҫамрӑклӑху!» - Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн, Чӑваш республика культура училищин пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам. 15.30 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Чӑваш Ене савса, Раҫҫее шанса» - Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин концерчӗ. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 17.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Ҫамрӑксен on-line» - ҫамрӑксен кӗвӗ фестивалӗ. Шупашкар хули, Дорисс-парк, 17.00 сехетре пуҫланнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ (Чӑваш Республикин патшалӑх уявӗ - Республика Кунӗ)

  • Чӑваш Республикин Президенчӗ Н.В. Федоров республикӑра пурӑнакансене Чӑваш Республикин патшалӑх уявӗпе – Рес­публика Кунӗпе саламлани. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 16.30 сехетре пуҫланнӑ.
  • Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли "Улӑп" комплекса уҫни. Шупашкар районӗ, Кӳкеҫ поселокӗ, 12.30 сехетре пуҫланнӑ.
  • "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей – Футбол ҫӑлтӑрӗсем" тата Чӑваш Рес­публикин Патшалӑх Канашӗн командисем хушшинче футболла выляс енӗпе юлташла матч. Шупашкар районӗ, Кӳкеҫ поселокӗ, "Олимпийски стадион", 13:00 сехетре пуҫланнӑ.
  • "Санӑн юррусем, Раҫҫейӗм» - «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн XV фестивальне хутшӑнакансен концерчӗ. Шупашкар хули, Юрӑ-кӗвӗ лапамӗ, 12.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Чӑваш Ен ҫӗнӗ ӗмӗрӗн ҫеммисенче» - "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» Пӗ­тӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн XV фестивальне хутшӑ­накансен гала-концерчӗ. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 19.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Ҫӗр пин юрӑпа ташӑ ҫӗршывӗнче» - республикӑри юрӑпа ташӑ ансамблӗсен уявӗ. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 12.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Эпӗ, эсӗ, вӑл, пӗрле – туслӑ ҫемье!» - Республикӑри ҫемье художество пултарулӑх фестивалӗн гала-концерчӗ. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 14:00 сехетре пуҫланнӑ.
  • Спорт уявӗ: пэйнтбол, кире спорчӗ, канат туртас, стритбаскет, сӗтелҫи теннисла выляс, ухӑран тӗл перес, футболла выляс енӗпе ӑмӑртусем, конкурссем. Шупашкар хули, залив ҫыранӗ. 10.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • Йытӑсен регионсем хушшинчи куравӗ. Шупашкар хули, «Спартак» стадион, 10.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Раҫҫейри ӑста алӑсем» - декораци-прикладлӑ тата сӑнарлӑ ӳнер ӗҫӗсен курав-суту-илӗвӗ. Шупашкар хули, Ехрем купса бульварӗ. 12.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Раҫҫейри Хӗвел авӑрӗ!» - «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» Пӗтӗм Раҫ­ҫейри халӑх пултарулӑхӗн XV фестивальне хутшӑнакансен та­та Шупашкарти халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ. «Лакрей вӑрманӗ» культурӑпа канӑвӑн тӗп паркӗ, А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗ, «Мега Молл» суту-илӳ комплексӗ, «Са­лют» Культура керменӗ, «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ умӗн­чи вырӑнсем, 12.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Туслӑх кӑшӑлӗ» - Чӑваш Республикин наципе культура пӗр­лӗхӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ. Шупашкар хули, Шупашкар 500 ҫул тултарнӑ ятпа хисепленекен культурӑпа кану паркӗ, 12.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Ҫунатлӑскер, вӗҫех – Раҫҫей юрри!» - «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн XV фестивальне хут­шӑнакансен концерчӗ, Сосновка поселокӗ, 14.30 сехетре пуҫланнӑ.
  • А.В. Ангаров ячӗллӗ «Dance – Дебют» хореографи тата халӑх ташшине ташлакан ҫамрӑксен II фестиваль-конкурсӗ. Шупашкар хули, Юрӑ-кӗвӗ лапамӗ, 14.30 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Выля, хут купӑсӑм!» - Республикӑри наци инструменчӗсемпе калакансен фестивалӗн гала-концерчӗ. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 16.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Чӑваш Ен ҫеммисем – халӑхӑн ҫӗнӗ хумӗ» - эстрада юрӑҫисен концерчӗ. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 18.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Волжская тусовочка» - Шупашкарти ҫамрӑксен пултарулӑх ушкӑнӗсен фестивалӗ. Шупашкар хули, Юрӑ-кӗвӗ лапамӗ, 19.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Республика» ушкӑн концерчӗ (Мускав хули). Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 21.30 сехетре пуҫланнӑ.
  • Лазерпа усӑ курса залив ҫийӗн кӑтартакан шоу. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 22.30 сехетре пуҫланнӑ.
  • Уяв фейерверкӗ. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 23.00 сехетре пуҫланнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

2006 ҫулхи Республика кунне халалланӑ Куславкка районӗнче иртнӗ мероприятисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-26 21:27:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3501 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем