Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

2006 ҫулхи Республика кунне халалланӑ куравсем

2006 ҫулхи Республика кунӗ ячӗпе ҫак куравсем иртнӗ:

Ҫӗртме, 9

«Р.Ф. Фёдоров. Живопись». Раҫҫей халӑх художникӗн Р.Ф. Фёдоровӑн ӗҫӗсен куравӗ. 10 сехетре уҫӑлнӑ. Шупашкарти ку чухнехи ӳнер центрӗнче иртнӗ.

Ҫӗртме, 16

«Республика кунӗ». Чӑваш патшалах ӳнер музейӗн пуххисенчен хатӗрленӗ курав. 10 сехетре уҫӑлнӑ. Шупашкарти ӳнер музейӗнче иртнӗ.

Ҫӗртме, 23

«Графика. Кроки». Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ художникӗн Г.Н. Николаевӑн ӗҫӗсен юбилей куравӗ. 10 сехетре уҫӑлнӑ, Шупашкарти Ӳнер музейӗнче иртнӗ.

Ҫӗртме, 24

Йытӑсен Пӗтӗм Раҫҫейри куравӗ. Яваплисем: Чӑваш Ен Ҫутҫанталӑк министерстви, Пӗтӗм Раҫҫейри «Сунар йыттисен федерацийӗ» общество организациӗн ЧР уйрӑмӗ. Шупашкарти «Спартак» стадионта иртнӗ.

Авӑн уйӑхӗ

Ӑратлӑ вылӑхсен республикӑри куравӗ. Явапли: Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерстви. Шупашкар хулинчи «Чӑваш Енре ӑратлӑхпа ӗҫлекен» УАОра иртнӗ.

Информацие «Хыпар» хаҫатран (2006, ҫӗртме, 21) илнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

2006 ҫулхи Республика кунне халалланӑ Улатӑрта иртнӗ мероприятисем
2006 ҫулхи Республика кунне халалланӑ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче иртнӗ мероприятисем
2006 ҫулхи Республика кунне халалланӑ меропритисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-06-23 11:19:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1892 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем