Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

2006 ҫулхи Республика кунне халалланӑ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче иртнӗ мероприятисем

2006 ҫулхи Республика кунне халалласа Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫак мероприятисем иртнӗ:

Ҫӗртме, 23

  • «Сӗнтӗрвӑрри районӗ: ӗнер, паян, ыран». Фотовернисаж. 10 сехетре Сӗнтӗрвӑрринчи краеведени музейӗнче пуҫланнӑ.
  • Хулари ҫӗмье вулавӗн тӗслӗх библиотекине уҫӑсси. 14 сехетре Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Коновалово микрорайонта пуҫланнӑ.
  • «Чӑваш Ен юрри — тӗрӗсенче». Наци тӗррисен, пир тертес ӑсталӑх куравӗ. 14 сехетре Шуршӑл ялӗнче пуҫланнӑ.
  • Ачасен «Арабеск» балечӗн уяв концерчӗ. 15 сехетре Сӗнтӗрвӑрри хулин стадионӗнче пуҫланнӑ.

Ҫӗртме, 24 /шӑмат кун/ ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛӐХ УЯВӖ — РЕСПУБЛИКА КУНӖ

  • «Авалхи ҫӗр илемӗ». Декоративлӑ прикладной ӳнер ӑстисен япалисен куравӗ. 9 сехетре пуҫланнӑ, Сӗнтӗрвӑрри хулин Атӑл хӗрринче иртнӗ.
  • «Пархатарлӑ пул, Сӗнтӗрвӑрри хули!» Театрализациленӗ курав. 9 сехет те 30 минутра пуҫланнӑ, йеркелекенӗ: Сӗнтӗрвӑрри район администрациӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулин Атӑл хӗрринче иртнӗ.
  • Спорт уявӗ: халӑх вӑййисем, пляж волейболӗн ӑмӑртӑвӗ. 9 сехет те 30 минутра пуҫланнӑ, йеркелекенӗ: Сӗнтӗрвӑрри район администрациӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулин стадионӗнче иртнӗ.
  • XIX ӗмӗрти архитектура палӑкӗн — Соснин купса ҫурчӗн — презентацийӗ /ҫӗнетсе юсанӑ хыҫҫӑн/. 10 сехетре пуҫланнӑ, мероприяти Сӗнтӗрвӑрринчи районти культура ҫурчӗнче иртнӗ.
  • «Пирӗн хулара тимӗрҫӗсем, ал ӗҫ ӑстисем, хастар ҫынсем пурӑнаҫҫӗ». Декоративлӑ-прикладной тата сӑнарлӑ ӳнер ӑстисен ӗҫӗсен куравӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулин стадионӗнче 10 сехетра пуҫланнӑ.
  • Сӗнтӗрвӑрри хулине никӗсленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ «Маншӑн хаклӑ хула» курава уҫӑсси. 10 сехет те 25 минутра пуҫланнӑ, мероприяти Сӗнтӗрвӑрринчи районти культура ҫурчӗнче иртнӗ.
  • Уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫни. Халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» XIV фестивале хутшӑнакан пултарулӑх коллективӗсен гала-концерчӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулин стадионӗнче 11 сехетре пуҫланнӑ.
  • Библиомансен ассамблейи. Мероприяти 13 сехетре Сӗнтӗрвӑрри хулинчи районти тӗп библиотекинче пуҫланнӑ.
  • Лаша спорчӗн ӑмӑртӑвӗсем. 13 сехетре Сӗнтервӑрри хулинчи ипподромра пуҫланнӑ.
  • Хулари тӗслех библиотекӑна уҫӑсси. 15 сехетре Сӗнтӗрвӑрри хулин библиотекинче пуҫланнӑ.
  • Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн тата «Данцерини ди Авиано» ансамбль /Итали/ концерчӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулан стадионӗнче иртнӗ, 16 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Шуҫӑм» ВИА концерчӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулан стадионӗнче иртнӗ, 17 сехетре пуҫланнӑ.
  • «На-на» ушкӑн концерчӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулан стадионӗнче иртнӗ, 18 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Son de Cuba» /Куба/ фолк ансамблӗн концерчӗ. 19 сехет те 15 минутра пуҫланнӑ, мероприяти Сӗнтӗрвӑрринчи районти культура ҫурчӗнче иртнӗ.
  • «Дефиле на Набережной» Мода театрӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулин Атӑл хӗрринче иртнӗ, 20 сехет те 30 минутра пуҫланнӑ.
  • «У государевой горы». Уяв дискотеки. Сӗнтӗрвӑрри хулин Атӑл хӗрринче иртнӗ, 21 сехетре пуҫланнӑ.
  • Уяв фейерверкӗ. 23 сехетре пуҫланнӑ.
  • Пӗтӗмӗшле врач /ҫемье/ практикин уйрӑмне уҫасси. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Урхас Кушкӑ яленче иртнӗ.

Информацие «Хыпар» хаҫатран (2006, ҫӗртме, 21) илнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

2006 ҫулхи Республика кунне халалланӑ мероприятисем
2006 ҫулхи Республика кунне халалланӑ Улатӑрта иртнӗ мероприятисем
2006 ҫулхи Республика кунне халалланӑ куравсем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-06-23 11:29:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1589 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем