Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.0 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сӗнтӗрвӑрри

Сӗнтӗрвӑрри — Чӑваш Ен хули, Сӗнтӗрвӑрри районӗн тӗплӗхӗ. Атӑл юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗ хӗрринче, Шупашкартан 36 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Тавралӑхӗ

Хула икӗ юханшыв хушшинче вырнаҫнӑ — Сӗнтӗр тата Анат Сӗнтӗр.

Хула кун-ҫулӗ

Хула Сӗнтӗр юханшывӗ Атӑла юхса кӗнӗ вырӑнта йӗркеленнӗ. Ун пирки пӗрремӗш хут 1620 ҫулта асӑнни пур. Ял лайӑх вырӑнта ларнине пула халӑх йышӗ хӑварт ӳснӗ — 1746 ҫулта арҫынсен йышӗ 1300 ҫынна ҫитнӗ. Халӑх ал ӗҫӗпе ӗҫленӗ, суту-илӳ тунӑ.

1844 ҫулта Сӗнтӗр, Коновалово, Денисово тата Ворошилово ялӗсене пӗрлештерсе вӗсенчен хула тӑвасси пирки ҫырупа тухнӑ. 12 ҫултан вара, 1956 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗнче, II Александр император хушӑвӗпе Мариинский Посад ятлӑ хула туса хунӑ.

1861 ҫулта хулара 127 алӗҫ ӑсти, 5 кирпӗч кӑларакан лаҫӑ, урапа кӑларакан, кустӑрма тӑвакан тата тир тирпейлекен хуҫалӑхсем пулнине палӑртнӑ. Кунтах эрех тӑвакансем те пулнӑ.

XVIII ӗмӗр вӗҫнелле Сӗнтӗрвӑрринче 6 арман, эрех тӑвакан 3 савут шутланнӑ.

XIX ӗмӗрӗн ҫурринче хула ярмӑрккӑсем ирттерессипе паллӑ пулнӑ. Вӗсем ҫулла тата кӗркунне иртнӗ. Уйрӑмах авӑн уйӑхӗнче халӑх йышлӑ пухӑннӑ — 50 лавкка таран ӗҫленӗ.

1872 ҫулта П.Ф. Забродин купса Амачкина ялӗ ҫумӗнче «Мариинско-Посадский» спирт савутне никӗсленӗ. 1870 ҫулсенче земство вулавӑшӗ уҫӑлнӑ, ун валли укҫи-тенкине Соснинсемпе Зарубинсем панӑ пулать.

1917 ҫул тӗлӗнче хула Шупашкартан вӑйлӑрах аталаннӑ пулнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫиччен хулара катка-пичке кӑларакан савут, электростанци, типографи, алӗҫ ӑстисен эртелӗсем ӗҫленӗ, 3 техникум пулнӑ.

Халӑх йышӗ

1910 ҫулта хулара 6167 ҫын шутланнӑ, 6 вӗренӳ учрежденийӗ пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра кунта 3 чиркӳ, 11 часовня, земство пульници вырнаҫнӑ.

1959 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе килӗшӳллӗн хулара 8700 ҫын пурӑннӑ. 1970 ҫулхи ҫырав 10618 ҫынна ҫырайнӑ; 1979 ҫулхи — 9867 ҫынна; 1989 ҫулхи — 10550 ҫынна; 2002 ҫулхи — 10273 ҫынна.

2009 ҫул пуҫламӑшӗнче хулара 10 пин те 127 ҫын пурӑнни паллӑ пулнӑ, вӗсенчен 54,7% — хӗрарӑмсем, 45, 3% — арҫынсем.

Халӑхсен йышӗпе ҫурри чӑвашсем. Вӗсен пайӗ 51,2%. Вырӑссем — 45,3%. Ытти халӑхсен пайӗ 1%-ран та пӗчӗкрех.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

Экономика тата халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе хулара ҫак предприятисем пӗлтерӗшлӗ:

  • «Марпосадский» спирт савучӗ;
  • «Сундырь» ТМЯП;
  • «Марпосадский» автоюсав савучӗ;
  • «Посад» ТМЯП;
  • «Марпосадкабель» АХО;
  • «Совинком» ТМЯП;
  • «Гвоздильный завод» пӗчӗк предприяти;
  • тата ыттисем.

Апат-ҫимӗҫ кӑларакан предприятисен йышне «Хлебокомбинат «Марпосадский» ТМЯП кӗрет. Ҫурт-йӗр хуҫалӑхӗн пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерекеннисем: «Водоканал» ТМЯП, «Комфорт» ТМЯП, «ЭК «Котельная» ТМЯП, «Теплоэнерго» ТМЯП.

Хулара 100 ытла пӗчӗк предприяти ӗҫлет. Ҫыхӑну уйрӑмӗсем, банксен уйрӑмӗсем пур. Суту-илӳ енӗпе «Макарий» ярмӑркка ӗҫлет.

Культура

Сӗнтӗрвӑрринче 3 шкул, 1 гимнази, 2 ача-пӑча пахчи, ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗ, ача-пӑчасен ӳнер шкулӗ, ачасен пултарулӑхӗ ҫурчӗ, 2 професси училищи, Мари патшалӑх техника университечӗн Сӗнтӗрвӑрринчи уйрӑмӗ пур. Хулара ҫавӑн пекех 2 хула вулавӑшӗ, район вулавӑшӗ тата ача-пӑча район вулавӑшӗ вырнаҫнӑ.

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вуламалли


 
Категорисем: Сӗнтӗрвӑрри
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-05-25 11:49:23 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5701 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org