Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +33.0 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пуканкасси

Пуканкасси
Тĕс:
ял
Район:
Вăрнар районĕ
Тăрăх:
Халăх йышĕ:
286 çын
Почта индексĕ:
429217
ОКАТО:
2147483647

ПуканкассиВăрнар районĕнчи ял.

1975 çулхи çурлан 28-мĕшĕччен яла хутсем çине вырăсла Поганкино çырнă. Маларах çавăн пекех Погань ятпа тĕл пулать.

Тавралăх

Ял çумĕпе Упаçырми шывĕ юхать.

Çывăхри ялсем:

Ярмушка (0.000 çх.)

Ял кун-çулĕ

Яла XVIII ĕмĕрте Авшак Элмен çыннисем никĕсленĕ.

Районсем çине пайлама пуçличчен ял Етерне уесĕн Ассакасси вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпан 1-мĕшĕнчен пуçласа 1939 çулхи пушăн 17-мĕшĕччен Вăрнар районне, каярах çĕнĕрен йĕркеленĕ Калинин районне кĕнĕ. 1956 çулхи чӳкĕн 26-мĕшĕнче Калинин районне пĕтерсен каллех Вăрнар районĕнче шутланма пуçланă, халĕ те унтах кĕрет.

Халăх йышĕ

1795 çулхи çырав ялта 29 кил пулнине палăртнă. 1897 çул тĕлне ялта 310 çын пурăннă. 1906 çулхи кăтартусем: 195 арçын, 187 хĕрарăм.

1926 çулхи çыравпа килĕшӳллĕн ялта 150 кил шутланнă, 273 арçын, 298 хĕрарăм пурăннă. 1939 çулхи кăтарту: 274 арçын, 302 хĕрарăм; 1979 çулхи — 171 арçын, 197 хĕрарăм.

2002 çулхи çыравра 95 кил шутланă, 286 çын пурăннине палăртнă: 139 арçын, 147 хĕрарăм.

Хуçалăх

1930 çулта Ярмушка ял çыннисемпе пĕрле «Калинин» колхоз йĕркеленĕ.

Паянхи кун ялта 3 лавкка, çыхăну тата перекет кассин уйрăмĕ пур.

Çул-йĕр

Яла асфальт çул кĕрет.

Культура

Ялта клуб пур.

Хушма каçăсем

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2020 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 33 - 35 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Килĕшÿсем алă пусма, çĕнĕ проектсене пуçăнма ан васкăр. Май килсен ĕçсене çывăх тăвансем, ĕçтешсем çине тийĕр. Çынсен харкашăвне сăмса ан чикĕр. Çĕкленÿллĕ кăмăлпа çÿреме тăрăшăр.

Утӑ, 08

1911
109
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
102
МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org