Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.0 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Козлов Михаил Алексеевич

Козлов Михаил Алексеевич, — прозаик, профессор. 1936 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2006 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Санкт-Петербург хулинче вилнӗ.

1992 ҫултанпа СССР ҪП членӗ. 1984 ҫулта биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, 1996 ҫулта профессор ячӗсене илнӗ. 1997 ҫулта тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑхсен ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ.

Пурнӑҫӗ

Ленинградри университетра вӗреннӗ, биологипе тӑпра факультетне пӗтернӗ. Унтах аспирантура пӗтернӗ. Лаборант, кӗҫӗн тата аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулнӑ.

Юлашки вӑхӑтра Санкт-Петербургри зоологи институчӗн профессорӗ.

Ӗҫӗсем

Ӑслӑлӑх ӗҫӗсем ҫырнӑ вӑхӑтра илемлӗ произведенисем те хайланӑ.

Пичетленсе тухнӑ илемлӗ кӗнекисем:

  • «Кашни утӑмрах тӗлӗнтермӗш» (1989);
  • «Пингвин ҫулҫӳревҫӗ» (1991);
  • «Тупсӑмне тупасшӑн» (1993);
  • тата ыттисем.

Ӑслӑлах ӗҫӗсем:

  • Теленомины Кавказа - яйцееды вредной черепашки и других хлебных клопов // Труды ВЭО.- 1968.- Т. 52;
  • Надродовые группировки проктотрупоидных наездников // Энтомол. обозрение.- 1970.- Т. 49.- Вып. 1;
  • Проктотрупоидные наездники фауны СССР // Труды ВЭО.- 1971.- Т. 54;
  • Совместные советско-монгольские исследования энтомофауны Монгольской народной республики в 1968-1971 гг. (в соавт.) // Энтомол. обозрение.- 1973.- Т. 52.- Вып. 4;
  • Полеарктические виды яйцеедов рода Aporophlebus Kozlov (в соавт.) // Насекомые Монголии/- 1976.- Вып. 4;
  • Сем. Diapriids - Диаприиды // Определитель насекомых европейской части СССР. Перепончатокрылые.- 1978.- Т. 3.- Ч.2;
  • Новые виды наездников из родаScelio (Hymenoptera, Scelionidae) фауны Вьетнама (в соавт.) // Фауна и экология насекомых Вьетнама.- 1988;
  • Отряд Чешуекрылые, или бабочки - Lepidoptera// Редкие животные нашей страны/- 1989.
  • тата ыттисем

Литература

  • Козлов Михаил Алексеевич //Академия наук Чувашской Республики.- Чебоксары: АН ЧР, 1994.- С. 99-100;
  • Егоров Л.В. Козлов Михаил Алексеевич // Краткая чувашская энциклопедия.- Чебоксары: ЧГИГН, Чуваш. кн. изд-во, 2001.- С. 212.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-09-13 18:05:44 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6946 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org