Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.0 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Агаков Всеволод Георгиевич

Агаков Всеволод ГеоргиевичЧПУ ректорӗ, профессор. 1949 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ҫоткасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

Всеволод Георгиевич вӗрентекенсен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ, Георгий Агаков, ялти шкулта литература вӗрентнӗ. Амӑшӗ, Мария Васильевна, 40 ҫул ытла шкулта пуҫламӑш классенxе вӗрентнӗ.
Пуҫламӑш классенче вӗреннӗ чухне астрономипе кӑсӑкланса кайнӑ — хӑйен пӗрремӗш телескопне ӑсталанӑ.
1966 ҫулта Палтай шкулне вӗренсе пӗтерсе Мускав патшалӑх университетне пӗлӳ пухма кӗнӗ. «Астрономи» специальноҫпе университета 1973 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ.
1973-75 ҫулсенче ҫарта хӗсметре пулнӑ.
1975 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
1980 ҫулта физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, 1983 ҫулта доцент ятне тивӗҫнӗ. 1994 ҫулта Всеволод Георгиевич профессор пулса тӑнӑ.
2010 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ӑна ЧПУ ректорӗ вырӑнӗнче ҫирӗплетнӗ.

Ӗҫӗсем

Всеволод Георгиевич ӑслӑлӑх, вӗренӳ тата меслетлӗх ӗҫӗсене 175 ытла ҫырнӑ.

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-09-06 16:37:48 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3619 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org