Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӗнчӗ тата сӑр

Пирӗн ялта, Пӑкрашра тата Клемтелӗнче /Тутарстан, Элмет районӗ/ вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче хӗрсем уява тухсан ҫапла юрлатчӗҫ:

Ӗнчӗ пушмак, щур чӑлха,
Кирӗк тивмест теетрим?

Пӗчӗкскер ҫапла уйлаттӑм: ӗннӗ пушмакпа ӗннӑ чӑлхана кирӗк тивесрен мӗн хӑрамалли пур? Аслисенчен ӑнлантарса пама ыйтни кӑлӑхах пулчӗ. «Юрри ҫапла» тетчӗҫ. Институтра вӗреннӗ ҫулсенче аллӑма пӗрре В.Егоровӑн «Чӑвашла-вырӑсла словарӗ» лекрӗ. Унта «ӗнче /диал./ - жемчуг, жемчужина» тенине вуларӑм та тӗлӗнтӗм: нивушлӗ чӑваш хӗрӗсем ӗлӗк ӗнчӗ пӗрчисемпе илемлетнӗ пушмак тӑхӑнса уява тухма пултарнӑ? Каярах ҫеҫ пӗлтӗм: Ӗнчӗ — Индин чӑвашла ячӗ иккен. Ӗнчӗ пушмакӗ — Индире туса кӑларнӑ пушмак пулса тухать капла, хӗрсем тӑхӑнса ҫӳреме ӗмӗтленнӗ хаклӑ тавар пулнӑ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа юрра кӗме те тивӗҫнӗ.
Авалхи тӗрӗксем /VIII ӗмӗрте/ Сыр-Дарьяна Йӗнччӳ ӳгӳз чӑвашла «Ӗнчӗ ҫырми» /юханшывӗ/ пуллать. Александр Македонский ҫав юханшыв патнех ҫитнӗ хӑйӗн никам ҫӗнтереймен ҫарӗпе. Грексен историкӗсем Сыр-Дарьяна Яксарт тенӗ, вырӑнти халӑх, сӑкӑтсем, - Яксшарта е Яксша-арта. Ку вӑл авалхи Иран чӗлхинчен куҫарсан Ӗнчӗ ҫырмиех пулать.
Хальхи историксем тӗпчесе пӗлнӗ тарах, Яксарт тесе Сыр-Дарьян тури тата ватам пайне ҫеҫ каланӑ, анат пайӗнче пурӑнаканнисем ӑна Сӑр /Сыр, грекла Силис/ тенӗ. ХV-ХVI ӗмӗрсенче кунта узбек йӑхӗсем килсе вырнаҫсан юханшыва тӑршшӗпех Сыр-Дарья теесси ҫирӗпленет.
Чӑвашра Сӑкӑт ятлӑ ялсем тата Сӑр ҫырми пурри пирӗн мӑн-мӑн асаттесем ӗлӗк-авал пӗр вӑхӑт Анат Сыр-Дарья тӑрӑхӗнче сӑкӑтсемпе ҫывӑх хутшӑнса пурӑннине пӗлтерет.
Петӗр Мультиерсем
«Хыпар», 2004 ҫул


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-25 22:48:40 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6214 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем