Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӗнтӗ ҫул ҫаврӑнать (Эмине)

Ӗнтӗ ҫил ҫаврӑнать, ҫил ҫаврӑнать
Шӗшкӗех те тӗми авӑнать.
Шухӑшламан чухне, шухӑшӑм ҫук,
Шухӑшласан пуҫӑм ҫаврӑнать.

Вуникӗлле явнӑ чӗн чӑпӑркка
Явкаланать лавҫӑ аллинче.
Ай-хай ҫинҫе пуҫӗм, ҫамрӑк пуҫӑм,
Авкаланать ҫич ют аллинче.

Ӗнтӗ пӗлӗт юхать, пӗлӗт юхать,
Тата мӗн ҫӑвасси пур-ши-ха.
Ӗнтӗ пуҫӑм ҫамрӑк, ӑсӑм кӗске,
Тата мӗн курасси пур-ши-ха.

Ку сӑвӑна «Шурӑ кашкӑр эткерӗ» (Чӑваш литературин антологийӗ, I том) кӗнекерен илнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кунта Эминен ытти сӑввисене вулама пулать


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-12-18 23:20:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3061 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем