Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫӗрпӳ районӗ

Ҫӗрпӳ районӗн картти
Ҫӗрпӳ районӗн картти

Ҫӗрпӳ районӗ, — Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр еннерех вырнаҫнӑ район. Район администрациӗ Ҫӗрпӳ хулинче вырнаҫнӑ.

Тавралӑх

Ҫӗрпӳ районӗн тавралӑхӗ сӑртлӑ, ҫырмасемпе юханшывсем нумай. Ҫырмасен тарӑнӑшӗ 5-35 метр, тӑршшӗ 10-12 ҫухрӑм таран. Ҫӗр айӗнчи пурлӑх енчен район чухӑн. Торф вырӑнӗсем пур (Ҫавалпа Ункӑ шывсен хӗррипе), ӑна ял хуҫӑлӑхӗнче ҫӗре пуянлатма усӑ кураҫҫӗ. Антрак ялӗ патӗнче акшар кӑлараҫҫӗ. Асӑннӑ вырӑнсем пуҫне районта тата 3 ҫӗртре кирпӗч тума юрӑхлӑ тӑм кӑлараҫҫӗ. Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнчи тӑма ҫеҫ кирпӗч кӑларма усӑ кураҫҫӗ.

Юханшывсене илес пулсан район тӑрӑх ҫаксем юхаҫҫӗ: Мӑн Ҫавал, Кӗҫӗн Ҫавал, Ункӑ, Енӗш. Мӑн Ҫавал район тӑрӑх 50 ҫухрӑм тӑршшӗпе юхать. Кӗҫӗн Ҫавалӑн районти тӑршшӗ — 20 ҫухрӑм. Юханшывсем ютларах юр шывӗпе тулаҫҫӗ.

Район ҫӗрӗсем ытларах енӗпе уйлӑ, сайра вырӑнта ҫеҫ юманлӑхсемпе хурӑнлӑхсем тӗл пулаҫҫӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче вӑрмансем сахал, вӗсем пурӗ те 9,3% кӑна йышӑнаҫҫӗ.

Районти тӑпрасем ытларах енӗпе ҫерем-сахал кӗллӗ. Районӑн анӑҫ енче ҫавӑн пекех ҫутӑ чакӑр вӑрман тӑпри, тухӑҫ енче вара ахаль тата тӗксӗм чакӑр вӑрман тӑприсем тӗл пулаҫҫӗ. Икӗ Ҫавал хушшинчи ҫӗрсем вара кӗллӗ хура тӑпрасем шутланаҫҫӗ.

Сӑнсем

Ҫӗрпӳ хули
Мӑн Ҫавал ҫывӑхӗнче
Ункӑҫум патӗнчи кӗпер
Ҫӗрпӳ хули
Мӑн Ҫавал ҫывӑхӗнче
Ункӑҫум патӗнчи кӗпер

Ҫутҫанталӑк

Район климачӗ вӑта контитентлӑ. Хӗлӗсем вӑрӑм та сивӗ, ҫӗвӗсем вӑта, шӑрӑх. Кӑрлач уйӑхри вӑтам температура -12,8°С, чи пӗчӗкки -46°С танлашать. Утӑ уйӑхӗнчи вӑтам температура — 18,8°С, чи шӑрӑх кун температура 38°С таран хӑпарнӑ. Ҫулталӑк хушшинче вӑтамран 446 мм юр-ҫумӑр ҫӑвать.

Халӑх йышӗ

1999 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне районта 37,1 пин ҫын пурӑннӑ. Вӗсенчен 11,2% (ку вӑл 30%) — хула ҫыннисем, 25,9% (е 70%) — ял ҫыннисем.
Пӗр тӑваткал ҫухрӑм ҫине вӑтамран 47,5 ҫын килет. Ялсен шучӗ 138, вӗсенче вӑтамран 202 ҫын пурӑнать. 90% — чӑвашсем.

Ҫӗрпӳ районӗн ял-хулисем

Ҫӗрпӳ районӗнчи чи пысӑк ял-хулисем:

Паллӑ ҫыннисем

Районпа ҫак паллӑ ҫынсен кун-ҫулӗ ҫыхӑннӑ:

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Ҫӗрпӳ районӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-09-24 12:57:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 29745 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем