Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫӗнӗлӗх словарӗ кивелсе ан кайтӑрччӗ

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» тесе ят панӑ Г.А. Дегтярев ӑсчах хӑйӗн кӗнекине. Автор хӑйӗн шухӑш-кӑмӑпне кӳртӗм сӑмахӗнчех уҫӑмлӑн пӗлтерет: «Кунта чӑваш чӗлхин сӑмах пуянлӑхне туллин кӑтартас тӗллев тытман, пирӗн ӗмӗт — тӑван пичетре, хаҫат-журналта усӑ куракан ҫӗнӗ сӑмахсемпе, хӑнӑхнӑ сӑмахсен ҫӗнӗ пӗлтерӗшӗсемпе, ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ сӑмахсемпе паллаштарасси».
Тӳрех калӑпӑр, пархатарлӑ шухӑш-ӗмӗт. Ӑна пурнӑҫлас тесен иртнине асра тытни те, паянхи пурнӑҫа тӗпчесе пӗлни те кирлӗ. Чӗлхери улшӑнусене тӗпчесе пӗлме, ҫав улшӑнусен тупсӑмне палӑртма, ӑнлантарса пама ансат мар. Чӗлхере те, самана улшӑнса пынӑҫем, ҫӗнӗлӗхсем кашни утӑмрах: хӑш-пӗр сӑмахсем сисӗнмесӗр тенӗ пекех манӑҫа тухса пыраҫҫӗ, ҫӗн­ӗлӗхсем вара тепӗр чух чӗлхе саккунӗсене пӑхӑнмасӑрах ҫӗмӗрсе кӗнӗ пекех хӑйсене валли вырӑн шыраҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче усӑ курман сӑмахсене те палӑртса хӑварать автор. Вӗсенчен хӑш-пӗрисене аса илер-ха: ӗҫ ударникӗ, ленинла зачет, ҫутӑ пуласлӑх, хӗрлӗ кӗтес, юлташла суд тата ытти те. Ҫӗнӗлӗхсем вара чӑп тупли, тӗрӗсрех каласан, пӗр кӗнеке: 200 страница. Ку вӑл пӗрремӗш томӗ кӑна-ха, иккӗмӗш томра та унтан сахал мар пулӗ. Кашни страницӑра вӑтамран пилӗк сӑмаха ӑнлантарса панӑ, апла икӗ томра сахалтан та икӗ пин сӑмах пулмалла. Пӗр пин сӑмах пӗлсен те урӑх ҫӗршыв чӗлхине ӑнкарса илме пулать тенине шута илсен, ку вӑл тӑван чӗлхене тепӗр хут ҫӗнетнине, пуянлатнипе пӗрех. Анчах ҫӗнӗ сӑмахсем пурте халӑх йышӑнмалли пуянлӑх-ши? Ҫӗнӗлле сӑмахсемпе усӑ курса эпир хамӑрӑн тӑван чӗлхене такӑнтармастпӑр-ши?
Астӑвӑм, ӗҫтеш, курав, пӑлхавӑр, пайтаҫӑ сӑмахсем юлашки ҫулсенче чӗлхене кӗрсе вырнаҫрӗҫ. Вӗсен тӗпчекӗ те чӑвашранах. Янравлӑн, уҫӑмлӑн иптӗнеҫҫӗ. Асра юлаҫҫӗ. Халӑх йышӑнчӗ вӗсене.
Ҫӗнӗлӗхсен шутне автор ак ҫакӑн пек сӑмахсене те кӗртет: жириновец, застой, засыпушка... Анчах та ҫакӑн пек ҫӗнӗлӗхсем чӗлхене кӗрсе вырнаҫӗҫ-ши? Вӗсен пуласлӑхӗ пирки автор шарламасть.
«Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пирӗн пичет чӗлхи ытлашши вырӑс сӑмахӗсенчен хӑтӑлма тӑрӑшрӗ, ют формӑсене чӑвашлатма пикенчӗ», — палӑртать автор. Чӑнах та, «руководитель» вырӑнне «ертӳҫӗ» тесе калани чан чӑвашлах илтӗнет. Анчах та пай заведующине «пуҫпӑх» тесе калани вырӑнлӑ-ши? Пӗр директорӑн темиҫе пай заведующийӗ те пулма пултарать. Е тата «заместитель» сӑмаха «ҫум», «ҫумӗпе» чӑвашлатни тӗрӗсех-ши? Мана хама «ҫум» тесен ҫум курӑкӗ аса килет. Словарь авторне тиркес тесе ҫырмастӑп. Пачах та урӑхла: тӗпчевҫӗ пурне те тишкерме, кӑтартса пама тӑрӑшнине палӑртса каласшӑн.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче хӑш-пӗрисем хастарлӑх кӑтартнине автор тӗрӗсех палӑртать. Пирӗн шутпа вара ҫав хастарлӑх чире ҫаврӑннӑ пекех туйӑнать. Г.А. Дегтярев хӑй тӗллӗн шухӑшласа кӑларман ҫав сӑмахсене: хаҫат-журналсенчен ҫырса илнӗ. Анчах та ҫав сӑмахсем чӗлхене кӗресси хаҫат-журналсенчен те, словарь авторӗсенчен те килмест. Хаҫат-журналсенче кун ҫути курнӑ хӑш-пӗр сӑмахсене ву-латӑн та тӑван чӗлхене ура хума хӑтланнӑ пекех туйӑнать. Виоленчельҫӗ, баянҫӑ, десантҫӑ, бельманҫӑ, дуельҫӑ, афганҫӑ, докладҫӑ... Сӑмаха чӑвашлатни пулать-ши ку? Иккӗленетӗп.
Ҫӗнӗ сӑмахсем хушшинче «ҫӑ», «ҫӗ» аффикспа пӗтекен сӑмахсем ытларах. Ҫав сӑмахсен «хуҫисем» те пӗр ҫынсемех. Пурте сӗм авалтан пӗлеҫҫӗ: тимӗрҫӗ тимӗртен мӗн те пулин тӑвать, усламҫӑ услам тӑвать. «Какайҫӑ» мӗн тӑвать тетӗр-и? Выльӑх-чӗрлӗх пусса тирпейлекен е аш-пӑшпа сутӑ тӑвакан ҫын иккен. Вырӑсла-чӑвашла: «Ну-и-ну!» тесе кӑшкӑрса ярас килет. «Вӗлерӳҫӗ» термин та словаре лекнӗ. «Ҫын вӗлерекен» сӑмах ҫаврӑнӑш вырӑнне-ши ку е «палач» сӑмах вырӑнне? «Вулавӑш» сӑма­ха чи малтан В.Станьял статйисенче курнӑччӗ. «Инҫе сас» сӑмахпа та вӑлах малтанхи хут усӑ курнӑ пек астӑватӑп. Иккӗшӗ те чӑвашлах илтӗнеҫҫӗ. Малтанхи сӑмахне словаре кӗртнӗ, иккӗмӗшне — ҫук. Пӗр ӑславҫӑ вара «вулавӑш» сӑмахран тата тепӗр сӑмах туса хунӑ: «вулавӑшҫӑ». Кам-ши ку? Вулавӑшра (библиотӗкӑра) ӗҫлекен ҫын иккен. Ҫав сӑмаха шутласа кӑларакан библиотекарь сӑмаха ҫӗнетесшӗн пулас. Илемҫӗ, илемлетӳҫӗ, вӗренкӗч, вӗрентӗш, вӗренкӗч сӑмахсен пӗлтерӗшне те тӳрех ӑнкарса илме ҫӑмӑл мар. Одноклассник вырӑнне «класташ», однокурсник вырӑнне «курсташ» тесе кама тӗлӗнтересшӗн-ши ҫӗнӗ сӑмахсем шыракансем?
Словарь авторӗ тепӗр чухне хӑй те «чӗлхе ҫӗнетӗвӗпе» чирленисемпе пӗр евӗрлӗрех калаҫма тытӑнать: «Пушарник» (пушарнӑй), юнашарах пушарҫӑ сӑмах та пур. Пушар хуралӗнче ӗҫлекен ҫын тенӗ. Пирӗн шутпа вара, пушарник — пушартан сыхлакан, пушар сӳнтерекен. Пушарҫӑ сӑмах пушар чӗртекене пӗлтермелле. Тепӗр тесен, Г.А. Деггярев хӑйӗн кӗнекинче сӑмахсен пӗлтерӗшӗ ылмашӑннине ҫине-ҫинех аса илтерет. «Кукка» сӑмах ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса тӑван-пӗлӗшне пулӑшакан ҫынна палӑртнине, «канаш» сӑмах­ран «канашҫӑ» тухса кайнине те манса хӑвармасть. Ҫӗнӗлӗхсен шутӗнче пуҫ ватмӑшсем те сахал мар. ПҪҪХИ вырӑсла ГИБДД аббревиатури иккен. Сӑмӑл машинӑпа ҫӳрекенсем ҫак аббревиатурӑн тупсӑмне тупӗҫ-ши? «Пӑнчӑ» ӑнлав хальхилле «торговая точка» тенине пӗлтерет имӗш.
Г.А. Дегтярев чӗлхери ҫӗнӗлӗхсемпе хӑй ятӗнчен каланӑ чухне пӗлсе усӑ курать. Кӗнеке ум сӑмахне те «кӳртӗм» тесе ҫӗнӗлле, ӑнланмалла ят панӑ. (Шел пулин те, ҫав сӑмахах хӑйӗн словарӗнче ӑнлантарса паман.) Юлашки ҫулсенче хаҫат-журналта анлӑн усӑ куракан хӑш-пӗр сӑмахсем те ҫӗнӗлӗхсем шутне кӗмен. Тӗслӗхрен, ӑнлав, ӑслай, вышкайсӑр, каллам (глобализаци), килентӗш тата ытти те. Тӑван чӗлхене юлашки ҫулсенче кӗрсе вырнаҫнӑ сӑмах­сене хӑш авторсем чи малтан хут ҫине ҫыр­са е сӑмах вӗҫҫӗн каласа усӑ курни ҫинчен палӑртни те лайӑх пулӗччӗ.
Автор хӑйӗн кӳртӗмне ытарлӑн вӗҫлет: «Сӑмаха тӑрласа Тухӑҫри каларӑша аса интерес килет: эпир хамӑр пултарнине турӑмӑр; эсир — ӑслӑлӑхӑр ҫитсен — лайӑхрах тӑвӑр».
Анчах та ҫак сӑмахсем ытарлӑ кӑна мар, ӳпкевлӗрех те илтӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗлӗх словарей пӗрремӗш томе тухнӑранпа часах тӑватӑ ҫул ҫитет. Автор тепӗр томне хатӗрленӗ пирки нимӗн чухлӗ те иккӗленместӗп. Мӗнле сӑлтавсене пула тата миҫе ҫул кӗтме тивет-ши ӑна? Пуҫарнӑ ӗҫе вӗҫне ҫитересчӗ. Н.Ашмарин сло­варӗн иккӗмӗш кӑларӑмӗн шӑпи пек пулса тухмӗ-ши? Асӑннӑ словарӗн малтанхи томӗсене республика тулашӗнче пурӑннӑ чухнех ҫырӑнса илнӗччӗ. Шупашкара куҫса килтӗм те малашнехи томсене ниҫта тупса илме май пулмарӗ. Сӑлтавне часах пӗлтӗм —малтанхи томӗсене вунӑ пин экземпляр пичетлесе кӑларнӑ, юлашкисене — виҫӗ пин. Тен, вӑхӑтра сутӑнман пулӗ.
Тираж тенӗрен. «Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словаре» пурӗ те ҫичҫӗр экземплярпа кӑна пичетленсе тухнӑ. Кашни шкула пӗрер кӗнеке те ҫитмест. Ҫак словарь, ман шутпа, вӗрентекенсене кӑна мар, шкул ачисене те кирлӗ. Вӗсене кӑна та мар. Акӑ эпӗ те, ҫамрӑк ҫынах мар пулин те, словарьте хам пӗлмен е ӑнлансах ҫитмен сӑмахсене чылай ӑша хыврӑм.

Борис Борлен
«Тӑван Атӑл», 2007, раштав


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-02-03 13:08:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3692 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем