Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫӗнтерӳ уявӗ (Кӗмел Кӗпер)

Вӑйлӑ халӑх эпир, ҫеҫенхир — ман ҫӑтмахӑм,
Ӑраскал та ман пур, ҫут пуласлӑх та пур.
"Кӑвак ҫурт" поэмӑран.
>>
Тӑшмана йӑлтах ҫӗмӗрсе тӑкрӑмӑр, ҫитменнине тата ӗмӗр-ӗмӗр туслӑ пурӑнма килӗшӳ турӑмӑр тесе, текех пысӑк ҫар кирлӗ мар, никамран та сыхланмалла мар тесе, чылай эккелсене Пӳлере ҫитичченех килӗсене туха-туха кайма ирӗк пачӗ Ылттӑнпик. Чӑнах та, аслӑ та чаплӑ Пӳлер хулине вара пӗтӗм ҫарӑн ҫуррине яхӑн ҫеҫ пырса кӗчӗ.
Чанлӑ ҫӗнтерӳ, тата монголсемпе килӗшӳ туни ҫинчен пӗтӗм халӑх пӗлме ӗлкӗрнӗ. Хула хапхинчен пуҫласа Кӗмӗл кӗпер патне ҫитиччен вӗсем ушканӑн-ушкӑнӑн тӑрса тухнӑ, ҫӗнтерӳҫӗсене саламлаҫҫӗ. Уирӑмах Кӗмӗл кӗпер патӗнче халӑх нумай. Кунта Пӳлер пикисем хӑйсен ҫӗнтерӳҫе-савнийӗсене кӗтсе илме тухнӑ. Вӗсем чӑнласах та ӗненеҫҫӗ: Кӗмӗл кӗпер патне ҫити ӑсатса, кӗмӗл ҫӗрӗ витӗр пӑхса, ҫапаҫу хирне кӑларса янӑ маттур йӗкӗтсем епле пулсан та хӑйсен савнийӗсем патне ырӑ-сыввӑн таврӑнмалла.
Ташлаҫҫӗ, юрӑсем юрлаҫҫӗ, тепӗр ҫӗрте тата такмак та калаҫҫӗ...

Чечек ҫыххи турӑм эп,
Ҫӗр пӗр чечек суйласа.
Савна тусӑм турӑм эп,
Паттӑр качча суйласа.

Уйри сарӑ чечекне,
Татса килчӗ ирпеле.
Ютран килнӗ монголне
Ӑс вӗрентрӗ хӗҫпеле.

Ҫӳллӗ-ҫӳллӗ сӑрт ҫинче
Юман ларать хурланса.
Керулен шыв хӗрринче
Монгол ларать макӑрса.

Сивӗ ҫилсем вӗриччен
Хурӑн ҫулҫӑ тӑкас ҫук.
Тӗнче пӗтсе киличчен
Тӑшман текех килес ҫук.

Тепӗр пысӑк ушкӑн халӑх патша керменӗ умӗнчи лапа пуҫтарӑннӑ. Кунта эккелсем тыткӑна лекнӗ монголсене илсе килнӗ. Самаях вӗсен шучӗ, темиҫе пине те ҫитет.
Хӑйсене ҫӗнтерӳ пилленӗшӗн ырӑсемпе тӳркӗллисене ырласа, аслӑ турӑсене мухтаса, пӑлхарсем лапра икӗ пысак кӑвайт чӗртрӗҫ. Аманнӑ эккелсене вара, часрах сывалччӑр тесе, ҫак икӗ кӑвайт хушшипе иле-иле тухма тытӑнчӗҫ. Юлашкинчен ҫак икӗ кӑвайт хушшине тыткӑна лекнӗ монголсене те илсе тухма тытӑнчӗҫ.
Пӗр ушкӑн монгол пӑлхарсем чӗртнӗ кӑвайтсен хушшипе тухма килӗшмерӗ. Ку вӑл хӑйсене мӑшкӑлани тесе шутларӗҫ пулмалла вӗсем. Ҫакна курсан, Ылттӑнпик тарӑхса кайрӗ:
— Эппин, вут хушшипе тухасшӑн мар пулсан, вут ӑшӗнче ӑшаланччӑр! — терӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене итлемен монголсене питӗ хӑвӑрт эккелсем ҫаварса илчӗҫ. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, вӗсен пуҫӗсене касса кӑвайт ӑшне пӑрахрӗҫ те тушкисене пытарма хула тулашне турттарса кайрӗҫ. Ку та ҫӗнтерӳ уявӗн пӗр пайӗ.
Ҫӗнтерӳ уявӗ иртнӗ хыҫҫӑн Пӳлере килнӗ эккелсем те майӗпен-майӗпен хӑйсен канарӗсем ирӗк панипе килӗсене саланма тытӑнчӗҫ. Хулара патшан яланхи ҫарӗ кӑна тӑрса юлчӗ. Вӗсен шучӗ пысӑк мар, пурӗ те ҫирӗм пин ҫеҫ.
Ҫӗнтерӳ уявӗ иртнӗ хыҫҫӑн Пӳлер хулинче пурнӑҫ лӑпланчӗ. Патша керменӗнче те пурнӑҫ хӑй еккине кӗчӗ. Тискер тӑшмана ҫанса ҫӗмӗрни Ылттӑнпик чунне те кӑштах кантарчӗ, юратнӑ ывӑлӗ пирки, хӑйӗн йывӑр ҫухату пирки ҫунакан чӗрине самантлӑха пулин те лӑплантарчӗ. Пӗртен-пӗр шухӑш канӑҫ памарӗ ӑна: ҫав путсӗр Парӑҫ-Пӑрӑнтая тытаймарӗҫ.
Ҫапах та Ылттӑнпик ӑна тытса килессе шанма пӑрахмарӗ. Монголсем пӑлхарсемпе ӗмӗр-ӗмӗр туслӑ пулма килӗшӳ турӗҫ. Ун пек чухпе Парӑҫ-Пӑрӑнтай пек путсӗрсем кирлӗ пулас ҫук.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-08-31 13:36:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2901 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем