Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫуркунне (Ю. Ковалёв)

Чарӑнмасӑр шӑпчӑксем юрлаҫҫӗ
Ҫуркуннехи лӑпкӑ каҫсенче.
Ашӑ туйӑмсем чуна тулаҫҫӗ
Юн тапса вӗренӗ кунсенче.

Ҫуркунне ӳсеҫҫӗ чечексем,
Ҫуркунне выляҫҫӗ вӑйӑсем.
Ҫӗкленӳллӗ ҫутӑ ӗмӗтсем
Ҫуратаҫҫӗ ҫурхи вӑхӑтсем.

Хӗвел ансанах пире кӗтеҫҫӗ
Пахча хыҫӗнчи щур хурӑнсем.
Ик чӗре ҫунни ҫинчен пӗлеҫҫӗ
Симӗс тутӑр ҫыхнӑ пикесем.

Ик чӗкеҫ пек киленсе ҫӳретпӗр
Шурӑм пуҫ килсе ҫутатиччен.
Пӗр шӑпаллӑ пулнине пӗлетпӗр,
Юнашар утасчӗ ҫӗр ҫулччен.

Ҫавӑн пекех

Юрий Ковалёвӑн ытти сӑввисене кунта тупма пултаратӑр.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-12 12:31:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2805 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем