Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫумӑр хыҫҫӑн (Волгин В.)

Эх, аван-ҫке ҫумӑр хыҫҫӑн
Каҫ пулса килес чухне,
Янратса ярсассӑн уҫҫӑн
Шӑпчӑк савӑк юррине,

Кӗрлесе иртсен, мӑнаҫлӑ
Аслатийӗ, инҫетре,
Мӗн тери чуна хаваслӑ, —
Мӗн тери ҫӗршыв хитре!

Кун пек чух епле лӑпланӑн
Тухмасан шыв хӗррине?
Савӑнса тӑрса сӑнатӑн
Аслӑ Атӑл илемне.

Инҫех мар, лере, шыв ҫийӗн
Ҫӑмӑл кимӗ ярӑнать.
Ун ҫинчи хӗрсен сассийӗ
Атӑл тӑрӑх ян каять.

Эп алла илсеттӗм купӑс
Ӗнересшӗн ҫав юрра.
Ҫавӑн чух вара ман шухӑш
Кӗвӗленчӗ сӑвӑра.

Пит аван ҫав ҫумӑр хыҫҫӑн
Хӗвел аннӑ вӑхӑтра
Илтӗнсен илемлӗн, уҫҫӑн
Ҫӗнӗ юрӑ таврара.

1949

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-06 22:36:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2610 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем