Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫинҫе чӳкӗн кӗллисем

Ҫинҫе — ҫу пуҫламӑшӗнчи илемлӗ вӑхӑт, ял ҫыннине канма уйӑрнӑ икӗ эрне. Вӑл уй-хирсемпе пахча-картасене шуратса пӗтернӗ, кун тӑршшӗ 17 сехетрен иртнӗ хыҫҫӑн пуҫланать. Унӑн календарьпе палӑртса хунӑ кунӗсем ҫук. Анатрисем пӗр ҫӗрте ӑна Ҫимӗк хыҫҫӑнах, тепӗр ҫӗрте (Чӗмпӗр таврисем) ҫерҫи чукӗ е учук каҫӗнчех тапратаҫҫӗ. Д.Ф. Филимонов архиепископ вирьялсем (Ҫӗрпу-Ишек таврашӗсем) «ҫинҫене ҫураки вӗҫленсен икӗ-виҫӗ эрнерен пӗтӗленнӗ ҫӗре хисеплесе тӑватчӗҫ» тесе ҫырнӑ (ЧПГӐИ ӐА, 1, 72, 62 ен). Ҫинҫе вӑхӑчӗ — ана ҫине ҫум тухма ӗлкӗреймен, ырашпа ҫаран ути пуҫ кӑларса ӳснӗ вӑхӑт. Ҫак шутлӑ кунсенче акатуйсем, вӑйӑсем, туйсем кӗрленӗ. Ҫинҫе — чи авалхи уявсенчен пӗри.

«Ҫинҫе» сӑмах «ҫийӗнче», «ҫие юлнӑ» сӑмах пӗлтерӗшӗсенчен пулнӑ. Вӑл Ҫӗр-аннемӗр пӗтӗленнине, ҫӗр пулӑхне ӳстернине пӗлтернӗ. Ҫавӑнпа ҫинҫе вӑхӑтӗнче ҫӗре чавма, алтма, пусма, шӑтарма, юпа лартма, чул кӑларма, кӗпер хывма, ҫурт-йӗр тӑррине улӑхма юраман. Вӑрман касма та чарнӑ. Килти йывӑр ӗҫсене вӑхӑтлӑха сирсе хума хушнӑ. Итлемесен аҫа ҫапать е пӑр ҫӑвать тесе каланӑ. Ҫинҫе кунӗсенче чӑнласах та аслатиллӗ ҫумӑрсем кӗрлесе тӑнӑ.

Аслисем ҫинҫере кил-ҫурт таврашне тирпейленӗ, пушӑт хатӗрленӗ, хӗрарӑмсем тумтир ҫӗленӗ те юсанӑ, хӗрсем юсавлӑ ҫи-пуҫа капӑрлатнӑ, яра куна хӗвел ҫинче тӗрӗ тӗрленӗ. Ватӑ ӑстасем хунав ачасене ал ӗҫне ятарласа ҫак вӑхӑтра вӗрентнӗ. Урам-урамӗпе инке-тӑхлачӑ тавра хӗрачасем тӗрре вӗренсе ларнӑ. Каччӑсем те килти ирӗклӗ алӗҫпе киленнӗ: кам капӑрчӑк парне хатӗрленӗ, кам ҫӗрӗ-алка тунӑ, пасара е акатуйне илсе тухма шӑхлич-шакӑртма шакканӑ, кам туйран туя ҫӳренӗ е пулла кайнӑ.

Ҫинҫе эрнисенче пурте шурӑ тумпа, таса, тирпейлӗ ҫӳренӗ. Кӑвак е хӗрлӗ тум тӑхӑнма чарнӑ — ку тӗссем чӑваш ҫыннисем килӗштермен ют халӑхсен тӗсӗсем пулнӑ. Йӗркене пӑсакансене хӗнесе илни ҫинчен ҫырса хӑварнӑ тӗслӗхсем те пур.

Хӑш-пӗр хутсенче ҫинҫе вӑхӑтӗнче килте вучах чӗртмен, апат-ҫимӗҫ пӗҫермен тесе ҫырнӑ (М. Смирнов, 1925. ЧПГӐИ АА, 1, 619, 147 ен). Ахӑртнех, ҫакӑ йӑнӑш. Мӗншӗн тесен шӑпах ҫак кунсенче акатуйсем, туйсем кӗрленӗ. Вӗсене апат-ҫимӗҫсӗр кам ирттертӗр? Чӑваш нимле типӗ те тытман. Эппин, унӑн апат-ҫимӗҫ пӗҫермесӗр ларма сӑлтав пачах та пулман. Паллӑ тӗпчевҫӗ Н.Р. Романов-Опраньох уй-хир уявӗсем ҫинчен кӑларнӑ кӗнекере «ҫинҫе чухне чӑваш пачах ним ӗҫлемесӗр хаяккӑн выртнӑ» тени те тӗрӗсе килмест.

Ҫинҫере уяв-вӑйӑ пуҫланнӑ. Яш-керӗм кашни акатуйрах юрӑ картине тӑнӑ, кашни тухса ташланӑ, юрланӑ. Ача-пӑчан ҫинҫере вуникӗ ҫӗнӗ вӑйӑ вӗренмелле, вуникӗ ҫӗнӗ сӑвӑ-такмак пӑхмасӑр каламалла пулнӑ. Ҫинҫере вӗсем валли тӗрӗслев (сереп) ирттернӗ: кам хӑй ӳсӗмӗнчи тантӑшӗсенчен инҫерех ишет, чупать, сикет, шутлать, ҫырать — ҫавӑ утаман пулать. Пултарайманнисене кӗҫӗнреххисен ушкӑнне хӑварнӑ, аслӑраххисем хӑйсемпе ертме килӗшмен. Ку тӗрӗслевсене мӑчавӑрсем, апӑссем, ватӑ ҫынсем вӑрманта, хирте, шыв хӗрринче йӗркеленӗ.

Ватӑ ҫынсемех ҫинҫе пуҫламӑшӗпе вӗҫӗнче пӗчӗк чӳксем ирттерсе кӗлӗсем каланӑ. Ҫинҫе чӳкӗсенче пӑри пӑттипе ҫӑмарта хӑпартни лартнӑ.

Ҫинҫере мӑчавӑр каланӑ сӑмахсем

308

Ыран ҫинҫе пултӑр, ҫинҫе калатпӑр. Шаккама юрамасть, курӑк татма юрамасть, ҫӗр чавма юрамасть, мунча хутма юрамасть, тыр типӗтме юрамасть, тырӑ ҫапма юрамасть, чул кӑларма юрамасть, арман авӑртма юрамасть, улача кӗпе тӑхӑнма юрамасть, хӗрлӗ кӗпе тӑхӑнма юрамасть, улача-хӗрлӗ ҫӗлеме юрамасть — пурте шур кӗпе тӑхӑнмалла, вунӑ куна сӑрук!

309

Тултӑрччӗ Аслӑ Ҫӗр-аннемӗр, ҫиттӗрччӗ ӗмӗтӗмӗр. Ҫурхи ака та иртрӗ, ҫинҫе ҫитрӗ. Ҫине юлнӑ Ҫӗр-аннене суран ан тӑвӑр, шӑв-шав туса ан хускатӑр. Тӑлла-кӗҫҫе ан ҫапӑр, хура-мара ан тӑкӑр. Ҫӗр-аннемӗр тӑнӑҫланнӑ. Сыхлӑр унӑн канӑҫне. Ҫире-пуҫра шурӑ пултӑр, ӳтӗр-тирӗр таса пултӑр, уя-хире ешӗл тултӑр. Ҫинҫене кӗтӗмӗр. Тултӑрччӗ Аслӑ Ҫӗр-аннемӗр, ҫиттӗрччӗ ӗмӗтӗмӗр.

310

Турӑ сулне асӑнса мӗнпур хура халӑхпа асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхпе, ҫичӗ тӗслӗ тырӑпа ҫилӗнтен-тӑвӑлӑнтан, вӑйлӑ ҫӑмӑрӑнтан, аслатирен, ҫиҫӗмрен Эсӗ сыхла! Путхахӑнтан, шурлӑхӑнтан, тайлӑк кӗперӗнтен, выҫӑ кашкӑрӑнтан, вӑрӑран-хурахӑнтан, ҫӗленӗнтен-калтӑнтан Эсӗ сыхла.

Эй, Турӑ Амӑшӗ, пӗтӗм хура халӑх асӑнать, мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхпе, ҫичӗ тӗслӗ тыррӑнчен, ҫилӗнтен-тӑвӑлӑнтан, пӑрӑнтан...

Эй, Турӑ, ҫырлахсам, пӗтӗм хура халӑх асӑнать. Пайсӑр (паҫӑр) пӗвӗпе асӑнтӑмӑр, халӗ пиҫҫӗшпе, ал валлипе асӑнатпӑр. Мӗнпур хура халӑхпа асӑнатпӑр, курайман тӑшмантан, килес инкекрен-синкекрен, вутран-кӑвартан, аслатирен-ҫиҫӗмӗнтен, ҫилӗнтен-тӑвӑлӑнтан, йӑвӑр пӑрӑнтан, йӑвӑр ҫӑмӑрӑнтан, кайӑкран-кӗшӗкрен, вӑрӑран-хурахӑнтан. Айван кӗллӗмӗре хуш хурса хапӑл ил! Кала пӗлместпӗр, ыйта пӗлместпӗр, пире, айвансене, каҫар. Хуш курса хапӑл ил виҫ тӗслӗ выльӑхран-чӗрлӗхрен! Ут хыҫҫӑн хӑм ертсе пыма пар, ӗне хыҫҫӑн пӑру ертсе пыма пар! Виҫ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхе хире кӑларса ярсан курӑмлӑхран куҫлӑхне пар, пӑхӗнчен самӑртса пар! Вӑрӑнтан-хурахӑнтан, ҫӗлентен-калтӑнтан Эсӗ сыхла! Айван кӗллӗмӗре хуш курса хапӑл ил! Аминь, ҫырлах!

311

Аслӑ уяв, сирӗн йӑлӑра эпир тытрӑмӑр, пӑхӑнтӑмӑр, халиччен лайӑх пурӑнтӑмӑр, сире чипер ӑсатса яратпӑр. Малашне те пире Турӑ ырӑ вырӑна хутӑр. Ҫырлахтӑр аслӑ уяв. Тепӗр ҫулсӑр сире асӑнмӑпӑр. Пире лайӑх пурӑнма ирӗк парӑр.

Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Пилӗсемпе кӗлӗсем. — Шупашкар, 2005, 110-111 с.


 
Категорисем: Ҫинҫе
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-07-07 21:52:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1846 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем