Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫаваҫ Ваҫҫа

Ҫаваҫ Ваҫҫа (чӑн ячӗ Леонтьев Василий Леонтьевич), — сӑвӑҫ. 1906 ҫулта Чӑваш Енӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивӗ Тутайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1976 ҫулта Чӑваш Енӗн Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче ҫӗре кӗнӗ.

Кун-ҫулӗ

Тӑлӑха юлса ача ҫуртӗнче ӳҫнӗ. Шупашкар рабфакӗнче, Чӗмпӗр педагогика техникумӗнче, Мускав патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗнче, Ҫӗрпӳпе Патӑрьел педагогика училищисенче, Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке вӑтам шкулӗнче ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.

Ӗҫӗсем

Унӑн ӗҫӗсем хаҫатсемпе журналсенче, тата пӗрлешӳллӗ сборниксенче пичетленнӗ: «Вун иккӗре», «Комсомолия», «Ҫӗр чӗнет», тата ыттисенче.


 
Категорисем: Сӑвӑҫсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-24 13:29:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3291 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем