Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Яковлева Нина Михайловна

Яковлева Нина Михайловна — чӑваш актриси. 1940 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

1956 ҫулта ГИТИСӑн чӑваш студине вӗренме кӗнӗ. 1961 ҫултанпа (ГИТИС хыҫҫӑн) Чӑваш патшалӑх драма театрӗн сцени ҫинче вылять.

Пултарулӑхӗ

Нина Яковлева чӑваш халӑхӗн наци сӗмне, психологине туйса рольсене вылять. Ӑна куракансем юратаҫҫӗ. Вӑл вун-вун сӑнара калӑпланӑ:

  • Виола («Вуниккӗмӗш каҫ»),
  • Надежда («Аркатакансем»),
  • Лиза («Тӑван кил»),
  • Екатерина Андреевна («Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ»),
  • Праски инке («Праски инке хӗр парать»),
  • Сетнер амӑшӗ («Нарспи»)
  • тата ыттисем те.

Унӑн пултарулӑхне ытти тӑрӑхра та килӗштереҫҫӗ.

Ҫитӗнӗвӗсем

2010 ҫулта Нина Михайловнӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.

Каҫӑсем

Вуламалли


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-06-08 21:45:48 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6021 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем