Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ыйтусемпе хуравсем (Софт)

Ӳӳ вырӑнне эпӗ тӑваткӗтеслӗхсем куратӑп

Ӳӳ тӑваткӗтеслӗхсемпе курӑнни — ку вӑл шрифтра ҫак саспаллисене ӳкерменнине кӑтартать. Internet Explorer (IE) тата Mozilla Firefox (MF) текста кӑтартнӑ чухне кӑшт урӑхларах ӗҫлеҫҫӗ.

MF: Енчен те шрифтра ӳкермен саспалли курать пулсан, вӑл ҫав саспаллисене ытти шрифтсенче шыраса пӑхать. Пур пулсан — саспаллине урӑх шрифтран илсе кӑтартать.

IE: Енчен те шрифтра вӑл ӳкермен саспалли курать пулсан — урӑх ҫӗртре шырамасть, тӑваткӗтеслӗх (е Win98 системӑра йыту палли) кӑтартать.

Пӗтӗмлетсе: MF системӑра пӗр шрифтра та пулин саспаллине ӳкернӗ пулсан вӑл ӑна кӑтартать. Енчен те ниӑҫта та ӳкермен пулсан, — паллах кӑтартмӗ.


 
Категорисем: Софт
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-02-13 21:52:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7803 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем