Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш хӗрне халалласа (В. Вастулов)

Ҫӳхе туталлӑ, пысӑк куҫлӑ,
Ҫурхи чечек сӑнӗ хитре,
Юханшыв пекех сасси уҫӑ,
Вылять йӑл-кулӑ сӑн-питре.
Юханшыв пекех сасси уҫӑ,
Вылять йӑл-кулӑ сӑн-питре.

Чӗкеҫ ҫуначӗ куҫ харшийӗ,
Ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ куҫӗсем,
Яштака хурӑн пӗвӗ-сийӗ,
Хитре ҫитленӗ ҫивӗчсем.
Яштака хурӑн пӗвӗ-сийӗ,
Хитре ҫитленӗ ҫивӗчсем

Умран иртсе каяс пулсассӑн —
Утми телей пӑхса тӑма.
Ӗҫленине вара курсассӑн —
Сӑмах ҫитмест-ҫке мухтама.
Ӗҫленине вара курсассӑн —
Сӑмах ҫитмест-ҫке мухтама.

Танлаштарсан никам иртеймӗ
Ют хӗрсенпе чӑваш хӗрне.
Ҫавӑнпа пултӑр вӑл телейлӗ,
Инкек ан куртӑр ӗмӗрне!
Ҫавӑнпа пултӑр вӑл телейлӗ,
Инкек ан куртӑр ӗмӗрне!

Юрри

MP3 форматпа (3.0 Mb)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вастулов В. юррисен сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-09-03 23:03:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2421 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем