Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш арӑмне (Ҫеҫпӗл Мишши)

Хура-шур анчах курмашкӑн
Кам ҫуралса ӳснӗ?
Ҫут тӗнчере йӑвӑр хурлӑх
Кам ытларах тӳснӗ?

Ҫут тӗнчере кам телейӗ
Ҫӗре ӳксе юлнӑ?
Авалтанпа кам кун-ҫулӗ
Тарҫӑри пек пулнӑ?

Камӑн вӑл? - Кун-ҫулӗ йӑвӑр,
Хурлӑхлӑ кун-ҫулӗ?
Чӑваш арӑмӗн пулмасӑр
Камӑн тата пулӗ?

Чӑваш арӑмне асапшӑн
Ашшӗ-амӑш ҫуратнӑ,
Ачаранпах хурлӑх чулӗ
Мӑйӗ ҫине ҫакнӑ.

Хурт-кӑпшанкӑ та ҫу кунӗ
Савӑнса вӗҫетчӗ,
Ҫутҫанталӑкшӑн, хӗвелшӗн
Вӑл та хӗпӗртетчӗ.

Сан чӗрӳ анчах хӗн витӗр
Савӑнӑҫ пӗлместчӗ,
Вучах умӗнче вӑрахӑн
Ӗмӗрӳ иртетчӗ.

Турчӑка-мӗлкерен урӑх
Нимӗн те курман эс
Ҫут тӗнче курма тухасшӑн
Тӑрӑшман айван ӑс.

«Хӗрарӑмӑн ҫӳҫӗ вӑрӑм,
Ӑсӗ кӗске, - тетчӗҫ, -
Уншӑн ҫут тӗнче курмашкӑн
Мӗне кирлӗ? - тетчӗҫ, -

Кил терӗш тирпе[й]лесессӗн
Тата ӗне-сурӑх
Пӑхса усрама пӗлсессӗн,
Мӗне кирлӗ урӑх?»

Ҫапла ерипенех санӑн
Вӑюсем пӗтетчӗҫ.
Масар ҫине, чун тухсассӑн,
Ка[я]йса чикетчӗҫ.

Сан ҫинче вара хурлӑхлӑ
Ҫил анчах вӗретчӗ,
Усӑсӑр иртнӗ кун-ҫулшӑн
Шӑхӑрса йӗретчӗ...

Иртнӗ ҫулсенче ҫаплаччӗ
Хӗрарӑм кун-ҫулӗ...
Малашне тек ан тӑкӑнтӑр
Мӗскӗн чун куҫҫулӗ.

Чӑваш ҫынни те халь ӗнтӗ
Хӑй пуҫне ҫӗклерӗ,
Тӑван ҫӗршывне юратрӗ:
«Эпӗ те ҫын», - терӗ.

Чӑваш арӑмӗ, саншӑн та
Хурлӑх хыҫа юлтӑр,
Пулас пурнӑҫу мӑшкӑлсӑр,
Савӑнӑҫлӑ пултӑр.

Хӗрарӑмсем, эсӗр те халь
Этем шутне кӗрӗр,
Вучах умӗнчех ан ирттӗр
Текех сирӗн ӗмӗр.

Ӗмӗр чура пулма ҫитӗ,
Чура пулма намӑс!..
Ирӗклӗ кун-ҫул тупмашкӑн
Тӑрӑр пурте харӑс!..

Ачӑрсене вӗрентме те
Эсӗр ан ӳркенӗр:
Чӑваш ҫӗрне юратмашкӑн
Вӗсене вӗрентӗр.

Ачӑрсем чӑваш чӗлхишӗн
Тӑма хатӗр пулччӑр,
Ют халӑхсем ӗлӗкхин пек
Чӑвашран ан кулччӑр.

Ҫитӗ! Шӑпӑр шӑтӑкӗнчен
Ҫут тӗнчене тухӑр!
Этем чунне выльӑх чунӗ
Вырӑнне ан хурӑр.

Ҫеҫпӗл Мишши
1920 ҫ. вӗҫӗ, Шупашкар


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-16 15:04:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3902 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем