Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хутар

Хутар

Хальхи Хутар ялӗ вырӑнӗнче ӗлӗк пурӑннӑ ирҫе ятлӑ халӑхсем. Хурӑн ҫулӗ урлӑ Вӑрманкас Апашра пулнӑ пӗр ҫыннӑн виҫӗ ывӑл, виҫҫӗшӗ те паттӑр пулнӑ теҫҫӗ. Аслӑ ывӑлӗ Хутар ятлӑ, вӑталӑххи Тӑван ятлӑ, кӗҫӗнни Ялтра ятлӑ пулнӑ теҫҫӗ. Вӑсем ҫул ҫӳренӗ чух (ҫаратса ҫӳренӗ чух) хальхи Хутар ялӗ вырӑнне питӗ юратнӑ теҫҫӗ. Виҫҫӗн пӗртӑванскерсем килтен ҫар пухса килсен, тапратнӑ тарма ирҫесем. Ҫар халӑхӗ парӑннӑ ирҫесене Сӑр шывӗ урлӑ хӑваласа каҫарса янӑ теҫҫӗ. Вара ирҫесен ҫӗрӗсене, пурлӑхӗсене, выльӑхӗсене тапратнӑ уйӑрма виҫҫӗн пӗртӑванскерсем, Асли Хутар вырӑнне йымшӑннӑ теҫҫӗ, вӑталӑххи- Тӑванкасси вырӑнне, кӗҫӗнни-Ялтра вырӑнне.

С.В.Пазиков ҫырса илнӗ.- ЧПГӐЙ ӐА, I, 569, 7002, 70 л.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Andrey_Algeshkin тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-24 09:04:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4058 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем