Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хветӗр Уярӑн деталь ӑсталӑхӗ

«Таната» роман тӑрӑх

Хв. Уяр пултарулӑхӗ ҫинчен нумай ҫырнӑ. Ку шутра В. Оскоцкин «О книге «Тенета», Н. Евдокимовӑн «Реальность и воплощенне», Г Федоровӑн «Повторение неповторимого», «Художественный мир Уяра», Г. Хлебников ӗҫӗсене палӑртмалла. Уйрӑмах писателӗн «Таната» романне пысӑка хурса хакларӗҫ: «умеет давать индивидуализированные лирико-психологические портреты героев. В этом заключено то новое, положительное, что вносил уяровский роман в развитие чувашского романа», — тесе ҫырать ӑна хакласа Г. Я. Хлебников. Г. Федоров шухӑшӗпе, характерсен романри пурнӑҫӗ илемлӗх мелӗсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ. «В одной, совсем незначительной детали речи скрещиваются судьбы разных людей, их жизненные позиции. Отражения этого создают цельную, обобщенную картину общественной и частной психологической жизни».

Чӑнах та, ку кӗнекене вуланӑ чухне писатель деталь ӑсти пулни уҫҫӑнах курӑнса каять. Тӗрлӗрен вӗсем произведенире: халӑх йӑли-йӗркине сӑнарлаканнисем, герой характерне калӑплама пулӑшаканнисем, сюжета аталантарма хута янисем. Хӑшӗсем тӗмиҫе хут тӗл пулаҫҫӗ, хӑйсен пӗлтерӗшне анлӑлатсах пыраҫҫӗ. Теприсем — тӗллӗн-тӗллӗн ҫеҫ, апла пулсан та вӗсем романшӑн пысак пӗлтерӗшлӗ.

Н. Евдокимов писатель хӑйӗн ӗҫӗнче прозаик детальсем тунӑ чухне кулленхи пурнӑҫри пулӑмсемпе туллин усӑ курма пултарнине, романра ҫынсем кӑна мар, унтн чӗрчунсем те хӑйне евӗрлӗ характерлӑ пулнине кӑтартать. Ку шухӑша ҫирӗплетме Мулкач Терушӗн ӗнипе кӗсрине илсе кӑтартнине пӑхар-ха: «Хӗллесенче, юр хӳсе кайсан, Мулкач Терушӗн хӗҫ пек ӗни аслӑк ҫинчи улӑма хӑех хӑпара-хӑпара ҫиет», «Пичке пек мӑн хырӑмлӑ ват кӗсри, шӑна-пӑвансене хӑваланӑ пек, вӗҫсӗрех хӳрине пӑркаласа, ҫавӑркаласа пырать». Ку — Терушпа паллаштарниех темелле: вӑл кирек мӗнле йывӑрлӑхра та аптраса ӳкмен этем, пурнӑҫ терчӗ ҫине кулӑпа пӑхать. Анчах кахалӗ те ҫителӗклӗ ун: выльӑхӗ валли апат та хатӗрлеймест...

Мулкач Терушӗ — кулӑшла сӑнар. Ҫавӑнпа герой тавралли япаласем, пайрӑмсем те кулӑшпа ҫыхӑннӑ.

Халь тепӗр сӑнара илер — Яриле старике. Унӑн шӑпи — трагедиллӗ. Ку сӑнарпа паллаштарнӑ чух Уяра герой ҫинчен кӑна каласа парасси ҫителӗксӗр пек туйӑнать. Ҫавӑнпа вӑл ӑна романри тепӗр геройпа контрастлӑн ӳкерет. Ҫакна Ярилепе Илле хушшинчи ҫыхӑнӑва сӑнасан аван курма пулать. Яриле — хӗн-хур, асап курнӑ ҫын, унӑн «пит-куҫӗ пӗркеленсе ларнӑ, аллисем чӗтрекен пулнӑ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ. Ахаль те лутраскер, курпун тухнипе вӑл тата та лутрарах пек курӑна пуҫланӑ».

Акӑ Илле портречӗ: «Пичӗ пӗчӗккӗ ун, ҫӳҫӗ-сухалӗ тӑрмаланчӑк, куҫӗсем пашатан пек ҫивӗч. Вӑл лутра та парка. Ялти пир кӗпе-йӗмпе, ҫара уран. Питне те ҫуман». Илле пархатарсӑр, йӗксӗк этем, ҫавӑнпа портрет паллисене Уяр тӳрех куҫа ӳкмелле тунӑ, тӳрех каласа панӑ. Васкаварлӑ уттинчен, сӑн-сӑпатран, ҫи-пуҫӗнчен пӑхсан, Яка Иллене ӑшӗ вӗҫнӗ ҫын, телейсӗр чун, пурнӑҫра хӑйӗн ӑраскалне тупайман мӗскӗн темелле, анчах ҫӑмламас куҫ харши айӗпе ҫивӗччӗн те савӑнӑҫлӑн пӑхакан куҫӗсем йӑлтах урӑххи ҫинчен калаҫҫӗ: Яка Илле «лару-тӑру мӗнлине кура пӗр вӑхӑтрах тапӑнма та, каялла тарса кӗме те» хатӗр ҫын. Иллен тирпейсӗрлӗхӗ вӑл чее ҫын пулнине, никама та юратманнине кӑтартать. Илле ҫынсене анчах мар, хӑйне те хисеплемест.

Майӗпен ҫак контраст тарӑнлансах пырать, писатель геройсен тӗрлӗ енӗсене малалла сӑнлать: «Тумланасса Яка Илле хӑй пуҫтарса сутакан ҫӗтӗк-ҫурӑксем пекех, яланах кив кӗрӗксемпе ҫӳрет. Хӗлле те ун ҫийӗнче ҫуталса кайнӑ кӗске кӗрӗк, ҫӗр те пӗр саплӑклӑ улача йӗм, сӑранланса ларнӑ кӗпе. Кӗрӗкӗн хулпуҫҫийӗсем ҫинче, калча тӗмӗ пек, ҫӑм пайӑркисем тухса тӑраҫҫӗ. Ҫӑпатисем яланах чалӑш-чӗлӗш». Ярилен ҫийӗнче вара «вӑрам шурӑ кӗпе, ҫуҫне шывпа йӗпетсе туранӑ. Пилӗкӗнче килти ҫиппинчен (кунчак вӗҫӗнчен) явса тунӑ ҫинҫе пиҫиххи». Кун пек туни геройсен портретне анчах мар, характерӗсене те хирӗҫлетме пулӑшса пырать. Ярилен, тӗслӗхрен, ҫи-пуҫӗ кӑна мар, кил-ҫурчӗ те тирпейлӗ: вӑл «сӗтелне... кусарпа хыра-хыра тасатнӑ». Иллен сӗтелне вара «шыв та, кусар та перӗнмен». Яриле перекетлӗ хресчен. Ывӑлӗ килнӗ ятпа унӑн «кӑсӑя пӗҫҫи пек шӑрттан татӑкӗ», нӳхрепре «симӗсленсе кайнӑ чӗреспе сив ҫу» та тупӑнать. Вӗсем «арӑмӗ чухнехиех». Хӑйне пӗрмаях хытӑрласа пурӑнать Яриле: «унӑн хуранӗ ӑшӗнче, апата ялан пӗр виҫепе пӗҫернӗ пирки, пӗр аллаппи ҫӳллӗшӗнчен шыв лӗккипе кӑшӑл пек пулса ларнӑ». Апатне вӑл, тӑвар хаклӑ пирки яланах ҫурма тӑварлӑ ҫисе пурӑнать. Ахӑртнех, ку унӑн ятлӑ ҫынсем пек пурӑнса курас ӗмӗчӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫапла кӑштах та пулин перекетлесе пырса пурнӑҫне лайӑхлатасшӑн пулнӑ старик. Хӑй вӑл пуянран расна ҫын вара: чунӗ таса унӑн, ҫынран кулас шухӑш нихҫан та пулман... Ялан ҫынсемпе пӗрлешсе пурӑнасси ҫинчен ӗмӗтленет. Ухтиван килсен, хӑнасем умне ывӑлӗн кучченеҫне, ҫӑкӑр сӑмсипе типӗтнӗ пӗртен-пӗр пуллипе касса хурать.

Иллере куна пачах хирӗҫле енсем. Хай кӑшт ураланнине туйсанах, ҫакна ял ҫыннисем умӗнче паллӑ тума шут тӑвать: «Пӗр темӗнле уяв кунӗ ҫалла Яка Илле Ухтиван ашшӗне хӑй патне чӗнсе кӗртет... пӗр хуран ҫӑмарта ҫакса ярать... Пӗчченех сӗтел хушшине кӗрсе ларать те, ҫич-сакӑр ҫӑмарта ҫисе, эрехне ӗҫсе пӗтерсен, Яриле еннелле ҫаврӑнать:

— Куратӑн-и, качака сухал, эпир мӗнле пурнатпӑр?.... Ну халь ӗнтӗ тухса кайма пултаратӑн, — тесе хӑваласа ярать.

Хӑш чухне ӑнлансах та пӗтме ҫук пек Ярилене. Ҫакӑн пек мӑшкӑлласа кулнӑ хыҫҫӑн та пуянсен ретне тӑрас шухӑш сӗвӗрӗлмест-ҫке унӑн! Пӗрре вӗсем патӗнчен самаях ӳсӗр таврӑннӗскер: «Эп паян ятлӑ ҫынсемпе ӗҫнӗ», тесе мухтанать ывӑлӗ умӗнче. Унӑн шухӑшӗ ҫапла аталаннӑ пулӗ ӗнтӗ: ырӑ ҫынсем — пуянсем, пурнӑҫа ӑнтараканнисем, вӗсем хисепе тивӗҫлӗ. Чухӑннисем хисепрен тухасси вара курӑнсах тӑрать... Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн пурнӑҫне мӗнле те пулин йӗркелесе ярасшӑн тӑрӑшнӑ. Анчах Илле пек йӗксӗкленме ҫак курпун старик пӗрре те пӗлмест. Пуяс кӑмӑлӗ ӑшне пӑтратсан та халӑх йӑли-йӗркине пӑрахмасть, авалхи ӗненӳсене хисеплесех пурӑнать. Ҫакна та Уяр тӗрлӗ детальсемпе аван кӑтартма пӗлет. Шыв ӑсма ансан, нихҫан та вутӑшне курнӑҫтарма манман, Ухтиванӑн чухӑн ашшӗ кӑсӑя пӗҫҫи пек ҫеҫ те пулин «шыва ҫӑкӑр татки пӑрахнӑ, ҫулталӑкне пӗрре, кӗр мӑнтӑрӗпе, вутӑша ҫуллӑ нимӗрпе чӳкленӗ». Шывпа ҫӑмарта яма «Ярилен чӑххи пулман».

Пурнӑҫа сыпӑнтарса пыма Яриле пуҫ ҫӗклеми ӗҫленӗ: чӑпта ҫапнӑ, хӑмлапа аппаланнӑ, ҫӗрӗн-кунӗн ана ҫинче чакаланнӑ, хурт-хӑмӑр ӗрчетсе пуйма ӗмӗтленнӗ. Анчах пурнӑҫ сыппи пӗр ҫӗртен сыпӑннӑ та тепӗр ҫӗртен татӑлсах тӑнӑ. Пурнӑҫӗ ӑнманни пиркиех вӑл хӑйне ҫын вырӑнне хума пӑрахнӑ. «Яриле чӗринче икӗ ҫын пурӑннӑ», — тет писатель. Пӗри ҫав тери мӗскӗн те чирлӗскер пулнӑ. Ҫынсемпе калаҫнӑ чух тытӑнчӑклӑ та вӑтанса пуплешнӗ, «канӑҫсӑррӑн пӑхнӑ». Тепӗр Ярале вара пачах урӑхла пулнӑ. Вӑл ҫӗрле пурӑнма юратнӑ: вӗҫсӗр ырӑ тӗлӗк курса ҫӳренӗ пек. Ялан пуяс ӗмӗтпе ҫӳренӗ тата хӑй. Ӑна ҫак ӗмӗтрен никам та пӑрайман... Ку вӑл Ярилен философийӗпе питӗ тачӑ ҫыхӑннӑ — ҫӗрле вӑл хӑйне хисеплӗ, ятлӑ ҫынсем хушшинче курма ӗмӗтленнӗ, кӑнтӑрла ҫынсем унран хӑйӗнчен кулнӑ. ...Акӑ ӗнтӗ. Ярилен ӗмӗрхи ӗмӗчӗ пурнӑҫланма та пултарать темелле. Унпа Яка Илле «хурӑнташланасшӑн». Хӑйӗн хӗрӗ патне Ухтивана киле кӗртесшӗн. Ывӑлне ӳкӗте кӗртесси ҫеҫ юлнӑ ӗнтӗ унӑн! «Яриле шухӑша каять. Тем пекехчӗ ӗнтӗ вӑл — ывӑлне ҫынна кӑларни. Хырӑмӗ тутӑ та ҫийӗ питӗ пулӗччӗ, ашшӗ пек ӗмӗрне пӗр татӑк ҫӑкӑршӑн сая ямӗччӗ. Тата Яриле хӑй те пуян хӳттине кӗрсе ӳкет, юлашки кунсене те пулин ҫын пек пурӑнса ирттерет». Ҫапах та Яриле кӳршине хирӗҫлеме вӑй тупатех: ара... Яка Илле хӑйӗн хӗрне ыра тӑвас тесе мар, ун ывӑлне пӑхӑнтарас тесе килнӗ-ҫке! Вӑл пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут пат татса ҫапла каласа хурать: «Ҫук, килӗшес ҫук Ухтиван. Унӑн кӑмӑлӗ ҫавнашкал. Калаҫни те ахаль пулать.

— Ку санӑн татӑклӑ сӑмах-и, Яриле пичче?

Яриле чӗнмесӗр тӑрать-тӑрать те хуллен: «Татӑклӑ», — тесе хурать. «Татӑклӑ», — тет татах».

Яриле старикӗн кӑмӑл ҫирӗплӗхӗ пур иккен.

Яриле ывалӗ Ухтиван урӑхларах ҫулпа утасшӑн: «Пӗр те пӗр шутласан, каясчӗ те — стражникӗ-становойне ҫапса пӑрахасчӗ, кантурне ҫунтарса ярасчӗ». «Хӑйсем пӑрӑнччӑр... Эпӗ хӑраса ӳкем, тепри хӑратӑр... Вара вӗсем пуҫ тӑрнех хӑпарсе лараҫҫӗ», «аяккалла каяс пулать, юлташсене шыраса тупас пулать», «мӗнле татмалла алӑсене ҫыхса тӑракан сӑнчӑрсене?..» Ашшӗ тӗ татайман ҫав сӑнчӑра: «кӑкарса лартнӑ выльӑх пек, тухатнӑ ҫаврака ӑшӗнче тапӑртатнӑ-тапӑртатнӑ та ҫӗре кӗнӗ». Ашшӗ пурӑннӑ чух унпа пӗр чӗлхе тупайманшӑн Ухтиван хӑйне ӳпкелет. Ун куҫӗ умне ашшӗн «хытанка кӗлетки, хӑюсӑр сӑнӗ» тухса тӑрать. Мӗн калаҫнӑ-ши вӑл вилес умӗн? Аса илнӗ-ши хӑйӗн ывӑлне? Кӑмӑл ҫирӗплӗхне упраса хӑварнӑ-ши вӑл? Ывӑлӗн шанӑҫне тӳррӗ кӑларайман ҫав ашшӗ. Пурнӑҫӑн тискерлӗхӗ хӑйӗннех тӑвать ав: ывӑлне амантнӑ хыҫҫӑн кантура кайма тухнӑ Ярилене Шахрун тӑрӑшнипе «вӑрӑпа тытаҫҫӗ».

«— Кала, кампа кайнӑ вӑрлама? — ыйтать унран старике тӗп тума шут тунӑ Илле.

— Вӑрлама кайман эпӗ, — терӗ те Яка Иллен вараланчӑк аллине чуптума хӑтланчӗ». Ярилене хӗрхенес туйӑм та чакать вулаканӑн ҫакна кура. Вилес умӗн те пулин хӑйне ҫын вырӑнне хума хӑват ҫитереймест аманнӑ чунлӑ этем. «Пыл ту... танса к-курасчӗ...» — тет те мӗскӗн, вилсе каять. Яриле старикӗн пыл ҫисе курас (урӑхла каласан, — пуяс ӗмӗчӗ) пурнӑҫланас ҫуккине писатель маларах систернӗччӗ. 4 вӗллерен (!) тӑракан утара ахальтен ватса-ҫӗмӗрсе пӗтермен. Пӗр саланса кайнӑ пыл хурчӗсене пуҫтарма ҫук. Ку — Ярилен ӗмӗчӗ нихҫан та пурнӑҫланма пултарайманнине пӗлтернӗ. Ҫавах та, вилес умӗн те пыл ҫинчен шухӑшланӑ пулсан, вӑл пурӑнма ӗмӗтленнӗ, хӑй ӗмӗчӗ пурнӑҫланасса та шаннӑ-тӑр ӗнтӗ. Эх, мӑнтарӑн этемӗ! Ывӑлӗ вара унӑн нихӑҫан та ашшӗ пек йӑваш пулмӑп тесе тупа тӑвать. Ашшӗне тӗп тунӑ ҫынсене тавӑрас кӑмӑл ҫуралать ун чӗринче.

Мӗнле детальсем, мӗнле сӑрсем ҫывӑхлатаҫҫӗ-ха ывӑлӗпе ашшӗне? Ярилен чун тӑрӑмне, кӑмӑл туртӑмне кӑтартаканнисем (Илле аллине чуптума пикенни, вилес умӗн пыл ҫиесшӗн пулни), ялти ҫынсем тӗрлӗ сийсем ҫине пайланнине палӑртаканнисем (Илле алли вараланчӑк пулни ытахальтен мар, чунӗ те таса мар ҫак этемӗн, таса чунлӑ Яриле вараланчӑк алла чуптума тӑрӑшни — ҫавӑ килӗшмест те вулакана), этемӗн кун-ҫулӗ, шӑпи ҫинчен калаканнисем (Яриле утарне аркатни — пуянсене юрас тесен, вӗсемпе тавлашӑва кӗрсе пуйма май ҫук; утарӗнчен ытла Ярилен — утар ячӗ (4 вӗлле!), пуянсен чун тасамарлӑхӗ тӗрлӗ енлӗ пулнине пӗлтерекеннисем (Иллепе Шахрун вӑрӑ ҫеҫ мар, хураха та ҫӳреҫҫӗ, ҫапах та ҫынна тасаран вӑрӑпа тытма именмеҫҫӗ)...

Ухтивана эпир чи малтан пасар айккинче тӗл пулатпӑр. Ку ӑнсӑртран мар. Писатель икӗ героя (Иллепе Ухтивана) контрастлӑн кӑтартать. Ухтиваншӑн пасар — ют. Иллене вара пасар халлӗхе хӑй йышӑнасшӑн мар: ҫӗрле, Илле ҫывӑрса кайсан, урапине унӑнне такам урӑх вырӑна куҫарса лартнӑ... Илле Шупашкар пасарне сутӑ тума килнӗ. Урапа ҫине тырӑ шӑналӑкӗ карса «лавка» тунӑ вӑл. «Урапа шал енчен ун хуҫи пуҫне кӑларса пӑсара пек пӑхса ларать». Пӑсара — ӑна пӗтермесен — килти пур кайӑк-кӗшӗке пӑвса пӑрахма пултарать. Илле те, унпа кӗрешмесен, хӑйӗнчен вӑйсӑртараххисене ҫаплах тума пултарать. Ухтнван виҫӗ ҫул «вырӑссем патӗнче» ӗҫлесе те пӗр пус укҫасӑр килни савӑнтарать Иллене. Вӑл ӑна хӑй тарҫи пулма сӗнет. Укҫа ҫук ҫынсен укҫаллисене пӑхӑнса пурӑнмалла — ку Иллен пурнӑҫ философийӗ. Анчах Ухтиван тарҫа кӗмӗ ҫав — ирӗкре виҫӗ ҫул хушши ахальтен ҫӳремен вӑл. Унӑн ӗмӗчӗсем урӑхла: «Малашне хамӑршӑн ӗҫлесе курас», «чӑн пурнӑҫа та ӗмӗтри пек илемлӗ тӑвас». Ахальтен мар писатель Ухтиван яла таврӑннине кӑтартнӑ чух пейзаж деталӗсемпе йышлӑ усӑ курать, ҫутҫанталӑк илемне ӳкерсе парать. Унпа контрастлӑ Иллешӗн вара урӑх мелсем тупнӑ: тӗшмӗше кӑтартакан детальсем, ун тискерлӗхне палӑртакан хатӗрсем, пурнӑҫра тӳрӗ кӑмӑллисене хирӗҫ ҫынсем, чее те сӑхӑ ҫынсем пур. Э-эх, вӑхӑчӗ те ҫав! Ухтиван мӑнкӑмӑллӑхӗ, хӑйне пӑхӑнмании Иллене тарӑхтарать. Ярилле йӑхне тӗп тума шутлать вӑл. Каччӑ хӑй хӗрӗ патне киле кӗме килӗшмен хыҫҫӑн, чӑвашсен пӗр тӗшмӗш йӑлипе, вӗсен алӑкне виҫӗ хутчен тапса хӑварать: «Ку ҫурт йышӗ нихҫан та ан хутшӑнтӑр. Ухтиванӗн те ӗмӗр-ӗмӗрех хӑраххӑн пурӑнмалла пултӑр». Иллен ҫынсӑрлӑхне, йӗксӗклӗхне кӑтартас тесе тунӑ ҫак детале писатель малалла аталантарать, тарӑнлатса анлӑлатать: Илле тӳрех Някуҫ старик патнӗ тухса утать. Ухтивана ҫӗр каччи тӑвас тесе сӑмах пуҫарать, юмӑҫа укҫа парать. Халӑх йӑлисене путсӗрлетесси те тем мар Иллешӗн. Ун пек пулмасса пӗлнӗ ҫинчех вӑл «Кӗрӳ каччи пулнӑ ҫын мӑшӑрӗпе пӗрле пулмалла» тесе сӑмах сарать. Ку Ухтивана, паллах, анратсах ӳкерет. Ӑна «хура пӗлӗт пек килсе хуплать». Сереперен ҫӑлӑнса тухасси вӗҫӗ-хӗрри те курӑнмасть уншӑн. Ҫавах та хӑйӗн юлташӗ Мултиер пулӑшнипе вӑл хӑйне алла илет. Кушил мучи пулӑшнипе «аяккалла, юлташсене шырама» тухса каять, Илле куҫӗнчен ӳкмест.

Ухтнван — аталанса пыракан характер. Ҫав аталанӑва кӑтартма писатель Ухтивана Иллепе кӑна мар, ыттисемпе те хутшӑнӑва кӗртет. Акӑ Ухтиванпа Ивук хушшинчи ҫыхӑнусенех илер. Чи малтанах писатель Ухтиван портречӗпе унӑн характерне сӑнлать. Ытти ҫамрӑксенчеи нимпех те уйрӑлса тӑмасть пек каччӑ. «Ҫамки ҫинче, урлӑ каҫах тенӗ пек, икӗ ҫинҫе йӗр» палӑрни кӑна ку тарӑн шухӑшлама пултаракан йӗкӗт иккенне палӑртать. Ивукӑн портретӗнче вара детальсем питӗ йышлӑ. «Куҫӗсем ачан: пӗр-пӗрин ҫывӑхӗнче чӗл-чӗл лараҫҫӗ». «Ашшӗ пек суйкӑн куҫлӑскер» иккен вӑл. «Пуҫӗ те Ивукӑн нумаях ӳсеймен. Ҫӳҫӗ йӑмӑх хура, ӳчӗ шурӑ, кӗлетки патвар». Пӗчӗк пуҫлӑ ҫынсене халӑхра ҫӗлен пуҫлӑ теҫҫӗ. Вӗсемшӗн ҫынран тискеррӗн мӑшкӑлласси ним те мар. Ивукӑн сӑнӗнче те ку аван курӑнать. Ахальтен мар Уяр ун чунсӑрлӑхне романра туллин кӑтартнӑ: ҫӗҫӗпе чикнӗ хыҫҫӑн вӑй илеймен Ухтивана юнланса пӗтиччен, киленсе хӗнет ҫак ҫӗлен пуҫлӑ ҫын; хӑй чыссӑрланӑ хӗре ним мар пуҫӗнчен тапать; 17 ҫулхи хӗре мӑшкӑлассипе хӑратса ун ашшӗнчен укҫа илсе пурӑнать т. ыт. те. Ку ӗнтӗ — чӑн-чӑн хурахла этем.

Ухтиванӑн характерне тума писатель пейзаж деталӗсемпе усӑ курать терӗмӗр. Ҫутҫанталӑкпа, таврари илемлӗхпе киленме пӗлекен ҫын чунӗпе ҫепӗҫ. Писатель Ухтиван шухӑшӗсене тӳррӗн каласа каймасть. Акӑ килелле утакан Ухтиван умне ҫакӑн пек ӳкерчӗксем тухса тӑраҫҫӗ: «тусанлӑ ырхан уйсем, ҫӗрӗк улӑм витнӗ ялсем, хӗрлӗ тӑмлӑ ҫырансем; тӑйлӑк-тайлӑк пӳрт алӑкӗсенчен тӗтӗм палкаса тухать, ҫул чиперех яла пырса кӗрет». Е тата: «Ытла та чухӑн иккен ман кӗтесӗм. Ытла та пусӑрӑнчӑк ҫыннисем. Хӑҫан лайӑхланӗ-ши вӑл пирӗн пурнӑҫ?» — чунне ыраттарса шухӑшлать Ухтиван. Шанчӑк та ҫуралать унӑн чӗринче, мӗншӗн тесен «пӗтӗм симӗс тӗнче Ухтивана халь шупка ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатса кӗтсе илет. Тырӑ хушшипе утакан курак хӑйне палласа пуҫне сулнӑн тунӑнать. Ухтивана хирӗҫ килекен хӗр те вӑл таврӑннипе савӑнса кулать иккен». Палланӑ ҫӗрсене курнипе унӑн чунӗ ҫӗкленет: «Мӑнтарӑн ҫуралнӑ ҫӗр-шывӗ, мӗн пур-ши тӗнчере санран хакли!.. Куҫа хупсан та эсӗ, хӗвел пек, куҫ умӗнчех, куҫа уҫсан та эсӗ — пирӗн умра».

Ҫапла шухӑшласа тӑван ялне таврӑнать Ухтиван. «Ивук ҫине тарсах калаҫтарма тӑрӑшни, вӑл енчен енне чупа-чупа калаҫни, шухӑшласа пыма чӑрмантарать» ӑна. Роман тӑршшӗпех ҫапла. Ивук пырса тухни Ухтиван чун-чӗрипе ҫутҫанталӑк хушшинчи килӗшӗве, каччӑн чун лӑпкӑлӑхне, киленӗвне пӗтерсе хурать (сӑмахран, Савтепипе пӗрле чухне яланах Ивук ҫитсе тӑрать). Ҫутҫанталӑкшӑн вӑл ют, ҫутҫанталӑк илемӗпе киленме пӗлмест Ивук. Ахальтен мар ӑна кӑтартакан пейзаж-детальсем те — тӗттӗм урамсемпе ҫырма-ҫатрасем, ҫӗрлехи вӑрман т. ыт. те.

Ухтиваншӑн вара пӗр хускану та ахаль иртмест. Ӑна тӗрлӗ «чунлӑ» детальсемпе пур енчен те сӑнарласа писатель характер тӑвать. Характера сӑнланӑ чух писатель тӗрлӗ ҫынсем хушшинчи «чунлӑ» ҫыхӑнусене сӑнать. Ухтивана, акӑ, кӳршипе, Мултиерпе, хутшӑнӑва кӗртнӗ. Лешӗ кӳршинчен 15 ҫул аслӑ. Анчах ку вӗсене туслӑ пулма нимӗн чухлӗ те чӑрмантармасть: иккӗшӗ те вӗсем илеме ӑнлакан талантлӑ ҫынсем. Ухтиван — купӑсҫӑ, Мултиер — ӑста каткаҫӑ. Вӑл йывӑҫсенчен касса тӗмӗнле япала тума та пултарни ҫинчен хӑйсен ялӗсем кӑна мар, таврари ялсенче те пӗлеҫҫӗ; ӗҫе тӗплӗ тӑвать — «пӗр ҫӳпҫене икшер ҫул чакалать». Ҫӳпҫепе кӑна мар, шӑнкарчӑ вӗллипе те ҫапла аппаланать вӑл: «Тата мӗнле илемлӗ вӗсем — ҫак шӑнкӑрчӑ вӗллисем! Пӗрин ҫинче — сурпан-масмак тӗррисем, тӑваткӑл тӗрӗсем. Теприн ҫинче улӑх курӑкӗ, вӗлле, йывӑҫ кӗлетки...» ...Вӗрене ҫӳпҫе йӗри-тавра касса ӳкернӗ тӗрре вара Ухтиван нихӑҫан та, ниҫта та курман. Ӑна Мултиер хӑй хайласа тунӑ. Вӗсем вырӑссенни пек те, тутарсенни пек те мар, «чӑвашла», — асархаттарать Уяр.

Мултиер чӑваш йали-йӗркине тытса пыракан ҫын пулсан, Ухтиван «вырӑс хушшинче» пурӑнса килнӗ. «Пуринчен ытла вырӑссем хушшинче пурӑнни куҫа уҫрӗ манне. Мӗнле хӑюллӑ вӗсем, Мултиер пичче! — тет вӑл. — Пӗрне кӳрентерсен, пӗтӗм ял ҫӗкленет. Эпир питӗ пусӑрӑнчӑк...» Ухтиван ҫак асаплӑ пурнаҫ мӗнрен килнине Мултиертен лайӑхрах ӑнланать темелле. Мултиер ачисем выҫҫишӗн ашшӗ мар, Яка Иллепе Чӑлах Эрнюк пек пуянсем айӑплӑ пулнине ӑнлантарса парать.

«Тӳре-шарасем — ҫумкурӑкӗсем. Кашни ҫын Ивашкӑ мучи пек хӑюллӑ пулсан, вӗсене тахҫанах ҫумласа пӑрахмалла». «Ҫитӗ-ши вӑл вӑхӑт, Ухтиван?» «Ҫитет, каларӗ тесе калӑн! Хӑҫан та пулин эпир те ҫын шутне кӗретпӗр», — ҫирӗппӗн калать Ухтиван.

Ҫак калаҫусенчен Ухтиванпа Мултиер пӗр-пӗрне чунтан хисеплени, пӗр-пӗрне ӑнланни курӑнать. Ку ӗнтӗ ҫак икӗ арҫынна мӗнле сӑнарланипе питӗ тачӑ ҫыхӑнӑть, пурнӑҫӑн татах малашлӑхӗ пуррине кӑтартать.

Халӗ тата тепӗр йышши хутшӑнӑва сӑнар. Ухтиванпа Савтепи хушшинчи» юрату кӗтмен ҫӗртен, ӑнсӑртран килсе тухать. Кантуртисем ан каҫайччӑр тесе Савтепи ҫӗмӗрнӗ кӗпер ҫинчен ҫырмана ӳкет Ухтиван. Унӑн ытамне хӗр кӗлетки пырса лекет. Вӑйпитти каччӑпа ҫула ҫитнӗ хӗр иккӗшӗ те «ӑсӗсене хытӑ тытма» пултараймаҫҫӗ. Ӗҫ кун пек килсе тухнӑшӑн Ухтиван хӑйне айӑплама та хатӗр. «Мӗнле пулчӗ ку?» — ыйтать вӑл хӗртен, ҫӗмрӗк кӗпертен чылай аякка кайсан. Хӗрӗ «пӗлместӗп» тенине хирӗҫ: «Тен, эсӗ ӳкӗнетӗн пулӗ, Савтепи? Тен, эсӗ йӑнӑшрӑн пулӗ?» — иккӗленет вӑл. Анчах хӗртен кулас, мӑшкӑлас шухӑш ҫук ун. Ӗмӗчӗсем те ҫунатлӑ: «Сана тумлантарма эпӗ нумай-нумай укҫа тӑвӑп, ураран ӳкиччен ӗҫлӗп... Эпир санпа ҫӗнӗ ҫурт туса лартӑпӑр, карта-хура ҫаврӑпӑр». Хӗрпе чухне Ухтиван хӑйне юмахри пек туять. Ун чун тӑрӑмне кӑтартма писатель пейзаж детальсемпе усӑ курать. Тем пек хитре йӗри-тавралӑх, чунра канлӗ, лӑпкӑ. Сисмесӗрех аллине купӑс илет вӑл. Янарать, янӑрать вара кӗвӗ-ҫемӗ. «Деталь, — тет Е. Добин, — становится стержнем психологической характеристики и даже событий». Купӑс — ҫавӑн пек детальсенчен пӗри. Вӑл Ухтиван талантлӑ ҫын пулнине, каччӑ кӗвве-ҫемме ӑнланнине кӑтартма кирлӗ деталь. Ухтиван Савтепипе чухне кӑна мар, чунӗ ыратнӑ, асапланнӑ чухне те купӑс калать. Каччӑ чунӗнче савӑнӑҫ пулсан, купӑс та савӑнать, чунӗ ыратнӑ чухне вара — вӑл макӑрать. Роман тӑршшӗпех илтетпӗр купӑс сассине.

Купӑс ҫинчен калани ытти геройсене те хӑй тавра пуҫтарать. Ухтиван купӑс калани ҫине тӗрлӗ ҫын тӗрлӗ пӑхать. ...Иллешӗн вӑл — «ахаль парсан та кирлӗ мар». «Пулаҫҫӗ иккен хальхи ҫамрӑксем, — тет вӑл. — Ытла мухта пуҫларӗҫ ҫав, пӑсса ячӗҫ айвана. Купӑсне пӗрре сӗрме ӗлкӗреймест, пурте ҫӑварне карса пӑрахаҫҫӗ. Тупнӑ тӗлӗнмелли! Маншӑн пулсан, вӑл купӑс калани ҫур пуса та тӑмасть». Ашшӗ те ырламасть Ухтиван купӑс каланине: «купӑс тытса ларсан, Яриле ҫав тери хӗрхенсе пӑхать ывӑлӗ ҫине, темӗнле шутсӑр кирлӗ япалана, пурнӑҫ тупсӑмне, пурнӑҫ «ҫиппине» ӑнланман ҫын ҫине пӑхнӑ пек, шеллесе пӑхать». Савтепи Ухтиван купӑс каланӑ чух хӑй ӑҫтине те манса каять. «Те пӗлӗт ҫинче эпӗ, те юмахра, темскер калать, калать купӑс, чӗнет таҫта. Эп ӑнланмастӑп. Чӗре ҫеҫ ҫунать...», — тет вӑл. «— Ҫавӑнпа чӑвашсем купӑс калать теҫҫӗ, ӑна кашни хӑй пӗлнӗ пек ӑнлӑнать, — хуравлать Ухтиван. — Чӗрӳ ҫеҫ уҫӑ пултӑр».

Анчах чӗри Ухтиваншӑн мар, «ятлӑрах» каччӑшӑн уҫӑ ҫав Савтепин. Савтепипе Ухтиван хушшинчи ҫыхӑнусен малашлӑхӗ пулас ҫуккине писатель малтанах систерет: ҫӗмрӗк кӗпер патӗнчи, пӗрремӗш тӗлпулурах Ухтиван ҫине йӑванса кӑйнӑ Савтепи купӑса шартах хуҫса пӑрахать. Вӑхӑчӗпе Ухтиван чӗрипе амантса хӑварасси те уҫҫӑнах сисӗнет вара Савтепире. Ан тив, Мултиер юсаса панӑ пултӑр-ха купӑсне. Анчах пӗр хуҫӑлнӑ ҫӗрте ҫавах йӗр юлать. Савтепи Ивукпа ҫыхланса кайни те — Ухтиванӑн чӗринчи тӳрленейми йӗрех. Романри тепӗр талантлӑ ҫын — Ултӳҫ эмелҫӗ вара Ухтиван чунне ытларах ӑнланать. Вӑл каччӑшӑн купӑс мӗн тери хаклине пит лайах чухлать. Аманнӑ хыҫҫӑн Ултӳҫ ӑна тӗрлӗрен курӑкпа сиплесе сыватать. Ухтиван пӗрремӗш хут урама тӑрса тухсан, ун купасне курӑнмалла ҫӗре илсе хурать... Ухтиван аллинчи купӑс ҫемми каччӑн чун ыратӑвне ҫеҫ мар, хурлӑх куракан пӗтӗм халӑх чун ыратӑвне палӑртнӑн туйӑнать.

Купӑс — символ-деталь пулса тӑрать.

Ухтиван — ирӗке юратакан ҫамрӑк. Вӑл чӗрене пусса тӑракан чула илсе пӑрахма, алӑсене ҫыхса тӑракан сӑнчӑрсене татма ӗмӗтленет. Таврари пӑлхавҫӑсем патне каясшӑн. «Ӑҫта-ши вут куҫӗ?» — ыйтать вӑл. Вут куҫӗ ӑна инҫете, ирӗке чӗнет. Ахальтен мар вут патӗнче вӑл Кушил шӑллӗпе, пӑлхавҫӑпа тӗл пулать. Унӑн кӗрешес кӑмӑлӗ татах ҫирӗпленет. Аякра — те вут куҫӗсенчен, те ҫунакан ялсенчен — хӗрлӗ ҫутӑ пӗлӗте ҫапать.

Юлашкинчен пӗтӗмлетсе ҫакна каламалла. Писателӗн персонажсене сӑнламалли деталӗсем пурте ансат. Кулленхи пурнӑҫпа, хресчен хура ӗҫӗпе, йӑла-йӗркепе тачӑ ҫыхӑннӑ детальсемпе усӑ курать писатель. Вӗсемпе Уяр чӑн пурнӑҫа тӗпчет, ӑна хӑйне евӗр сӑнлать.

Галина Алимасова
«Ялав», 1994, 9№


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-10-10 22:45:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10052 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем