Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ

Писатель ӗҫне хакланӑ чухне эпир унӑн произведенийӗсене кӑна шута хуратпӑр. Манӑн Александр Спиридонович Артемьевӑн калама ҫук пысӑк тепӗр ӗҫне те мантарас килмест. Совет саманинче "наставник" сӑмах питӗ хисепреччӗ. Хунтӑлакан писатель, ҫамрӑк автор хутне кӗрекен темелле-ши? Миҫе ҫынна пулӑшман-ши вӑл? Миҫе ҫынна литература ӗҫӗ ҫине алӑ суласран ҫӑлса хӑварман-ши? Пурӑннӑ пулсан халӗ те пулӑшатчӗ, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 85 ҫул тултармаллаччӗ.
Ӗҫе кайнӑ чухне ҫула май Чӑваш кӗнеке издательствине кӗрсе тухмалли тупӑннӑччӗ. Курас тенине курнӑ, калаҫас тенине калаҫнӑ хыҫҫӑн васкаса урама тухрӑм. Мана хирӗҫ сулӑмпа кӑна утса пыракан Александр Спиридоновича чутах пырса ҫапӑнаттӑм. Вӑл мана хулран ҫавӑтрӗ те тротуар хӗррине илсе тухрӗ. Малтанах шухӑшласа хунӑ пекех васкаса калаҫма пуҫларӗ. Манӑн ал ҫырӑвне издательство ӑна, Александр Спиридоновича, вӑрттӑн рецензилеме панӑ иккен. "Закрытое рецензирование" тенине ҫапла куҫарчӗ вӑл. Ун пек чухне виҫӗ рецензент пулмалла, пӗр-пӗрне пӗлмелле мар. Пурин те хӑйӗн ятне-шывне кӑтартма юрамасть. "Рецензент" тесе кӑна алӑ пусмалла. "Ку рецензент кам?" тесе ыйтакан пулсан та издательство ҫыннисен калама юраман. Урӑхла каласан, ал ҫырӑвне "касма" шухӑшласа кӑларнӑ меслет. Эпӗ, издательствӑра ӗҫлесе курнӑ ҫын пулсан та, кун ҫинчен пуҫласа илтрӗм. Ытла та шӑлсӑр-ҫке ку тесе каласран Александр Спиридонович манӑн ал ҫырӑвӗнчи тӑватӑ сӑвва пӑрахӑҫланӑ, пичетлеме юрӑхсӑр тенӗ. Тепӗр вӑрттӑн рецензенчӗ Аркадий Эсхель пулнӑ. Вӑл та, калаҫса татӑлнӑ пекех, тӑватӑ сӑвва "каснӑ". Виҫҫӗмӗшӗ кам пулнине халӗ те пӗлместӗп. Вӑл миҫе сӑвва тиркенине те чухлаймастӑп. Ҫапла вара, вӑрттӑн рецензентсен али витӗр тухнӑ "Хурӑнсар" сӑвӑ пуххи тематика планӗнче палӑртнинчен нумай ырханрах тухрӗ. Тиркенӗ сӑвӑсем вырӑнне урӑххисене сӗнмерӗм. Ытлашши калаҫу пуласран шик-лентӗм-ши?..
Пултарулӑх ҫыннисен пурин тенӗ пекех "эпӗ" тени чи малта пырать. Ҫавӑнпа тепӗрне пулӑшмалла чухне йӑпӑр-япӑр алӑ тӑсса памасть. Александр Спиридонович пӗрре те апла марччӗ.
Александр Спиридонович чухлӗ ал ҫырӑвӗ вуланӑ прозаик урӑх ҫукчӗ те пулӗ. Ырӑ сунса критиклекен рецензент сахалччӗ. Темшӗн пурте чи малтан ҫитменлӗх шырамалла та ҫитменлӗх тупмалла тесе ӑнланаҫҫӗ. Александр Спиридонович та куҫ тӗлне лекнӗ кӑлтӑксемпе ҫитменлӗхсене сиктерсе хӑварман. Анчах ыррине, ырлама тивӗҫлине маларах курнӑ. Чи малтан лайӑххине шыранӑ. Ҫавӑнпа ӑна кӳренсе пурӑннӑ, халӗ те кӳренсе пурӑнакан писатель ҫук-тӑр.
Иван Вутланӑн пӗрремӗш кӗнеки мӗнле хӗнпе те асаппа пичетленсе тухнине лайӑх астӑватӑп. Ҫак асапа чӑтса ирттернӗ хыҫҫӑн "литература" сӑмаха та илтес, алла калем тытас килми пулмалла. Унӑн пӗрремӗш повеҫӗ "Асамат кӗперӗ" "Коммунизм ялавӗ" хаҫатра ҫапӑнчӗ. Ӑна вулакан патне кӗнеке халлӗн ҫитерес тесе Иван Дмитриевичӑн 8 ҫул таранах "ҫапӑҫма" тиврӗ. Писательсен союзӗн проза секцийӗнче сӳтсе явни те пулӑшмарӗ. Секци членӗсен сӗнӗвне издательство темшӗн йышӑнмарӗ. Парти обкомне миҫе ҫыру янине пӗлместӗп. Пӗрне Писательсен союзӗн правленине мерӑсем йышӑнма тавӑрса панӑччӗ. Правлени издательствӑна сӗнес тесе йышӑну турӗ. Анчах кӗнеке ҫаплах тухмарӗ. Такам сӗннипе-и, хӑйех тавҫӑрнипе-и — Иван Дмитриевич Артемьев патне пулӑшу ыйтма кайнӑ. Александр Спиридонович ку хутӗнче те ал ҫырӑвӗпе тӗплӗн паллашнӑ, рецензи ҫырнисӗр пуҫне авторӑн мӗн те мӗн тумаллине, ӑҫта мӗн катӗртмеллине, мӗн хушмаллине теплӗн ҫырса панӑ. Ҫапла майпа автор повеҫ ал ҫырӑвне "кондицие" лартайнӑ та. Александр Спиридонович Вутланшӑн рецензент кӑна мар, консультант та пулса тӑчӗ. Нумайччен килӗштерсе ӗҫлерӗҫ вӗсем.
1984 ҫулта Александр Спиридонович хаҫат-журналта пичетленнӗ, сунтӑхра выртнӑ статйисемпе рецензийӗсене пуҫтарса "Пурнӑҫ чӑнлӑхӗпе писатель ӑсталӑхӗ" кӗнеке кӑларчӗ. Ӑна чӑваш литературине вӗрентекенсемпе вӗренекенсем вӗренӳ кӗнеки вырӑннех йышӑнчӗҫ. Хӑвӑрт саланса пӗтрӗ.
Вулакансем мар, писательсем хӑйсем прозаиксенчен "чӗлхеллисене" пайӑрлаҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче Александр Спиридонович — маларах тӑраканни. Ҫавӑнпах пулӗ кашни статьяра, кашни рецензире стиль шӑйрӑкӗсене саваланине тупма пулать. Геннадий Хлебников критик Александр Спиридоновича "прозӑри поэт" тенине йышӑнмасӑр тӑма пултараймастпӑр. Чӗлхе шӑйрӑкӗсем ун чунне ыраттармаллипех ыраттарнине кашни рецензипе статьярах туятпӑр.
Александр Спиридонович нумай ҫул Писательсен союзӗн правленийӗн членӗнче тӑчӗ. "Тӑван Атӑл" журналӑн редколлеги членӗччӗ. Писательсен союзӗн проза секцийӗн ӗҫне хастар хутшӑнатчӗ. Прозӑпа пултарулӑх семинарӗсем ирттернӗ чухне ӑна ялан тенӗ пекех ертсе пыма шанаттӑмӑр.
Халӗ писатель ятне йӳнетсе ятӑмӑр. Ун чухне союз членне кӗрес текенсен пултарулӑхне пӗр ҫынна сиктермесӗр секцисен ларӑвӗсенче пӑхса тухнӑ. Проза секцийен ларӑвӗсене Александр Спиридонович сиктермен. Иккӗленӳ-мӗн ҫуралсан кашнинчех ун еннелле пӑха-пӑха илеттӗмӗр. Вӑл калани яланах вырӑна килнӗ. Писательсен хушшинче те хисеплӗ ятсемпе наградӑсем ыйта-ыйта илекенсем пулман мар. Паян та пур. В.А. парти пухӑвне "сыпса" пынӑччӗ те — халиччен пулманнине кӑшкӑрашса ларма тытӑнчӗ. "В.С., чарӑнӑр!" — тесе темиҫе те асӑрхаттарчӗ пухӑва ертсе пыраканӗ. "Халӑх писателӗ" парӑр — чарӑнатӑп", — терӗ хайхискер. Тепӗр пухура В.У. ятарлӑ пенси илме хисеплӗ ят кирлӗ пулнипе хӑйне "Культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ятлӑ тума тархасласах ыйтрӗ. Ку халӗ, ҫӗнӗ ӗмӗрте, пулса иртрӗ. Правленин пӗр ларӑвӗнче сумлӑ поэт ыйту хускатрӗ: "Ефимов — халӑх поэчӗ, унӑн орден пур, Сементер — халӑх поэчӗ, унӑн та орден пур. Эпӗ те халӑх поэчӗ, манӑн орден ҫук". Правлени членӗсенчен пӗри: "Ҫырма пӑрахни миҫе ҫул ҫитнӗ ятпа пулать вара ку награду?" — тесе ыйтсан шӑпланчӗ. Сире-сире пӑхӑр-ха мӗн пур справочнике. Александр Спиридоновичӑн мӗн пур?
"Тӑван Атӑл" редколлегийӗн пӗр ларӑвӗ асран тухмасть. Ун чухне журналсем ҫулталӑк премийӗсемпе хавхалантаратчӗҫ. "Тӑван Атӑл" журнал редакцийӗ ҫулталӑк тӑршшӗнче тӗп жанрсемпе ҫырса пичетленӗ чи лайӑх произведенисемшӗн тӑватӑ преми паратчӗ. Проза произведенийӗсенчен Александр Спиридоновичӑн "Пукра" повеҫне палӑртас терӗмӗр. Алӑ ҫӗклесе сасӑлама вӑхӑт ҫитсен вӑл вырӑнтан хускалчӗ те лӑпкӑ сасӑпа каларӗ: "Кашни номернех вуласа пытӑм. Ман шутпа, "Чӗкеҫ йӑвине ан салатӑр" повеҫ ку премие илме тивӗҫлӗрех".
Ҫапла ҫав ҫулхине "Тӑван Атӑл" журналӑн премине илекенсем тӑваттӑн вырӑнне пиллӗкӗнех пултӑмӑр.

Денис Гордеев, чӑваш халӑх писателӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-09-23 19:24:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4650 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем