Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тимуков Вячеслав Николаевич

Вячеслав ТимуковТимуков Вячеслав Николаевич — чӑваш тележурналисчӗ. 1955 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче ҫуралнӑ. 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вилнӗ.

Пурнӑҫӗ

1972–1977 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗнче пӗлӳ пухнӑ. Аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн 1977–1980 ҫулсенче Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫатра ӗҫленӗ. Унтан вӑл «Чӑваш Ен» телерадиокомпанине ӗҫлеме кайнӑ. Кунта вӑл 16 ҫул тӑрӑшнӑ. Малтан ахаль телекорреспондент пек вырнаҫнӑ, каярах ӑна председатель ҫумӗ пулма шанса панӑ. 1996–2000 ҫулсенче «Советская Чувашия» хаҫатра ӗҫленӗ. Унсӑр пуҫне вӑл «ЛИК» журналӑн редколлеги пайташӗ шутланнӑ.

Пултарулӑхӗ

Унпа пӗрле ӗҫленӗ ҫынсем унӑн хастарлӑхне палӑртаҫҫӗ, ӑшӑ вырӑншӑн тытӑнманнине пӗлтереҫҫӗ. Уҫӑмлӑх тапхӑрӗнче резонанслӑ материалсем те эфира лартма хӑраман.

«Эпӗ телевидение пынӑ чухне, 1992 ҫулта, вӑл ЧПТРК председателӗн, Сергей Павловӑн, ҫумӗччӗ. Ун пек туйӑмлӑ, хӳтлӗхсӗр чунлӑ, совӗҫлӗ, тӗрӗслӗхшӗн, чӑвашлӑхшӑн тӑракан, вӗри те тӳрӗ, ӑнкаруллӑ та ӑнлануллӑ, хӑйне ҫӳле хуман пуҫлӑх урӑх курасси пулмарӗ. Ҫав вӑхӑт ачи, ҫав вӑхӑт ҫуратайнӑ вӗри шанчӑкпа пӗрлех сӳннӗскер... Эп пынӑ тапхӑрта вӑл унта чӑвашлӑх вучахне чӗртсе тӑман пулсан, телевиденире юлмастӑм. Унта А.Тарасов та таврӑнмасчӗ, В.Карсаков та, В.Иовлев та пымасчӗ», — пӗлтерет хӑйӗн асаилӗвӗнче Марина Карягина.


 
Категорисем: Журналистсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-05-16 10:45:16 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2601 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем