Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сцена ҫинче — хӗрӗх ҫул

Ҫапла, хӗрӗх ҫул ӗнтӗ сцена ҫинче Чӑваш халӑх артистки Зоя Васильевна Лепешкина-Лисицына. Ҫак тапхӑрта вӑл икӗ пин ытла концертра юрланӑ. Ӑна республикӑри кашни хула-ялта, ҫавӑн пекех чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан Раҫҫейӗн ытти регионӗнче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Зоя Лисицына илемлӗ те ҫепӗҫ сасӑпа юрланине Германири, Италири, Венгрири, Словакири, Чехири тата ытти ҫӗршыври искусствӑна юратакансем те итленӗ.
Вӑл ашшӗ-амӑшӗ пилленипе Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм шкулӗнче вӗреннӗ чухнех артистка пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫавна май ялти шкула пӗтерсен Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищин вокал уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Хӑйӗн иксӗлми пултарулӑхне Зоя чи малтан Сӑр шывӗ хӗрринче ирттернӗ ӗҫпе юрӑ уявӗсенче тата республикӑри тӗрлӗ смотр-конкурсра кӑтартнӑ, лауреат ятне тивӗҫнӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна музыка училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн тӳрех Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне ӗҫе илнӗ. 1989 ҫултанпа Чӑваш халӑх артистки З.В.Лепешкина-Лисицына Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллинче юрлать.
Ҫак кунсенче Зоя Васильевна ҫуралнӑранпа 55 ҫул ҫитрӗ. Ӑна юбилей ячӗпе Чӑваш патшалӑх филармонийӗн пысӑк залӗнче чыслӑреҫ.

П. Сидоров
«Хыпар», 2007, ҫу, 26


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-08-19 22:44:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3417 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем