Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Соколова Асклида Андреевна

Соколова Асклида Андреевна — чӑваш тӑлмачӗ. 1930 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ольтикасси (халь Ҫӗнӗ Шупашкара кӗнӗ) ялӗнче ҫуралнӑ.

1987 ҫултанпа СССР ҪП пайташӗ. Литература анинче ӑнӑҫлӑ ӗҫсем тунишӗн ӑна Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн тата СССР Госкомиздатӑн Хисеп хучӗсемпе чысланӑ.

Пурнӑҫӗ

Вӑтам пӗлӗве Толик Хураски вӑтам шкулӗнче илнӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, историпе филологи факультетне пӗтернӗ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ шкулӗнче ачасене вырӑс тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. «Молодой коммунист» хаҫатра тӑлмач ӗҫне пурнӑҫланӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче редактор, аслӑ редактор, ача-пӑча тата илемлӗ литература редакцийӗсен заведующийӗ пулнӑ.

Пултарулӑхӗ

Пичетленсе тухнӑ куҫарӑвӗсем:

  • «Ярса паман ҫырусем» (Неотосланные письма, А. Кутуй, 1956);
  • «Шурӑ кайӑк утравӗ» (Остров белых птиц, Г. Скребицкий, 1962);
  • «Манӑн пурнӑҫ» (Моя жизнь, Н. Крупская, 1962);
  • «Тинӗс хӗрринчи шкул» (Школа у моря, О. Донченко, 1963);
  • «Ҫурхи шав» (Зеленый шум, А. Мусатов, 1964);
  • «Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен» (Дикая собака динго, или повесть о первой любви, Р. Фраерман, 1969, 1983);
  • «Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени» (Приключения Гекльберри Финна, Марк Твен, 1985);
  • «Хлеб — имя существительное» (М. Алексеев);
  • тата ыттисем.

Вуламалли

  • Соколова Асклиада Андреевна // Афанасьев П. Писатели Чувашии — Чебоксары, 2006. — С. 384.
  • Соколова Асклиада Андреевна // Юрьев М.И. Писатели Советской Чувашии — Чебоксары, 1988. — С.290-291.
  • Соколова Асклиада Андреевна // Ялгир П. Литературный мир Чувашии — Чебоксары, 2005. — С. 107-108.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-09-01 17:11:37 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5603 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем