Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Рубцов Михаил Фомич

Рубцов Михаил Фомич — чӑваш тӑлмачӗ. 1918 ҫулта Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ.

Тӗрлӗ медальсене тивӗҫнӗ.

Пурнӑҫӗ

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗнче бухгалтер ӗҫне туса пынӑ. Пӗр вӑхӑт хушши Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑй хунӑ.

Каярахпа Ҫӗпӗре тухса кайнӑ.

Пултарулӑхӗ

Михаил Фомич чылай хайлава чӑвашла куҫарнӑ. Вӗсен шутӗнче:

  • «Ҫеҫенхир хӗвелӗ» (П. Павленко);
  • «Йӗр тӑрӑх» (В. Бианки);
  • «Чайка» (Н. Бирюков);
  • «Тайгари ҫутӑ» (М. Бубеннов);
  • «Шурӑ хурӑн» (М. Бубеннов);
  • «Манӑн юлташсем» (А. Гайдар);
  • «Обломов» (И. Гончаров);
  • «93 ҫул» (В. Гюго);
  • «Калавсем» (С. Диковский);
  • «Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем» (Н. Гоголь);
  • тата ыттисем.

Вуламалли

  • Комсомольски район экциклопедийӗ, — 509 с.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2020-01-11 02:02:51 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1399 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем