Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.2 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пирӗн тӑрӑхри вырӑнсем

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ялӗнче 4 урам: Йӑлӑмкас, Уйкас Качча карти, Ҫӗн урам.

Ҫырма-ҫатра ячӗсене тишкерсен вӗсен ячӗсем этем ячӗпе ҫыхӑнни курӑнать: Урине варӗ (тем пысӑкӑш вара пӗр хӗр пӗччен ҫулса тухма пултарнӑ), Танек варӗ, Мишка ҫырми, Ӑртикка варӗ, Ваҫан варӗ, Мӑн Ҫимун ҫырми, Йӑван Лобов утарӗ, Якур утарӗ, Ленька варӗ.

Мишка ҫырминче революци вӑхӑтӗнче вырӑнти халӑх совет влаҫӗ майлӑ ҫынсене хӑйсене шӑтӑк чавтарса персе пӑрахнӑ та ҫакӑнтах пытарнӑ.

Триковский Михалӑн — ял пуҫлӑхӗн ҫӗрне — Трихвӑн Михал ҫӗрӗ теҫҫӗ.

Мӗнлерех йывӑҫ ӳснине шута илсе хунӑ ятсем пур: Улмуҫҫи варӗ, Йӑмра варӗ, Шӑлан варӗ, Хыр варӗ. Улӑх-ҫаран формине кура Тарӑн вар, Ҫинҫе вар, Тӳрем шур, Илемлӗ вар, Ҫӑллӑ вар, Тарӑн ҫырма. Урикасси енче Кӑвакал варӗ, Ваҫан варӗ, Тяпан кӗперри, Тури Выл чиккинче Ирчелӗх варӗ пур.

Ӗлӗк кашни хӑйӗн ят ҫӗрӗ ҫинче ӗҫленӗ, хӑш-пӗр уй ячӗсем ҫав ҫынсен ячӗсемпе ҫыхӑннӑ: Трик хӑртни, Назар ани, Алеша хӑртни, Ваҫан варӗ.

Ҫул-йӗр ячӗсем: Мемеди кӗперри (кӗпере Мемедейкин хушаматлӑ ҫын тутарнӑ), Тяпан кӗперри, Вӑрманкас каҫҫи.

Ял таврашӗнчи вӑрмансем — Сар хурӑн, Путек хӑртни, Майск вӑрман хуҫалӑхӗ.

Пакан текен вырӑн ял ҫывӑхӗнчи вӑрманта вырнаҫнӑ, ҫанталӑк улшӑнасса халӑх Паган ҫырми ҫине пӑхса пӗлет, пакан мӑкӑрланать пулсан ҫанталӑк улшӑнасса кӗтсех тӑр.

Урикасси енчи кирпӗч варӗнче хӑй вӑхӑтӗнче кирпӗч ҫапнӑ, унтах кирпӗч кӗлечӗсем те пулнӑ, кунта ытларах Урикассисем ӗҫленӗ.

Чӳклемелли вырӑнсем — Кӗрлев хыҫӗнчи Чӳк ҫырминче, ҫӑл ҫывӑхӗнче. Урлӑ хӑва текен вырӑнта ларакан хӗрес патне пырса ҫумӑр ҫумасан чӳкленӗ. Сар хурӑн та асамлӑ вырӑн шутланнӑ. Ӗлӗкрех ҫемйере кам та пулин чирлесен кунта чӑх кайса янӑ.

Лапам вырӑнта Патреккей текен вырӑн пур. Кунта ҫил арманӗ ларнӑ, унӑн хуҫи Патреккей ятлӑ пулнӑ. Ҫак вырӑнтан инҫех мар Кивӗ ҫурт варӗ пур. Вар урлӑ ҫул иртнӗ, ҫав вырӑнта инҫе ҫула тухнисем ларса каннӑ, ывӑннӑ лашисене улӑштарнӑ.

Мӑкшӑ — питӗ лачакаллӑ вырӑн, кунта мӑк шӑтнӑ, выльӑхсем те путса вилнӗ. Сӳ хӗрри — шыв хӗрри тенине пӗлтерет.

Ялтан тухсанах Ӑртикка варӗ (Ӑртикка Тимуххи ячӗпе) пур. Ватӑсем унӑн тӑванӗ Йӑван пурӑннине халӗ те ас тӑваҫҫӗ. Аллисене хыҫалалла тытса уйсем тӑрӑх пӑхса ҫӳренӗ. Анасене ҫум курӑк хупламан-и; Пучах тавраш ҫук-и; Пахалӑх комиссин пуҫлӑхӗн пурне те тӗрӗслемелле-ҫке!

Качча карти ҫырминче пӗр каҫхине ҫыран куҫнипе ватӑ йӑмра тепӗр енне куҫса ларнӑ, чиркӗве ҫӳрекенсем куҫнӑ вырӑнта тапса тӑракан ҫӑл куҫри шыв асамлӑ тесе ӑна ӑсма чарӑннӑ.

Йӳҫӗ Текен вырӑнта ӗлӗк каҫса ҫӳреме май пулман. Ҫав вырӑнта пӗррехинче ӳсӗр туй арӑмӗсем лаши мӗнӗпех сиксе вилнӗ.

Яманкасси енче Ҫӑва вырӑнӗ ятлӑ мӑкӑрӑлса тӑракан вырӑн (курган) пур, ӑна этнографии картти ҫине те кӗртнӗ.

Пытарма ҫӗр паманнипе Выл тӑрӑхӗнчи ҫынсем вӑртӑн ҫӑва тунӑ , Вил ҫӑви текен вырӑн халӗ плотина айне пулнӑ.

Вӑрманта Вӑрманкас каҫҫи текен вырӑн пур Кӗреҫепе касса тунӑ каҫӑ,кунти картлашка вырӑнӗсем халӗ те палӑраҫҫӗ.

Тупӑк ҫырминче ҫын вилнӗ, ӑна юман валашка тупӑка вырнаҫтарнӑ(чусран тунӑ тупӑка мар), масар ҫине илсе кайса пытарнӑ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш таврашӗнчи ҫырма-ҫатра ячӗсем епле пулса кайнине А. П. Егоров, И. Ф. Ефимов, М. Ф. Кассирова каласа панинчен ҫырса илнӗ).

Г. Зотова хатӗрленӗ.


 
Категорисем: Штанаш
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-01-17 10:32:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5048 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем