Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Палтай

ПалтайЕтӗрне районӗнчи ял. Малтан ял ятне хутсем ҫине Сӑкӑт, Богородские Сугуты, Богородское Балдаево, Сугуты ятсемпе ҫырни тӗл пулать.

Ялта пурӗ 3 урам: Шкул урамӗ, Якунин урамӗ тата Кооператив урамӗ.

Истори

Ял кун-ҫулӗ Етӗрне хулине никӗсленӗренпех пуҫланать. Яла никӗслекенсем Шупашкар уесӗнчи Сӑкӑтран (халӗ Шупашкар хулин лаптӑкӗнче) тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
1780-мӗш ҫулсенче тавралӑхра Палтай вулӑсӗ йӗркеленет.
XVIII-XIX ӗмӗрсен чиккинче Палтай ялӗнче пурӗ 31 кил пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра Палтай вулӑсне 45 ял кӗнӗ. 1876 ҫултанпа Патлай вулӑсӗ Етӗрне уесне пӑхӑннӑ. 1927 ҫулта вулӑса пӗтерсе ял совечӗсене йӗркеленӗ. 1960 ҫулччен ялта ял совечӗ ӗҫленӗ, каярах вара тӗпӗ Пӗрҫырлан ялне куҫнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫиччен ялта Сӑкӑт ҫимӗкне анлӑн уявланӑ.

Культура

Ялта шкул (1860 ҫулта уҫнӑ), чиркӳ, почта уйрӑмӗ, лавкка, ветиринари уйрӑмӗ, фельдшерпа аккушер пункчӗ, вулавӑш пур.

Каҫӑсем


 
Категорисем: Палтай
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-07-20 19:03:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5700 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем