Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Шелепи Николай Иванович

Николай ШелепиШелепи Николай Иванович — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, чӑваш литературин паллӑ ӗҫченӗ, чӑвашсен пӗрремӗш халӑх сӑвӑҫи. 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Тутарстанӑн Аксу районне кӗрекен Ҫӗнӗ Ӳсӗл ялӗнче ҫуралнӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.

Пурнӑҫӗ

Чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. 1891-1895 ҫулсенче Мӑкшӑелӗнчи пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ, кайран хресчен ӗҫӗпе пурӑннӑ.

Вырӑссен пӗрремӗш революцине путарсан, Ҫӗпӗре тухса кайнӑ, чугун ҫул ҫинче рабочире ӗҫленӗ. 1908 ҫулта Красноярскра ылтӑн приискин кантурне куҫнӑ. 1914 ҫулта тӑван ялне таврӑнса учительте ӗҫленӗ.

Октябрьти революци хыҫҫӑн ӑна ялти чухӑнсен комитечӗн пуҫлӑхне суйланӑ, вӑл ял Совечӗн секретарӗнче те ӗҫленӗ. 1922 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ, литература ӗҫне хастарлӑрах кӳлӗннӗ. 1931 ҫулта суккӑрланнӑ.

Пултарулӑхӗ

Литература ӗҫне 1905-1907 ҫулсенче, пӗрремӗш революци тапхӑрӗнче, тытӑннӑ. Поэт тутарла та чылай сӑвӑ ҫырнӑ, 1915 ҫулта унӑн икӗ кӗнеке тухнӑ.

«Ҫӗлен» ятлӑ аллегориллӗ пӗрремӗш сӑввине 1907 ҫулта «Хыпар» хаҫатра, цензура ан асӑрхатӑр тесе, «Тав» ятпа пичетленӗ. Унта сӑвӑҫ патша йӗркине питленӗ, ӗҫ халӑхне пусмӑр тӗнчине аркатма чӗннӗ. 1912-1914 ҫулсенче «Ваҫанкка», «Ҫарӑмҫанпа Хӑнтӑрҫа» поэма, «Константинополь хулине туни ҫинчен чӑваш ваттисем калани» сӑвӑсем ҫырнӑ.

Чысланисем

1936 ҫулта ӑна чӑваш АССР халӑх поэчӗ ятне, тепӗр виҫӗ ҫултан «Хисеп Палли» орден панӑ.

Вуламалли

  • Чӑваш литературин антологийӗ. Шупашкар, 2003.

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-05-11 21:04:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8520 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем