Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Николай Теветкел пултарулӑхӗ ҫинчен

Николай Петровский-Теветкелӗн истори туйӑмӗ питӗ вӑйлӑ. Пурнӑҫа вӑл ывӑс пек тӳремлӗх ҫинче кӑна курмасть — хальхи уншӑн яланах иртнипе те, пулассипе те ҫыхӑннӑ.

Юрий Айдаш.

* * *
: Ҫӗн сӑввӑмра хӗвел ури ташлать,
: чуна салхуллӑ муза ачашлать.
: Чӳречерен хӗвел ачи кӗрет,
: куҫра илемлӗ терӗ ӳкерет,—

ҫапла калани «Чӑвашлӑха ҫӗклер!» — тесе кӑшкӑрашнинчен нумай сӑнарлӑрах та хӑватлӑрах. Хӑлхамӑрсене кӗччӗр илемлӗ тӗрӗ ӳкерекен сӑмахсем.

Михаил Федотов.

* * *

Чӑваш поэзийӗнчи хӑйӗн вырӑнне Николай Теветкел аван пӗлет. Унта вӑл хӑйне Петраркӑпа, Рембопа, Шекспирпа, Байронпа пӗр тан туять, ҫавӑнпа унӑн вӗсен чапне ӑмсанма сӑлтав ҫук.

Михаил Ставский.

* * *

Петӗр Хусанкай хыҫҫӑн сонета вӑйлӑ аталантараканӗ, ӑна чӗрӗ сывлӑш, чӑвашлӑх, тӗрлӗ енлӗх, шухӑш пуянлӑхӗ хушаканӗ — Николай Петровский-Теветкел.

Василий Эктел.

* * *

Николай Теветкелӗн интеллигент ӑс-халӗ те, хресчен нуши те, юрату тунсӑхӗ те, ҫутҫанталӑк илемӗ те — пӗр пӗтӗм юрату кӗвви.

Николай Мартынов.

* * *

Вӑл чӑннипех те пирӗн Чӑваш Енре классика виҫипе ҫырнӑ сонетсен пӗрремӗш «патши» пулса тӑчӗ. Шел пулин те, хальлӗхе унӑн тӗрлӗ енлӗ ӑсталӑхне туллин хакласа ҫырнӑ пӗр сумлӑ ӗҫ те пичетленсе тухман-ха. Критиксем темшӗн-ҫке хӑйсен витӗмлӗ сӑмахне калама тӑхтаса тӑраҫҫӗ. Пирӗн шутпа, Петровский-Теветкелӗн нумай енлӗ пултарулӑхӗ пирки тахҫанах монографи ҫырма вӑхӑт ҫитнӗ ӗнтӗ...

С.Ефимов,
Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн»
хаҫатӑн тӗп редакторӗ,
Чӑваш Республикин культурӑн тава
тивӗҫпӗ ӗҫченӗ;
В.Карпов,
Хумпуҫ Патӑрьелӗнчи тӑхӑр ҫул
вӗренмелли шкул директорӗ;
Г.Кузнецов,
Раҫҫей Писателӗсен тата Журналисчӗсен
союзӗсен членӗ,
Элкер премийӗн лауреачӗ;
Г.Шишкина,
районти тӗп библиотека директорӗ.

* * *

... Пире килсе ҫапнӑ синкер саманара вак ӑпӑр-тапӑрпа вӗтелме пуҫланӑ ҫыравҫӑсем хушшинче Николай Петровский-Теветкел классикӑллӑ поэзи илемӗпе тата поэзири шухӑш тарӑнлӑхӗпе чӑваш улӑпӗ пек курӑнать.

Николай Симунов.

* * *

Тӗнче ҫырулӑхӗнче сонет виҫипе ҫырасси Италире Петраркӑпа Дантерен вӑй илнӗ пулсан, Францире Ронсарпа Иоаким дю Бэлло, Англире — Шекспир, Польшӑра — Мицкевич ят хӑварнӑ. Вырӑс поэзийӗнче Пушкина сонет ӑсти тесе шутлаҫҫӗ. («Евгений Онегин» сӑвӑлла роман хӑйне евӗрлӗ сонет виҫипе ҫырнӑ хайлав мар-и вара?) Тӑван поэзие илсе пӑхсан, Николай Петровский-Теветкел чӑваш сонетне тӗнче классикин ҫӳллӗ пусӑмне ҫӗклерӗ. Кӑна эпӗ пӗрре те ӳстерсе каламастӑп.

Георгий Федоров.

* * *

Эпӗ акӑлчан чӗлхине аван пӗлетӗп. Шекспир сонечӗсене Н.Петровский-Теветкел сонечӗсемпе танлаштарса пӑхрӑм. Икӗ авторне те оригиналсем урлӑ вуласа тӗпчерӗм теме юрать. У.Шекспир сонечӗсенчен пӗрре те кая мар НПетровский-Теветкел сонечӗсем. Хӑшӗ-пӗри Шекспир сонечӗсенчен ҫӳлти пусӑмра тӑрать теме те май пур.

Иван Вутлан.

* * *

Николай Теветкел пултарулӑхӗ пӗтӗм чӑваш поэзийӗнче пуринчен те вӑйлӑрах палӑрчӗ: вӑл ытти поэтсен сӑвви-юрринчен пач хӑйне евӗрлӗ, пысӑк талантлӑ, илемлӗ сӑвӑ-баллада кӗвӗлерӗ. Унӑн уҫӑмлӑ, янӑравлӑ сасси вулакана тӳрех ҫавӑрса илет, асра юлмалла кӑтартса парать. Тӑван поэзире палӑрнӑ поэт кӗнекисем пурте питӗ актуаллӑ, ҫӗнӗ курӑмлӑ, ҫивӗч туйӑмлӑ.

Александр Артемьев,
чӑваш халӑх писателӗ.

* * *

Эпӗ унӑн сӑввисене яланах савӑнса, юратса вулатӑп, ӑслӑлӑх пухатӑп. Вӗсем тарӑннӑн шухӑшлама хистеҫҫӗ.

Светлана Асамат.

* * *

Вӑл — поэт та, художник та. Эстетика та, динамика та пур унӑн ӳкерчӗкӗсенче.

Анатолий Розов.

* * *

Тӑван литературӑмӑрта 30 ҫул ытла вай хурать талантлӑ сӑвӑҫ. Унӑн пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ. Сӑвӑсемпе поэмӑсем те шӑратать вӑл, «Киремет?» ятлӑ трагеди те хайларӗ, «Хура сулӑ» повесть ӑсталарӗ. Николай Теветкел-Петровский сонечӗсене вулатӑн та — вӗсенчи тарӑн шухӑш тӗлӗнтерет, ытарайми сӑнарлӑ чӗлхе савӑнтарать. Автор тӗнче культурине алла илни, унӑн тавракурӑмӗ анлӑ пулни кашни йӗркерех сисӗнсе тӑрать. Николай Петровский-Теветкел сӑвӑҫ кӑна мар, вӑл пултаруллӑ художник та. Художник пулни ӑна халиччен никам курманнине асӑрхаса илсе вулакансене яр уҫҫӑн кӑтартма пулӑшать. Петровский сӑнарӗсене никамӑннипе те пӑтратмастӑн, вӗсем яланлӑхах асра тӑрса юлаҫҫӗ.

Петӗр Эйзин.

* * *

Пурнӑҫра Николай Петровский-Теветкел ҫивӗч сисӗм-туйӑмлӑ та мӑн кӑмӑллӑ — унӑн поэзийӗ те ҫавнашкал. Халӑх шухӑш-кӑмӑлӗпе хунавланса халӑх ӑс-хакӑлӗпе тымарланнӑ вӑл. Н.Петровский-Теветкел кама та пулин юрас тесе е кама та пулин ӑс парасшӑн ҫырмасть. Ҫавӑнпа унӑн пултарулӑх ҫулӗ те ҫӑмӑлттай сӑвӑҫсен пек мар...
... Поэт нихҫан та турӑша ҫавӑрса хунӑ катемписене пуҫ ҫапмасть. Поэта ҫӳлти турӑ ҫеҫ мар, хӑйӗн халӑхӗ упрать. Унӑн поэзийӗ - хӑй халӑхӗн чун-чӗрине ҫывӑх.

Вадим Неподоба,
Краснодар поэчӗ.

* * *

Н.Петровский-Теветкелӗн «Сонетсем» кӗнеки океан пек аслӑ, тарӑн. Унӑн тӗрлӗ вӑйлӑ юхӑм пур. Ку кӗнеке — ҫав тери нумай енлӗ. Ӑна пӗрре вуласах пӗлсе ҫитме май ҫук, темиҫе хут, майӗпен вуламалла. Ку вӑл — чӑваш шухӑшлавӗн хӑйне евӗр энциклопедийӗ. Поэта малашне те ӑнӑҫу сунатӑп.

Аристарх Дмитриев.

* * *

Поэт тӑван тавралӑх ӳкерчӗкӗсене куҫ умне чӗррӗн, витӗмлӗн кӑларать. Чӗп-чӗрӗ ҫутҫанталӑк анинче автор этем, халӑх, самана пирки тарӑн шухӑша каять, философиллӗ пӗтӗмлетӳсем тӑвать. Кашни йӗркере — туйӑм, шухӑш, никам тупман сӑнарлӑх. Н.Теветкел лирикӑрӑ та, поэмӑра та, трагедире те вӑйлӑ.

Вениамин Тимаков.

* * *

Н.Теветкеле 30 ҫула яхӑн пӗлетӗп... Унпа тӗл пулнисем мана та поэзире аталанма нумай пулӑшнӑ. Сонетсем пирӗн нумай ҫын ҫырнӑ. Анчах Теветкел пек анлӑн ҫыракансем пулман. Эпӗ те вӗреннӗ унран, ыттисем те вӗреннӗ.

Георгий Ирхи.

* * *

Теветкел сӑввисенче темӗнле Возрождени, Чӗрӗлӳ кӗввисем илтӗнеҫҫӗ. Юратӑва та вӑл философилле сӑнарлать. Вӑл — поэт-экспериментатор. Сӑнавӗсем унӑн питӗ виҫеллӗ, вырнаҫулла Студентсем те, шкул ачисем те унӑн сӑввисене юратса вулаҫҫӗ.

Валентин Абрамов.

* * *

Чӑваш кӗнеке иэдательствинче ҫичӗ ҫул ҫурӑ редакторта тӑрӑшрӑм. Ҫав ҫичӗ ҫул ҫурӑ хушшинче эпӗ ҫӗр хӗрех алҫырӑвӗпе паллашса хак панӑ. Аллӑ тӑватӑ кӗнеке редакцилесе кӑларнӑ. Ҫав аллӑ тӑватӑ кӗнеке хушшинче пӗр редакцилемесӗр, тӳрех пичете яма хатӗрлесе ҫитерни пӗртен-пӗр алҫыру кӑна пулчӗ. Вӑл — Николай Теветкелӗн «Кӑмӑл уҫҫи». (Каярахпа вӑл ӑна «Хӗвел кӑлти» ятпа улӑштарнӑччӗ.) Ӑна редакциленӗ чухне хамӑн та кӑмӑл уҫӑлса кайрӗ, авторне те тав турам. Унта эп пӗтӗмпе те пӗр сӑмах кӑна улӑштарма пултартӑм. Ытти сӑввисем патне пырса тӗкӗнме те май ҫукчӗ. Вӗсем тулса ҫитнӗ шултра тулӑ пучахӗсем пекехчӗ.
Виссарион Синичкин.


 
Категорисем: Николай Теветкел
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-04-23 19:45:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2980 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем