Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Николай Дворов

Николай Михайлович Дворов — чӑваш сӑвӑҫи. 1940 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи (Тутарстан) Элшел ялӗнче ҫуралнӑ.
Н.М. Дворов 1999 ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ.

Кун-ҫулӗ

Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Хусанти ял хуҫалӑх институтӗнче вӗренсе инженер-механик дипломне илнӗ. Тӑван районӗнчи «Гигант» хуҫалӑхра вунӑ ҫул хушши тӗп инженерта тата икӗ ҫул партком секретарӗнче ӗҫленӗ. Ултӑ ҫула яхӑн «Родина» хуҫалӑха ертсе пынӑ, унтан 17 ҫула яхӑн Шемекри шкулта ачасене вӗрентсе пурӑннӑ.

Пултарулӑхӗ

Н.М.Дворов сӑввисемпе поэмисем «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Шурӑмпуҫ», «Ҫилҫунат» журналсенче, «Сувар», «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх», «Тантӑш», «Канаш», «Хыпар» хаҫатсенче тӑтӑшах пичетленеҫҫӗ.

Унӑн халиччен ҫичӗ кӗнеке ҫапӑнса тухнӑ:

  • «Кун-ҫул таппи» (1995),
  • «Савӑнӑҫ куҫҫулӗ» (1996),
  • «Сукмак» (1998),
  • «Шанӑҫ» (2001),
  • «Тумхахлӑ ҫул» (2006),
  • «Чун ыратӑвӗ» (2007),
  • «Ҫулҫӑ ҫумӑрӗ ҫӑвать» (2008).

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хушма каҫӑсем



 
Категорисем: Николай Дворов
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-10-28 15:35:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2840 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем