Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мӑшӑрӑма халлаласа (Левтина Марье)

Хальхи пекех ас тӑватӑп:
Мускав хули... театрта
"Амалия" роле вылятӑп,
Ҫап-ҫамрӑк хӗр ун чух тата.

Чечек ҫыххи спектакль хыҫҫӑн
Тыттарчӗ каччӑ йӑл кулса.
Пӗрре курсах хама-хам вӗҫнӗн
Туйса эп илтӗм, ӑнланса.

"Ӑҫтан эсир?" - тесе ыйтсассӑн,
Вӑл хуравларӗ: "Пушкӑртран".
"Эсир тата?..." - тӗпчет хавассӑн.
"Чӑрӑшкасси ятлӑ ялтан.

Йӗпреҫ районӗнчи илемлӗх
Кӳрет савса чӑваш ҫӗрне..."
"Э... вӑн ӑҫтан ҫак илӗртӳлӗх..." —
Тесе вӑл тӑсрӗ сӑмахне.

Яту — Кирилл, Надежда эпӗ,
Ик ят — ик ҫын, тен, Тур ҫырни?
Шупашкарта вӗреннӗ эсӗ,
Артистка эп - пулас савни.

Илемлӗ туйӑм ман ҫуралчӗ,
Таса, ҫунатлӑ юрату!
Сана курсан чӗрем юрлатчӗ,
Савӑнтаратчӗ яш утту.

Ҫыравҫӑ Ираида Нарс та
Хӑна туса иксӗмӗре
Пиллерӗ. Хушрӗ вӑй, ҫунат та
Чунран килӗштерсе пире.

Ҫулталӑк алла-аллӑн савӑк
Утса ҫӳренӗ урампа
Мӗн чухлӗ эс пӗлеттӗн сӑвӑ!
Вулаттӑн киленсе манпа.

Пӗррехинче: "Надежда, — терӗн, —
Пӗр саншӑн ҫеҫ ҫунать чӗре.
Качча тухсамччӗ е тиркетӗн?.."
"Мӗн эс, Кирилл? Санпа пӗрле
Асамлӑ эп туяп, телейлӗ..."
"Апла пулсан туй ирттерес.
Пукрав кунне ҫав килӗшӳллӗ
Тур ҫырнине ҫирӗплетес..."

Вӑл мӗн шутланӑ - ҫавӑ пулнӑ.
Кӗрлерӗ туй мӗн ирчченех.
Шап-шур кӗпе ӑшне эп путнӑ,
Пехил пани куҫ умӗнчех.

Кристина хӗрӗм ҫуралсассӑн
Чӑтма ҫук савӑнтӑм хамах.
Ун хыҫҫӑн ывӑл "туянсассӑн",
Тав турӑн, мӑшӑрӑм, пайтах.

Ҫемье вӑл пултӑр чӑмӑркка пек,
Тӑватӑ чун — тӑват чӗре.
Ҫӗр чӑмӑрӗ, ав, ҫаврӑнать тек
Ҫыхӑнтарса пин ӗмӗре.

Тӗлӗнтереттӗн, савнӑ ҫыннӑм,
Санра кӗрлетчӗ вӑй-хӑват.
Ирччен эс проза, сӑвӑ ҫырнӑ,
Пулса чуну сан тарават.

Вӗри чунпа, чупса ӗҫлеттӗн
Ҫав тӗрӗслӗхшӗн тӑрӑшса.
Пур передача ирттереттӗн
Тӳр кӑмӑлпа ҫине тӑрса.

Мана пуриншӗн тавӑраттӑн,
Эп арӑм-ҫке, тек тарӑхса
Хӑш-пӗр чухне эс харкашаттӑн,
Ниҫта кӗрсе кайми пулса.

"Пӗрле пуласчӗ ӗмӗр-ӗмӗр", —
Тата калаттӑн юратса.
Шуйттанӗ хӗтӗртрӗ-ши, ахӑр,
Тӑрук эс кайрӑн уйрӑлса.

Тӗнче пӗтсе килсессӗн туйрӑм...
Сан вил тӑпру ҫине выртса
Эп йӗтӗм татӑлса: "Ах, чунӑм,
Тӑрсамччӗ! Ан кай пӑрахса!

Ах, мӑшӑрӑм, юратнӑ ҫыннӑм,
Мӗн айӑппа ку уйрӑлу?!
Ик тӑлӑх юлчӗҫ: пӗчӗк хӗрӗм,
Кирилл - шӑп ху пек ывӑлу..."

Кашлать-ҫке Кӑтаймас вӑрманӗ,
Ӳсет чечек каҫса кайсах.
Сан вил тӑпру ҫине юманӗ
Тӑкать сар ҫулҫӑ тӑрӑшсах.

Тепле пулсан та ҫул иртет вӑл,
Ӳстертӗм ывӑлпа хӗре.
Ман ҫамрӑк ӗмӗр - ҫиллӗ тӑвӑл,
Кичем иртет, ҫунать чӗре.

Ниҫта кайсан та "тӑлӑх арӑм",
Пӗр савӑнӑҫ чуна пымасть.
Сан умӑнта тататӑп парӑм,
Юлташсенче яту каймасть.

Тавах турра, вулатӑп сӑвӑ
Сан талантна ҫӗкле-ҫӗкле.
Ман ӑшӑмра вилмен эс, сывӑ,
Тек калаҫатпӑр тӗлӗкре.

Эс пулнӑ чӑн та пултаруллӑ,
Пур енӗпе те пит ӑста.
Театровед, ӑсчах, ҫыравҫӑ,
Тӗпчевҫӗ, журналист тата.

Апла пулсан ман кӑларасчӗ
Пӗр кӗнеке пуххи туса
Татах та сӑвӑ калӑпласчӗ
Мӑшӑрӑма халалласа.

Левтина Марье


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-11-06 22:29:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4898 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем