Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Михаил Сениэль

Сениэль Михаил Павлович (чӑн хушамачӗ Егоров), — сӑвӑҫ, прозаик, тӑлмач. 1940 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче Тутарстанӑн Аксу районӗнчи Саврӑшпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

1974 ҫултанпа СССР ҪП членӗ.

Пурнӑҫӗ

Аксу вӑтам шкулӗнчен, Чистай медицина училищинчен, Хусан университетӗн историпе филологи курсӗнчен, Мускаври Литературӑн аслӑ курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ пулса 10 ҫул ытла ӗҫленӗ. Юлашки вӑхӑтра професиллӗ ҫыравҫӑ.

Ӗҫӗсем

Сӑвӑсем, поэмӗсем ҫырать. «Ытарайми», «Савӑнӑҫ куҫҫулӗ», «Ҫӗр чунӗ» ятлӑ кӗнекисем автор шухӑш-кӑмӑлне лайӑх палӑртса тӑратаҫҫӗ.

Темиҫе кӗнеке вырӑсла та тухнӑ.

Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Малтанхи юр» (1969);
  • «Шкул вальсӗ» (1971);
  • «Каҫӗ ҫутӑ, уйӑхӗ ҫутӑ» (1971);
  • «Ҫутӑ шыв хӗрринче» (1976);
  • «Савӑнӑҫ куҫҫулӗ» (1984);
  • тата ыттисем.

Вырӑсла тухнӑ кӗнекесем:

  • «Удача» (Ӑнӑҫу, 1978)
  • «Лунные ночи» (Уйӑхлӑ каҫсем, 1983);
  • тата ыттисем.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Михаил Сениэль сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-05-14 22:07:19 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6947 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем