Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Краснов Пётр Степанович

Краснов Пётр Степанович — политика ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1956 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

1978 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн хӑйӗн пӗлӗвне Питӗрти техника патшалӑх университетӗнче (1997), СССР ӐА социологи институчӗн аспирантуринче (1985) тарӑнлатнӑ.

Пермь облаҫӗнчи Чернушка районӗнчи шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1979–82 ҫулсенче трактор тӑвакан савутра инженер-математик, социолог пулса ӗҫленӗ. 1985–1991 ҫулсенче Чӗлхе, литература, истори тата экономика ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче (НИИ ЯЛИЭ) аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса вӑй хунӑ.

1991–1993 ҫулсенче Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсен, обществӑлла организацисемпе юхӑмсемпе ҫыхӑну тытакан, халӑх шухӑшне тӗпчекен Комисси председателӗ пулнӑ. 1993 ҫулта ӑна культурӑпа халӑхсем хушшинчи хутшӑнусен министрӗн ҫумне лартнӑ. 1994–1996 ҫулсенче Пётр Степанович информаципе пичет министрӗ пулса ӗҫленӗ. 1996 ҫулта ӑна Президент администрацине ертсе пыма шаннӑ. Ку тивӗҫе вӑл 2001 ҫулччен пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫак вӑхӑтра Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председатель ҫумӗ пулнӑ. 2001 ҫулта ӑна «Партия «Единство» партин республикӑри уйрӑмӗн политканашӗн председательне суйланӑ. 2002 ҫулхи кӑрлачпа 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗ вӑхӑтӗнче вӑл Министрсен Кабинечӗн председатель ҫумӗ, Чӑваш Республикин социаллӑ политика министрӗ пулнӑ. 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна культура министрне лартнӑ. Ку тивӗҫе вӑл 2007 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен пурнӑҫланӑ.

2010–2011 ҫулсенче Пётр Краснов Патшалӑх статистикин федераци службин Чӑваш Республикинчи территориаллӑ органӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 2011 ҫулӑн раштав уйӑхӗпе 2016 ҫулӑн авӑн уйӑхӗ хушшинче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Президиум пайташӗ пулнӑ.

Пётр Степановича Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗн 12-мӗш пухӑвӗн тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн 5-мӗш тата 6-мӗш пухӑвӗсене депутатне суйланӑ.

Ӗҫӗсем

Краснов Пётр Степанович икӗ кӗнеке авторӗ, вӑл 30 ытла ӑслӑлӑх статьи ҫурнӑ.

Ҫитӗнӗвӗсем

1994 ҫултанпа Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ.

2006 ҫулта вӑл Ҫемен Элкер ячӗллӗ журналистсен преми лауриачӗ тата Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлӗхӗн преми лауриачӗ пулнӑ. Пётр Степановича «Чӑваш Республики умӗнчи тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.

Каҫӑсем


 
Категорисем: Политиксем, Ӑсчахсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-12-06 12:03:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2739 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем