Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Краснов Вячеслав Максимович

Краснов Вячеслав Максимович — чӑваш спортсменӗ, 1994–2006 ҫулсенчи спорт министрӗ. 1950 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттĕм ялĕнче çуралнă. 2015 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче нумай вӑхӑт хушши чирленӗ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, СССР ҫӑмӑл атлетикин спорт мастерӗ (1971), Чӑваш Республикин вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2000), Раҫҫей Федерацийӗн вӑй-хал культурин тав тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1993).

Вячеслав Краснова Халӑхсен туслӑхӗн, Аслӑ Петӗр (2003) орденӗсемпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл «Чӑваш Ен умӗнхи тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ.

Пурнӑҫӗ

Василий Семенов тренер ертсе пынипе 1971 çулта СССР спорт маçтăрĕн нормативне пурнăçланă. 1973 çулта Шупашкарти И.Н. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи вӑй-хал воспитани факультетĕнчен вĕренсе тухнă.

1990 çулта ăна Чăваш АССРĕн Вӑй-хал культури спортăн патшалăх комитетне ертсе пыма шаннă. 1994 çулта ведомствăран министерство йĕркеленĕ. Министрта 2006 çулхи юпа уйăхĕччен тăрăшнă.

2001–2004 ҫулсенче вӑл Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пӗрремӗш председатель ҫумӗ пулнӑ. Вӑл тӑрӑшнипе республикӑна вӑй-хал культурипе спорт комплексӗсене хпартмалли федераци программине кӗртнӗ.

Ӗҫӗ-хӗлӗ

Хӑвӑрт утас енӗпе РСФСР чемпионӗ пулнӑ (20 ҫх.). Раҫҫей тата СССР пӗрлешӳллӗ командине кӗнӗ. Ҫӑмӑл атлетикӑри пӗтӗм союзри, Раҫҫейри тата тӗнчери спорт ӑмӑртӑвӗсенче чемпион ятне тата малти вырӑнсене сахал мар илнӗ.

1999 çулта Вячеслав Краснова Çăмăл атлетика федерацийĕсен пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн комитечĕн пайташне суйланă. Унта вăл 2011 çулччен тăрăшнă.

Вячеслав Максимович пӗтӗм союз шайӗнчи спорт тӳри.

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-08-25 17:20:23 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3979 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем