Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Йӑлӑм енчи чӑваш тӗнчи

ЙӐЛӐМ ЕНЧИ ЧӐВАШ ТӖНЧИ

  • * *

Кӗр куннене
кӗтӗмӗр пулас,
кӗрекине
пурсӑмӑр хавас,
кӗр ҫитнишӗн
пӗртте кулянмарӑм.

Ҫур кунне ҫитни ҫӳҫентерет,
вӑрӑм ҫӗрсенче тӗллентерет, –
ҫур акилӗх
вӑрлӑх туянмарӑм.

Кӗр куннийӗ
килӗ-ха татах,
хам та пулӑп
пулӗ-ха тутах,
тус-тӑванпа эпӗ
пуян мар-им!
4.09.2007. Элӗк.

  • * *

Улӑп хыҫҫӑн килнӗ этем вӗтӗ,
чӗр чунсен тӗнчи те ҫавнашкал:
кӗсрене ашак хӑварӗ пӗтӗ,
кашкӑр-йытӑран хунать шакал…

Мӑн Аҫа, упраннӑ-ши вӑрру? –
Ҫӗр-Ама ҫие юлса пӗр кантӑр,
ҫӑва ҫумӗн хӑмӑшлӑх хумхантӑр,
ҫавра ҫилӗн ҫиттӗр ҫӗн ӑру.

Хӑмӑшлӑхран тухӗ пин-пин кӗвӗ,
пирнешкелӗ пырӗ итлеме…
Улӑпсен ҫи-пуҫӗ ылтӑн-кӗмӗл.
Мула мар саваҫҫӗ, – ИЛЕМЕ!
24.10.2007.

  • * *

Тӗттӗмрен хӑрамас,
тӗттӗмлӗхрен хӑратӑп.

Ҫутӑпа пурӑнмас,
ҫутӑлӑхпа пурнатӑп.

Ҫынсене ҫӗклемес,
хам ҫынлӑха ҫӗклетӗп.

Чунсене чӳклемес,
хам чунлӑха чӳклетӗп.
25.10.2007. Ир кӳлӗм.

* * *
Ҫын пекех пуль йывӑҫ
вӑрманта ӳсет:
саркаланнӑ лешӗ,
ҫакӑ хӗн тӳсет;
ав, пӗрне ҫил ватнӑ,
тепри тӑн-тӑнах.
Йывӑҫсен шӑпи те
ҫынсен пек, чӑнах.
Ку енче чак хӑйӑр,
кӗллӗ ҫӗр кӑшт пур,
айлӑмра ҫу-хӗлӗн
пӑчӑртатӗ шур…
ӑнлансам, тайгаҫӑм,
ҫӗрӗм урӑх ман,
пурӑнаймӑп эпӗ
ӳсмесен юман.
Эп сунарҫӑ мар ҫав,
пулӑҫӑ та мар.
Манӑн тӗп тӗрекӗм –
хура ҫӗр-тымар.
25.10.2007. Кӑнтӑрла.

Йӑлӑм енчи чӑваш тӗнчи

(«Чӑваш ен» санатори ҫумӗнчи кӗлетке
пахчинче ҫӳренӗ май)

Йывӑҫран кӗлетке кӑлараҫҫӗ,
асамлаҫ ӑстасен тӗррисем.
Юпасем ҫӑвари пек лараҫҫӗ:
ыр-хаяр, ҫу чӑваш туррисем.

Ҫак сӑваплӑ ӗҫсем, Микуҫ, сан-тӑр,
чун илейнӗ мӗн пур кӗлетке?
ӗҫтешӳ те ҫук мар: Пикл Сантӑр,
Фролов, Кошелев, Чак та Эткер…

Тав тӑватпӑр сире те Турра:
аллӑрти ҫивчӗ ӑйӑ-ыра
йывӑҫри хӑвата пухса хӗртрӗ,
чӑн чӑваш тӗнчине ӑша кӗртрӗ.

Ылтӑн ту, ӑмӑрт кайӑк, юпа,
Улӑп Амӑшӗ, Вӑхӑт туррийӗ...
Пӗр тӗлте чарӑнатӑп тӑпах,
тӗлӗнтерчӗ унта мӗн ҫырнийӗ:

«Чӑваш ҫӗрӗпе шывшӗн пуҫ хунӑ
улӑп-паттӑрсене асӑнса».
Ҫак куна ҫитиччен пурӑнса,
ҫук, пӗтмен-ха хевти Аслӑ хунӑн!

Йӑлӑмри юпасем шӑп лараҫҫӗ,
вӗсемпе эс сӑмахсӑр калаҫ.
Шӑплӑхра ӑстасем асамлаҫ,
йывӑҫран кӗлетке кӑлараҫҫӗ.
28-29.10.2007.

  • * *

Вӗҫсе килнӗ симӗс кӑсӑя,
сысна ҫӑвӗ каймӗ-ха сая.
Уйӑх тулчӗ. Илӗртет кулли.
Алтӑр ҫӑлтӑр тӳрӗ, туп-тулли.
Юпа хӑвӑрт иртрӗ пек темме,
чӑн чӑваш тӑвасшӑн чӳклеме.
Ҫӗн ҫиме, ҫӗн ҫимӗҫ хатӗрлет,
купӑс хӗлӗхне вӑл ӗнӗрлет.
Пӗр каҫпа хӑна-вӗрле пухать,
ташӑри тӑван пуҫне ухать,
тӗпелте пур арӑм савӑнать,
ҫӗн юрпа ҫӗн юрӑ хывӑнать.
29.10.2007. Ир кӳлӗм.
  • * *

ӗҫӳ-ҫырту ҫурчӗ.
Ячӗ ун «Телей».
Иртен ҫын кӗрет те
тилмӗрет: «Налей».
Ячӗ чӑвашла та,
ӗҫӗ вырӑсла.
Те синкерлӗх ҫакӑ,
те вӑл кулӑшла?
Чӑваш сӑнлӑ ӳсӗр
темӗн ӗнӗрет,
«Телей тупрӑм» тенӗн
хӑлхана кӗрет.
29.10.2007. Кӑнтӑр хыҫҫӑн.

  • * *

Ватӑ хыр йӑваннӑ,
ешерет хунав.
Кунта ӗнтӗ эпӗр
вӑхӑтлӑх, хӑна.

Кӗр кунне ҫӗн вӑрлӑх
юлтӑр сапӑнса,
ламран лам чӑвашӑм
пытӑр сыпӑнса.

Сыпӑк хыҫҫӑн сыпӑк,
халӑхӑм, кӑлар,
хӗлӗн-ҫӑвӗн эсӗ
ҫеҫкеленсе лар.
29.10.2007. Каҫ кӳлӗм.

  • * *

Кантӑкран кам шаккать?
Чи-чи-чи!
Кӑсӑям, пулаймарӗ апатӑм.
Ҫук ман ҫу та, тырӑ пӗрчи, –
хӑнама хӗвел ҫаврӑнӑш патӑм.

Пӗр сӑхать те тарса тӗшӗлет,
е каллех ҫывхарса вӗҫсе анчӗ.
Кӗреке йӗркине вӑл пӗлет,
хӑнари чӑваш майӑн хӑтланчӗ.

Хула кайӑкӗсем сӗре сӗмсӗр,
ямӑтти пуласса ҫеҫ кӗтеҫ.
Вӑрманта пурнакан тусӑмсемсӗр
чухӑн пулӗччӗ пирӗн кӗтес.

… Ир-ирех хӑнана килсе кайрӗ
ман пата чи-чи-чи кӑсӑя.
Камӑн чунӗ-ши
ҫав симӗс кайӑк?
Кураймарӗ те пуль ман сӑя?
30.10.2007. Ир кӳлӗм.

  • * *

Ватӑ Атӑл ҫӗрӗпе
шур тӗтре пуҫтарчӗ.
Лешӗ кӑмӑлсӑр хӗр пек
Йӑлӑм енне тарчӗ.

Ҫамрӑк хырлӑх пур кунта,
хӳтлӗх лӑсӑ пур пек.
Тӗтрене малаш кунта
ҫакӑ ҫитмӗ пурпӗр.

Мӗн кӗтсе явӑнать-ши
хӗр-тӗтре ҫӗр-ирӗн?
Сивӗ сывлӑш, ӑшӑ шыв –
ак ӑна мӗн кирлӗ.

Ҫитӗ хӗл. Пӗр ирхине
тӗтрене хыр чӗнтӗр,
вырӑн чатӑрӗ ҫине
картӑр кӗмӗл чӗнтӗр.
31.10.2007. Ир кӳлӗм.

  • * *

Чӑн тухтӑрах улатакка:
хыр кӑкӑрне таккать-таккать,
итлет вӑл йывӑҫ ӳпкине,
чӗрийӗпе ун таппине,
ӳтри шӗкке-хурта иртет,
ҫапла ӗҫ кунӗ ун иртет.
Ыйтмасть вӑл полис е укҫа,
кунта платсем-мӗнсем ҫук ҫав.
Вӑрманӑмӑр, ешер, кӗрлех!
Пире сан йӗркӳсем кирлех.
31.10.2007. Кӑнтӑрла.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

lukina тӳрлетнӗ, информацие 2008-02-25 12:43:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2170 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем