Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.2 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Илле Тукташ тусӑма (Василий Давыдов-Анатри)

Илле Тукташ 100 ҫул тултарнӑ май
Сӑвви: Ваҫлей Давыдов-Анатрин
Кӗвви: Виктор Михайлов-Ярушкинӑн


Тус-юлташпа пӗрле чухне
Мӗнле аван чун-чӗрене.
Ҫунат ҫумне ҫунат хушар,
Хавхаланса кал-кал утар.

.....Мӗнле аван Тукташ пурри,
.....Кӗрекере янрать юрри.

Мӗн чуль илем тавралӑхра —
Ытарайми чӑвашлӑхра.
Эпир юлхав ҫынсем пулман,
Атте-анне ятне яман.

.....Мӗнле аван Тукташ пурри,
.....Кӗрекере янрать юрри.

Асаттесен пиллӗхӗпе,
Хӗру чӗремӗр хушнипе
Ҫут ҫӑлтӑр пек ҫунса тӑрар —
Тӑванлӑха упрар — сыхлар!

.....Мӗнле аван Тукташ пурри,
.....Кӗрекере янрать юрри.

2007>>


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-03-13 23:33:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3590 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем