Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ибн Фадлана тимлӗрех вуласан

Атӑлҫи Пӑлхар ҫинчен араб историкӗсем, географӗсем, ҫул ҫуревҫисем сахал мар ҫырнӑ. Ҫӗрӗ-шывӗ ҫинчен те, халӑх йӑли-йӗрки ҫинчен те самай тӗплӗн ҫыраканни Ахмед ибн Фадлан кӑна пулнӑ. Ӑслӑлӑх ҫыннисем унӑн хайлавне питӗ чӑкӑлтӑшшӑн тишкернӗ, урлӑ та пирлӗ сӳтсе явнӑ ӗнтӗ. Унта "ҫӗннине" нимӗн те тупаймӑн теме пултараҫҫӗ. Ҫапах та тимлӗрех вулаканӑн шухӑшламалли тупӑнатех.
Акӑ, Джаушыр ҫырми ҫинчен "унӑн сарлакӑшӗ пилӗк чике" ҫеҫ тенӗ. Ҫак ҫырма таврашне Алмуш патша куҫса кайма хатӗрленсе сувазсен патшине Вырӑха хӑйӗнпе пӗрле пыма хушу ярать. Куҫасса вара пӗтӗм йӑхӗпех куҫмалла пулнӑ. Вырӑхӗ килӗшменрен Алмушӑн ӑна хӗҫпе усӑ курассипе хӑратма тивнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна пӑтӑрмах пӑчланнӑ.
Араб ҫырулӑхӗнче ч тата ҫ сас паллисем ҫуккипе арабсем ют чӗлхерен кӗрекен сӑмахсенче вӗсен вырӑнне дж сас палли ҫыраҫҫӗ. Ҫарӑмсан вырӑнне вӗсен Джармсан пулса тухать. Ибн Фадлан "Ҫарӑмсан" самаха шӑп та лӑп ҫавӑн пек ҫырнӑ та. Апла эпир Джаушыр ҫырма ячӗ хамӑрла епле янранине пӗлес тесен "дж" вырӑнне "ч" лартса пӑхмалла: Чаушыр пулать. Ҫак сӑмаха арабсем пек пӗрремӗш сыпӑк ҫинчи пусӑмпа вуласан "чӑваш ҫыр" е "чӑваш ҫӗр" пекрех илтӗнет. Араб хӑлхине "чӑваш ҫырӗ" тени Джаушыр пек илтӗнме пултарни никама та тӗлӗнтермелле мар. Акӑ, автан авӑтнинче тӗрлӗ халӑх ҫыннисем тӗрлӗ "сӑмах" илтеҫҫӗ: чӑваш - "кик-кирик-кук", вырӑс - "ку-каре-ку", акӑлчан -
"какль-ду-ду". Тата пӑлхарсем темиҫе йӑха пӗрлештерсе тӑнӑ. Пӗр йӑх ҫынни тепӗр йӑх чӗлхинчи сӑмаха улӑштарарах каланине пурте пӗлетпӗр. Пӑлхарта вара сахалтан та тӑватӑ йӑх пулнӑ; вӗсен арабла ячӗсем - блкар, аскл, свар, брсула. Алмуш патша тата ун ҫывӑхӗнчи ҫынсем ытларах "блкар" ҫыннисем пулнӑ-тӑр. Ҫавӑнпа ҫырма ятне ибн Фадланпа калаҫнӑ чух, паллах, чӑвашла мар, "блкарла" урахлатса каланӑ.
Ӗлӗк-авал Кӑнтӑр Ҫӗпӗрте халӑхсем ытларах юхан шыв, ҫырма тӑрӑх вырнаҫнӑ. Ҫырмисене халӑх ятне панӑ е, пачах кутӑнла, халӑхне ҫырма ячӗпе пӗлнӗ. Вӑл е ку халӑхӑн аякка куҫса кайма тивсен ҫӗнӗ ҫӗрти ҫырмана халӑх кивӗ ҫӗрти шыв ятне, урӑхла каласан, каллех хӑйӗн ятне панӑ. Ӑслӑлӑх ҫыннисем халӑхсем авал ӑҫта-ӑҫта пурӑннине юхан шывсен, ҫырмасен, кӳлӗсен, сӑрт-тусен, ялсен, хуласен ячӗсене /топонимикӑна/ тишкерсе те пӗлеҫҫӗ. Кӑнтӑр Ҫӗпӗрте вара "чӑвашла" топонимика уйрӑмах пуян. Анчах ун пирки уйрӑм статья пулӗ. Кунта вара вуннӑмӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ йӗркеленсе пынӑ тапхӑртах, 1083 ҫул каярах, халӑхӑмӑрӑн ячӗ Чӑваш пулнине пӗлтерекен палла палӑртса хӑварар.

Петӗр Мультиерсем, "Чӑваш тӗнчи" Хыпар хаҫатӑн хушма кӑларӑм, 2005, чӳк, 22, 10№


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-12-06 23:21:14 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8722 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем