Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Дверенин Терентий Парамонович

Дверенин Терентий Парамонович — йывӑҫран пуканесем касса кӑларакан ӑста. 1919 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ.

Кун-ҫулӗ

Терентий Дверенин чухӑнах мар хресчен килӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Дверенин Парамон Федорович, амӑшӗ — Дверенина Анастасия Яковлевна.

Ялти шкулта 7 класс пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн Канашри механизаци шкулӗнче ӑс пухнӑ, машинпа трактор станци механикӗ ӑсталӑха алла илнӗ. 1939 ҫулччен Ҫичӗпӳртри колхозра ӗҫленӗ.

1942 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӑрҫа кайнӑ. Водитель-механик пулса Берлина ҫитнӗ.

1946 ҫулта вӑрҫӑран таврӑнсан 1956 ҫулччен Октябрьски МТС-ра механик пулса ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн 1979 ҫулта канӑва тухиччен Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнар ялӗнче вырнаҫнӑ Энӗшкасси НУС-ра (НПС) вӑй хунӑ.

Ачисем

  • Егорова Римма Терентьевна, 1948 ҫулта ҫуралнӑ, Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумне пӗтернӗ, ветврач, хальхи вӑхӑтра тивӗҫлӗ канура.
  • Чернова Валентина Терентьевна, 1950 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарти педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ, Кӑнар шкулӗнче ачасене математика вӗрентет.
  • Дверенин Михаил Терентьевич, 1952 ҫулта ҫуралнӑ, вӑтам шкул пӗтернӗ, Ҫичӗпӳртре пурӑнать.
  • Яковлева Светлана Терентьевна, 1956 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарти педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ, Шупашкарти 30-мӗш шкулта ачасене математика вӗрентет.
  • Дверенина Олимпиада Терентьевна, 1958 ҫулта ҫуралнӑ, ял хуҫалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ, унтах доцент пулса ӗҫлет.

Ӗҫӗсем

Пуканесем тума Терентий Дверенин 2000-мӗш ҫулсенче пуҫланӑ. Унӑн килти музейра хальхи вӑхӑтра 100 яхӑн экспонат.

Чыславӗсем

  • «За взятие Берлина» медаль;
  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орден (1947);
  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орден (1947);
  • «60 лет освобождения республики Беларусь от немецко-фашистских оккупантов» (2005);
  • «Ӗҫ ветеранӗ» медаль;
  • Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн «Ҫӗнтерӳ салючӗ» фестиваль лауриачӗ (2009);
  • Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер тӗлӗшӗнчен паракан патшалӑх премийӗ (2010).

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Г. Иванов-Орков. Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи. Альбом-кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 158 с.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-05-12 14:35:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5626 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем