Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Васильев Павел Васильевич

Васильев Павел Васильевич — чӑваш сӑвӑҫи. 1931 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Толик Хураски ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкар районӗнчи Толик Хураски ялӗнче ҫуралнӑ.

Кун-ҫулӗ

Ялти пилӗк класлӑ шкултан вӗренсе тухсан вӑл Шупашкарти Ҫамрӑксен каҫхи вӑтам шкулне пӗтерет. Пӗр хушӑ Шупашкарти заводсенче ӗҫлет, унтан ӑна Шупашкар районӗн «Лений ҫулӗпе» хаҫатне чӗнсе илеҫҫӗ. 1958 ҫул тан пуҫласа 1991 ҫулчченех, пенсие тухиччен, вӑл хаҫатра малтан корреспондент, унтан яваплӑ секретарь пулса ӗҫлет. Ҫав хушӑрах 10 ҫул хушши радиоорганизатор ӗҫне те пурнӑҫласа пырать.

Ӗҫӗсем

Пичӗтленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Салтак чӗри» («Ялав библиотеки» ярӑмра, 1957);
  • «Ҫул пуҫламӑшӗ» (1975).

Каярахпа унӑн сӑввисемпе калавӗсем республикӑри, районти хаҫат-журналсенче пичетленнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-06-20 23:40:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2323 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем