Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Воробьёв Василий Петрович

Воробьёв Василий Петрович — чӑваш кӗвӗҫи, хор дирижёрӗ, вӗрентевҫӗ, халӑх сӑмахлӑхне пухаканӗ. 1887 ҫулхи пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1954 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Пурнӑҫӗ

1902 ҫулта Шӑхасанти икӗ класлӑ вӗрентекенсен шкулӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ уесӗнчи Пайкилтре ачасене вӗрентнӗ. Шкулта вӑл уесӗпе чапа тухнӑ хор йӗркелеме пултарнӑ. 1909 ҫултанпа Шемшерти чиркӳре регент-псаломщик пулнӑ. 1912 ҫулта Шупашкарти Успени чиркӗвӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтрах шкулсенче ачасене юрлама вӗрентнӗ.

1924 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх хорне йӗркеленӗ.

Пултарулӑхӗ

Василий Петрович йӗркеленӗ хор хӑй ҫырнӑ хайлавсене — «Кай-кай Ивана», «Килмен те курман Шупашкарне», «Тӑпачӑ юрри», «Хресчен юрри», «Вӑрман урлӑ каҫрӑмӑр», «Туҫа хӗрӗсем» — пуҫласа шӑрантарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл Илле Тукташ сӑввипе «Шурӑ кӑвакарчӑн» патриотла юрӑ ҫырнӑ.

Василий Воробьев музыка фольклорне те самай тӳпе хывнӑ: вӑл 800 ытла чӑваш халӑх юррине ҫырса илнӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-15 22:48:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4072 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем