Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Важоров Валерий Афанасьевич

Важоров Валерий Афанасьевич — чӑваш кӗвӗҫи, профессор. 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайра ҫуралнӑ. 2000 ҫулта ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Чӑваш Республикипе Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, К.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх преми лауриачӗ.

Пурнӑҫӗ

Шупашкарти музыка училищинче, Хусанти консерваторинче вӗреннӗ. Тутарстанри патшалах симфониллӗ оркестрта малтан солист пулнӑ, кайран пӗрремӗш флейтист, унтан — тӗп режиссёрӑн пулӑшаканӗ. Чӑваш музыка театрӗн (халӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ) тӗп режиссёрӗ пулнӑ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗрентнӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӳнер кафедрин ертӳҫи пулнӑ.

Ӗҫӗсем

Чӑваш кӗвӗҫисен пӗрлӗхӗ пулӑшнипе Чӑваш Республикин камерлӑ оркестрне йӗркеленӗ. Вӑл ерсе пынипе чӑваш кӗвӗҫисен А. Токаревӑн, Г. Фандеевӑн, А. Петровӑн, А.Асламасӑн, Ф.Васильевӑн, А.Васильевӑн симфониллӗ хайлавӗсем янранӑ.

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-27 09:59:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5784 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем