Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Канаш Альберт Георгиевич

Канаш Альберт Георгиевич (чӑн хушамачӗ Кожанов), — сӑвӑҫ. 1928 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2 Чӑваш Енӗн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски салинче ҫуралнӑ. 1968 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4 ҫавӑнтах вилнӗ.

1962 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать.

Пурнӑҫӗ

Окбябрьскиӗнчи вӑтам шкулта вӗреннӗ. Йывӑр чире пула вырӑн синчен тӑма пултарайман вӑхӑтра сӑвӑсемпе поэмӑсем ҫырнӑ.

Ӗҫӗсем

Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Сӑвӑсем» (1960);
  • «Иккӗмӗш утӑм» (1965);
  • «Шӑпчӑксем, сире итлесе» (1978);

Вырӑсла тухнӑ кӗнеки:
  • «На наковальне сердца» (1972).


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 10:53:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7004 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем