Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Андреев Пётр Кузмич

Андреев Пётр Кузмич — литература тӗпчевҫи, журналист. 1938 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче Тутарстанӑн Нурлат районӗнчи Якушкино ялӗнче ҫуралнӑ.

1977 ҫулта Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ. 2004 ҫулта Н. Нарин-Михайловский литература премиӗн лауриачӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

Свердловскра вырнаҫнӑ Урал патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Каярах Чӑвашрадиора журналист пулса ӗҫленӗ. Литература тӗпчевҫи пулнӑ май илемлӗ радиокӑларӑмсем хатӗрлет, культура ӗҫченӗсем ҫинчен очерксем пичетлет.

Ӗҫӗсем

Пичӗтленнӗ кӗнекисем:

  • «Юррӑмсем-ҫӳнатӑмсем» (1978);
  • «Чӑваш театрӗ, тав сана!» (1980);
  • «Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗ» (1989).


 
Категорисем: Андреев Пётр Кузмич
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-07-14 12:49:06 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4999 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем