Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Абакшин Елизар Фёдорович

Абакшин Елизар Фёдорович — чӑваш сӑвӑҫи. 1916 (1918?) ҫулта Тутарстанӑн Нурлат районӗнчи Ӗнекасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1943 ҫулта вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.

Пурнӑҫӗ

Чӑваш педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ. Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял шкулӗнче ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Унӑн ӗҫӗсем «Сунтал» журналта, «Канаш», «Ҫамрӑк большевик» хаҫатсенче пичетленнӗ.

1943 ҫулхи нарӑсӑн 17–27-мӗшӗнче хӑйне хастар кӑтартнӑшӑн «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медале тивӗҫнӗ (медаль пирки хыпарлакан страницӑна ӗненес пулсан Елизар Фёдорович 1918 ҫулта ҫуралнӑ).

Вуламалли


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2020-08-08 13:14:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 873 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем