Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Илем»

«Илем» — эрнесерен тухнӑ чӑваш хаҫачӗ. Пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1993 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче тухнӑ. 1995 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче тухма пӑрахнӑ — пурӗ 41 кӑларӑм тухнӑ.

Хаҫата Чӑваш Республикин писательсен пӗрлӗхӗ йӗркеленӗ. Тиражӗ 2–15 пинпе танлашнӑ. Тӗп редактор вырӑнӗнче В.П. Кузьмин пулнӑ.

Хаҫат страницисенче республикӑн культура пурнӑҫне ҫутатнӑ, тӗрленчӗксем, калавсем, сӑвӑсем пичетленнӗ.

Вӑл вӑхӑтра ҫыравҫӑсен асӑннӑ пӗрлӗхне Хветӗр Акивер ертсе пынӑ.


 
Категорисем: Хаҫатсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2016-10-27 08:34:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5254 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем