Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Кӳршӗре

Кӳршӗре
metr12.ru сайтри сӑн
metr12.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енрен паян самаях сивӗтрӗ. Кӳршӗ Мари Элте вара юр ҫуса лартнӑ. Паян ирхине унта симӗс курӑк юрпа витӗннӗ. Ҫакна ӳкернӗ видеосене тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.

Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх, кӳршӗ республикӑра юлашки талӑкра 17 миллиметр юр, ҫумӑр ҫунӑ. Ку – ҫур уйӑхри норма.

Мари Элте ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче пушшех те вӑйлӑ юр ҫунӑ. Унта кӗртсем те пулнӑ. Уйрӑмах – Параньга тата Сернур тӑрӑхӗсенче.

Синоптиксем лайӑх хыпар пӗлтереҫҫӗ: кун пек урӑх сивӗтмӗ, ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫлӗ. Ҫу уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче 15-20 градус таранах ӑшӑтмалла. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑштах сивӗрех, 12-14 градус, пулӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ.

 

Кӳршӗре
pg12.ru сайтри сӑн
pg12.ru сайтри сӑн

Хӗлле Мари Элти Тинӗс куҫӗнче шыв пӗтни, ҫиелти пӑр катӑлса аялалла ӳкни пирки хыпарланӑччӗ. Ун чухне специалистсем кӳлле тек нихҫан та шыв тулмасан та пултарассине пӗлтернӗччӗ.

Мари Элтен лайӑх хыпар ҫитнӗ. Тинӗс куҫне шыв тулма пуҫланӑ, шыв шӑкӑртатнӑ сасӑ илтӗнет. Вӑл ҫӑлкуҫсенчен стена тӑрӑх юхать.

Хальлӗхе шыв 5 метр таран тулнӑ. Шыв тӗсӗ те унчченхи пекех тӗслӗ пулма пуҫланӑ. Вырӑнти халӑх Тинӗс куҫӗ хӑйӗн илемӗпе савӑнтарма пуҫласса шанать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/78792
 

Кӳршӗре

Паян Чӗмпӗр облаҫӗнчи Вешкайма поселокӗнчи ача пахчинче темӗнле арҫын нянечкӑпа икӗ ачана персе пӑрахнӑ. Унтан хӑй перӗнсе вилнӗ. Хӑйне питӗнчен пенӗрен ҫак арҫын кам пулнине палӑртман-ха.

Ача пахчинче хуралҫӑ пулман. Йӗрке хуралҫисене пускӑча пусса чӗнмелли май пулнӑ. Арҫын ача пахчине кӗрсе хӗрарӑма тата 5-ри тата 6-ри арҫын ачапа хӗрачана вилмеллех персе амантнӑ. Ку пӑтӑрмах ачасем кӑнтӑрла ҫывӑрнӑ вӑхӑтра пулнӑ.

 

Кӳршӗре

Чулхула облаҫӗнчи Кстово районӗнче нефтебазӑра ултӑ бензовоз ҫуннӑ. Пӑтӑрмах паян, пушӑн 22-мӗшӗнче, «Лукойл» тытӑмӗн нефтебазинче пулнӑ.

Унта ултӑ автоцистерна ҫунма пуҫланӑ, кашнинче – 30 кубла метр нефть продукчӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнӑ, вилнӗ ҫынсем пулман. «Коммерсант» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар «Ирбис» компанийӗн бензовозне тултарнӑ чухне пулнӑ.

Халӗ Роспотребнадзор сывлӑша тӗрӗслет. Вырӑнти тӳре-шара вара оперативлӑ штаб ларӑвне йӗркеленӗ.

 

Кӳршӗре
im0-tub-ru сайтри сӑн
im0-tub-ru сайтри сӑн

Чулхула облаҫӗнче маска режимне пӑрахӑҫлама пултараҫҫӗ. Анчах халех мар. Ку йышӑнӑва ака-ҫу уйӑхӗсенче тума пултарӗҫ. Ара, шӑпах ҫак вӑхӑтра ОРВИ тата грипп сезонӗ вӗҫленет-ха та.

Ҫапах чир-чӗр сезонӗ вӗҫленни кӑна витӗм кӳмӗ. Регионта ковид-койкӑсен шучӗ мӗнле чакнине те сӑнӗҫ. Вӗсем чаксан ҫеҫ маска режимне пӑрахӑҫлама пултарӗҫ.

Аса илтерер: пирӗн республикӑра QR-кодсене пӑрахӑҫланӑ. Общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнмалла тата алла дезинфекци тумалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/77828
 

Кӳршӗре
«Авито» сайтӗнчен илнӗ сӑн
«Авито» сайтӗнчен илнӗ сӑн

Чулхулара сахӑр катӑкне 1 499 тенкӗпе сутма пуҫланӑ, ҫакнашкал сӗнӗве Авито пӗлтерӳ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.

Маларах апат-ҫимӗҫ лавккисен сентрисем ҫинче сахӑр ҫухалнӑ, хыпӑнса ӳкнӗ Чулхула ҫыннисем сахӑра сыхлӑха туянма тытӑннӑ.

Чулхула ҫынни сахӑр песокӗ таврашне хыпӑнса туяннипе усӑ курса пӗр сахӑр катӑкӗн хакне ӳстерсе сутма пуҫланӑ.

Ют ҫӗршыв лавккисене хупма пуҫланӑ хыҫҫӑн Чулхула ҫыннисем хут пакетсене сутма тытӑннӑ. IKEA ятлӑ сӗтел-пукан лавккинчи пакета 1,2 млн тенкӗпе туянма сӗннӗ, H&M пакетне вара — ҫур миллион тенкӗпе.

 

Кӳршӗре

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхине Раҫҫейри видеокамерӑсем Пушкӑртри тӳпере метеорит ӳкнине ӳкернӗ. Кун пирки «Новости от телеканала UTV» (чӑв. UTV телеканал хыпарӗсем) Telegram-канал пӗлтерет.

Ҫӑлкуҫпа килӗшӳллӗн, метеорит Ҫӗр атмосферинче ҫунса кайнӑ. Ҫак пулӑма Ӗпхӳ хулинче пурӑнакансем тата ҫак регионти тепӗр темиҫе хуларисем сӑнанӑ. Метеорит ӳкнӗ саманта «Уфанет» телекоммуникаци ҫыхӑнӑвӗн операторӑн камери ҫырса илнӗ.

«Шултра метеорлӑ юхӑмсем хальхи вӑхӑтра ҫук. Ку вӑл пӗр-пӗр юхӑм шутне кӗмен метеор пайӗ пулма пултарать», — пӗлтернӗ Пушкӑрт планетарийӗн астрономӗ Татьяна Денисова.

Астрономи пулӑмне куракансем метеорӑн хӳри Туслӑх монуменчӗ патӗнче пурӗ те 5-7 ҫеккунт ҫеҫ сӑнама май килнине палӑртнӑ.

2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче РАН космос тӗпчевӗсен институчӗн директорӗ, РАН член-корреспонденчӗ Анатолий Петрукович Ҫӗр чӑмӑрне вӑйлӑ аркатма пултаракан метеорит диаметрӗ сахалтан та пӗр километр пулмалла тесе пӗлтернӗччӗ.

 

Кӳршӗре

Нарӑс уйӑхӗн 19-22-мӗшӗсенче Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенче QR-кода майӗпен пӑрахӑҫласа пынӑ. Хальлӗхе ҫак йыша Пушкӑртстан, Тутарстан, Удмурт Республики, Киров, Самар, Сарӑту облаҫӗсем кӗнӗ. Сарӑту облаҫӗнче QR-код тытӑмне хӑш-пӗр ҫӗрте ҫеҫ пӑрахӑҫланӑ.

Чӑваш Енре мӗнле? Хальлӗхе ҫавӑн пекех, общество вырӑнӗсенче прививка тутарнине ӗнентерекен сертификата ыйтаҫҫӗ. Лару-тӑру мӗнлерех? Пӗр эрне каялла талӑкра 669 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине пӗлтернӗ тӗк паян – 196. Чирлекенсен йышӗ нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе чакса пырать. Ун чухне 1301 тӗслӗх пулнӑ.

Мари Элте, Мӑкшӑ Республикинче, Пенза облаҫӗнче, Пермь крайӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗнче те QR-кода пӑрахӑҫламан.

 

Кӳршӗре

Мари Элте хитре вырӑн пур - "Тинӗс куҫӗ" ятлӑ кӳлӗ. Пӗр кунхине унти пӑр шапӑрт! аялалла персе аннӑ. Унта вара - пуш-пушӑ, шыв ҫук. Мари Элте пурӑнакансем вара ку таранччен пӑр айӗнче шыв пур тесе шутланӑ.

Пӑр ҫынсен куҫӗ умӗнчех катӑлса аялалла персе аннӑ. Кӗркунне кӑна унта шыв пулнӑ. Анчах ун чухне те, ҫулла та шыв шайӗ унчченхи пекех нумай пулман.

Кӳлӗ тарӑнӑшӗ - 37 метр. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, шыв 18 метр аннӑ. Вырӑнти "Розовый одуванчик" экологи организацийӗн специалисчӗсем ҫакна типӗ ҫанталӑкпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, шыв кӳлле таврӑнмасан та пултарать.

Шыв ӑҫта кайса кӗнине тӗпчемешкӗн Вырӑс географи обществи килме пултарать. Общество хастарӗсем ҫутҫанталӑкри ҫак тӗлӗнмелле пулӑма тӗпчӗҫ, сӑлтавне палӑртӗҫ.

 

Кӳршӗре
Сӑльма Тулин ТикТокра страницинчи видеоран касса илнӗ сӑнӳкерчӗк
Сӑльма Тулин ТикТокра страницинчи видеоран касса илнӗ сӑнӳкерчӗк

Самар облаҫӗнчи Шунтал районӗнчи Чатӑрлӑ ялӗнче пурӑнакан Анатолий Мрясов чӑваша ТикТокра аван пӗлеҫҫӗ иккен. Кун пирки «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Алина Ильина хаҫатӑн ҫӗнӗ номерӗнче пӗлтернӗ.

Аякрийӑхташӑмӑра тӗнче тетелӗнче Сӑльма Тули евӗр пӗлеҫҫӗ иккен. «Купӑс калакан хаваслӑ арҫын куракансене савӑк кӑмӑл парнелет, пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерет», — паллаштарнӑ унпа хаҫатҫӑ.

Анатолий Мрясов ялти клубра ӗҫлет иккен, «Ҫӑлкуҫ» ача-пӑча халӑх фольклор ушкӑнне тата аслӑраххисен коллективне ертсе пырать.

Арҫын сӑн тата видео ӳкерме юратать. ТикТокра онлайн мелпе концертсем те ирттерет-мӗн.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ...28
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 26

1928
96
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть