Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: 19-мӗш шкул

Вӗренӳ

РФ Генпрокурорӗн ҫумӗ Сергей Зайцев хушнипе ЧР прокуратури тӗнче тетелӗнче Шупашкарти 19, 28 тата 54-мӗш шкулсенче ачасене 10-мӗш класа йышӑнма пӑрахни пирки пичетеленӗ хыпара тӗрӗсленӗ.

Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӳлерех асӑннӑ шкулсенче ачасене чӑнах та 10-мӗш класа йышӑнман-мӗн. Прокуратура ҫул ҫитмен ачасен прависене хӳтӗлес тӗллевпе Шупашкар хула администрацин пуҫлӑхӗ тата шкулсен ертӳҫисем тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, йӗркене пӑснине пӗтерме хушнӑ.

Кунсӑр пуҫне 9 вӗренӳ учрежденийӗ тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 3, 8, 14 тата 19-мӗш шкулсенче ачасен Акатуйӗ иртнӗ.

Уявра шкул ҫумӗнче ӗҫлекен уйлӑхсене ҫӳрекен ачасем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 700 яхӑн шӑпӑрлан пулнӑ унта.

Уява ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене те чӗннӗ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем, администраци ӗҫченӗсем, хулари хисеплӗ ҫынсем пулнӑ.

Акатуй линейкӑран пуҫланнӑ. Унта ачасем Чӑваш Республикин гимне юрланӑ. Хулан хисеплӗ ҫыннисем тухса калаҫнӑ.

Унтан ачасене маршрут листисем валеҫнӗ. Вӗсем тематика станцийӗсем тӑрӑх кайнӑ. Конкурссем Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ: Чӑвашри эрешсем, тӑван тӑрӑха пӗлни, наци юррисемпе ташшисем, тупмалли юмахсемпе юмахсем, чӑваш тумӗсем…

Акатуя хутшӑннӑ ачасене хисеп грамотипе тата парнесемпе хавхалантарнӑ.

 

Хулара

Шупашкарти кинологсем ачасене йытӑсемпе хутшӑнма вӗрентеҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.

Ку — ЧР ШӖМӗпе ун ҫумӗнчи общество канашӗн пӗрлехи проекчӗ. Вӑл «Тӑватӑ ураллӑ туса воспитани пар» ятлӑ. Вӑл ачасене йытӑпа пӗр чӗлхе тупма пулӑшать. Ара, чылай шӑпӑрлан тӑватӑ ураллӑ тус тупма ӗмӗтленет-ҫке-ха. Теприсен йытӑ пур ӗнтӗ.

Шупашкарти 19-мӗш шкулта 1-мӗш класра ӑс пухакан ачасем кинологи центрне ҫитсе курнӑ. Пӗрремӗш занятие полици капитанӗ Мария Зверева ертсе пынӑ. Вӑл йытта мӗнле пӑхмаллине, тӗсне мӗнле суйламаллине, ҫурасене воспитани мӗнле памалине каласа кӑтартнӑ.

Тепӗр заняти ака уйӑхӗнче иртӗ. Ун чухне практика иртӗ, ачасем дрессировка вӑрттӑнлӑхӗсене вӗренӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81823
 

Хулара

Чӑваш наци музейӗнче кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче «Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» патриот уйӑхлӑхӗ уҫӑлнӑ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн тата Афган вӑрҫисен ветеранӗсем, Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Шупашкарти 2-мӗш, ҫавӑн пекех 19-мӗш вӑтам шкул ачисем тата 4-мӗш шкулти кадетсен класӗ хутшӑннӑ.

Уйӑхлӑха Ҫар мухтавӗн музейӗн ертӳҫи Тамара Федулова уҫнӑ. Ҫар тумӗллӗ ҫынсем Раҫҫейре яланах чыслӑ-мухтавлӑ пулнине палӑртнӑ. Унтан вӑл тӑван ҫӗршыва хӳтӗлемелли пирки аса илтернӗ. Ку вара, музейҫӑ шучӗпе, кашни ҫын хӑйӗн яваплӑхне туйнинчен тытӑнать.

Ҫапӑҫу хирӗнче пулнӑ, тӗрӗсрех, Курс патӗнчи ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ Владимир Никитинский Прохоровка ялӗ патӗнчи танк ҫапӑҫӑвне куҫ умне кӑлармалла каласа кӑтартнӑ. Афган вӑрҫине хутшӑннисен аса илӗвне те ачасем итленӗ. 14-мӗш шкулта вӗренекенсем патриотла сӑвӑсенчен литература монтажӗ хатӗрленӗ.

 

Вӗренӳ Республикӑри шкулсенчен пӗринче
Республикӑри шкулсенчен пӗринче

2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗччен чӑваш чӗлхипе литератури кабинечӗсен республика конкурсӗ иртнӗ.

Республика конкурсӗн юлашки тапхӑрне хутшӑнма Шупашкар хулинчен 3 кабинет, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Йӗпреҫ, Канаш, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчен 1-ер кабинет тивӗҫнӗ.

Документсене тишкернӗ хыҫҫӑн жюри членӗсем кабинетсен танлашӑмне (рейтингне) тунӑ, чи пысӑк балл пухнӑ пӳлӗмсемпе вырӑна ҫитсе паллашнӑ.

Чи пысӑк балл пухса 1-мӗш вырӑна Елчӗк районӗн Ҫирӗклӗ Шӑхаль вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури кабинечӗ йышӑннӑ (ертӳҫи — Н.А. Левая). 2-мӗш вырӑна Муркаш районӗн Ҫатракасси вӑтам шкулӗн кабинечӗпе (ертӳҫи — Л.В. Никитина) Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 19-мӗш шкулӑн кабинечӗ (ертӳҫи — С.А. Алексеева) тухнӑ. 3-мӗш вырӑна йышӑнма Канаш районӗн Сухайкасси вӑтам шкулӗпе (ертӳҫи — В.М. Иванова) Шупашкар хулин 29-мӗш шкулӗн кабинечӗсем (ертӳҫи — В.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 20

1874
150
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
41
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ